Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕр вунă çул каялла кăна-ха, çак хитре эпистолярлă жанрпа кашни тенĕ пекех çăмăллăнах усă курма пĕлеттĕмĕр. Тĕрĕссипе, чунри кăмăл-туйăма, пуçри шухăша хут çине хитрен çырасси хăй пĕр наука-çке. Çыру стилĕ манăçа ан тухтăр тесех «Раççей почти» ФПУПпа «Издательский дом «Учительская газета» ХАО çуллен «Чи лайăх çыру урокĕ» Раççей конкурсĕ йĕркелеççĕ.
Кам кам та, ентешсем çыру çырма манман-ха. Аксу районĕн пикисем çакна иккĕмĕш хут Раççей конкурсĕнче малти вырăнсене йышăнса çирĕплетрĕç. Пĕлтĕр Кивĕ Саврăшри Наташа Васикова «Ветеран патне çыру» номинацире, кăçал Савгачево гимназийĕнче вĕренекен Ксения Иванова «Хамăн учителе» номинацире виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Ксюшăпа тĕл пулас шутпа эпир «Раççей почти» ФПУПăн Тутарстанри филиалĕн представителĕсемпе пĕрле Савгачевăна çул тытрăмăр.
– Конкурсра çĕнтеретĕп тесе пĕрре те шутламан. Ку маншăн кĕтмен савăнăç пулчĕ. Вырăс чĕлхи предмечĕн учителĕ С.Г.Туктарова ĕçсене конкурса янине пĕлнĕ-ха, анчах районта, çитменнине тата Раççей шайĕнче çĕнтеретĕп тесе ĕмĕтленмен те. Çак хыпара пĕлтернĕ кун эпĕ шкулта марччĕ. Çавăнпа юлташсем каласан, тӳрех шанмарăм,– каласа парать Саврăшпуç пики.
Савгачево гимназине Ксюша Саврăшри пуçламăш шкул хыççăн вĕренме куçнă. Халĕ 9-мĕш класа çӳрет. Тĕрлĕ предметпа районти олимпиадăсене тăтăшах хутшăнать пулин те Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтерни – унăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ. Çырусем çав тери аван çырсан та ытларах тĕрĕс наукăсене килĕштерет, малашнехи ĕмĕчĕ те – экономист пуласси.
– 11 класс пĕтерсен Çырчаллине вĕренме каятăп. Унта манăн юлташсем те, тăвансем те нумай,– тăсăлать малалла калаçу.
Ксения Иванова тунă çитĕнӳпе гимнази, уйрăмах вĕрентекенсем, мăнаçланаççĕ. Чи интересли конкурсăн пĕлтĕрхипе кăçалхи çĕнтерӳçисене вырăс чĕлхипе пĕр учитель Светлана Георгиевна Туктарова вĕрентни. Шел, Светлана Георгиевнăпа тĕл пулма май килмерĕ, вăл чирленĕ терĕç.
Ксения Ивановăна çав кун «Раççей почти» ФПУПăн Тутарстанри филиалĕн представителĕсем шкулта линейкăра Дипломпа тата хаклă парнепе – магнитолăпа – чысларĕç.
– Ну халĕ ĕнтĕ юрă-кĕвĕ итлеме те пулать. Эпĕ тĕрлĕ халăх юррисене итлетĕп. Чăвашлисенчен хамăрăн вĕрентекенĕн В.П. Егоровăн юррисене кăмăллатăп,– савăнăçне пытармарĕ чăваш хĕрĕ.
– Паян санăн савăнăç, çак ятпа иртерех киле кайсан та юрать ĕнтĕ,– теме пăхрăм кăна, вăл мана:
– Çук, киле каймастăп, паян лайăх уроксем: хими, акăлчан чĕлхи...– тӳрех хуравларĕ вăл.
Ксюша пĕрремĕш класранах аван вĕренет, олимпиадăсенче шкул чысне хӳтĕлет. Халĕ тепĕр олимпиадăна хатĕрленет-мĕн. Çавăнпа киле кайма та васкамасть.
– Вĕренмелли нумай. Кăçал ППЭ тытмалла.
– Савнисем вара?
– Малтан шкул пĕтермелле, кайран савнисем çинчен шухăшлăп,– вăрттăнлăха уçма васкамарĕ чăваш пики. Ара, вăрттăнни çинчен хĕрсем нихăçан та уççăн пĕлтермен-çке. Кун çинчен сăмахпа, тен, каламĕ Ксюша, анчах çырура хитре çырса пĕлтерессе иккĕленместĕп. Ара, Раççей конкурсне хутшăннă 200 пин çынран унăн ĕçне суйласа илни пĕр ахальтен мар-çке.
 
: 1288, Хаçат: 48 (778), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: