Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 47 №).
Пысăк Лена
Елена Петровна Павлова (Петрова) 1922 çулта çуралнă. 4-5 çул кăна шкулта вĕреннĕскер, вĕренеймесĕр юлнипе пĕрмай куляннă. Вăрăсем килне кĕрсе пĕтĕм пурлăхне илсе тухса каяççĕ. Тумтирсĕр юлнă хĕрĕн вĕренес ĕмĕчĕ татăлать. Вăрçă пуçлансан Елена ялти пĕр ушкăн çамрăк хĕрпе Молотов хули çумĕнчи вăрмана ĕçе каять. Унтан таврăнсан 1943 çулта ашшĕпе амăшĕ хирĕçленине пăхмасăр хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Ленинград фронтĕнчи «Уйрăм çар фронтне» çакланать. Связист ĕçне вĕренет. Вырăсла лайăх калаçайман чăваш хĕрне çак ĕçре казах хĕрĕ пулăшса пынă. Пĕррехинче нимĕçсенчен пушанса юлнă территорие татăлнă çыхăнăва сыпма каяççĕ икĕ юлташ. Казах хĕрĕ çĕр çинче выртакан «лимонкăна» асăрхать. Лена хирĕçленине пăхмасăр ăна аллипе тытать. Граната сирпĕнсе хĕрĕн пурнăçне татать. Унччен Совет çарĕнче ун пек гранатăсем пулман-ха. Çак пулăм хыççăн Ленăн пурнăçĕ йывăрланать. Тутарла лайăх пĕлекен Лена юлташĕ казахла калаçнине ăнланнă. Казах хĕрĕ вырăнне Лена ятлă çĕнĕ телефонистка килет. Чăваш хĕрне «большая», вырăс хĕрне «маленькая» Лена тесе чĕнме тытăнаççĕ.
– Лена, где котелок?
– Вон на стене стоит.
– Где, где?
– На стене стоит!– тенĕ пысăк Лена. Çакăн пек кулмалли самантсем нумай пулнă вырăсла пĕлсех çитеймен чăваш хĕрĕн. Те çавна пулах Лена пулеметчицăна вĕренет.
«Ленинград блокади вăхăтĕнче Ладога кӳлли хĕрринчи çапăçусем уйрăмах асра юлчĕç. Финн салтакĕсем нимĕçсемпе пĕрле пире хирĕç çапăçатчĕç. Çап-çамрăк финн каччисем хирĕç пынă вăхăтра пулемет черечĕ айне çакланнине курса пеме питĕ шелччĕ. Çав хăрушă вăрçă çĕршыври нумай çамрăк çынна пĕтерчĕ», – аса илсе калаçнă Лена. Ленинград блокадин нушине, йытă-кушак ашĕ çиекен хула çыннисене курма тӳр килнĕ унăн. «Хамăр чĕрĕ юласса, çакăн пек ырă пурнăçпа пурăнасса шанман», – тенĕ вăл. Елена Петровна тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. 1945 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче вăл яла таврăнать. 1947 çулта Петровсем Павловсем патне хĕр килĕшме каяççĕ. Çамрăксене калаçтарма тесе пăлтăра кăлараççĕ. Ваççа хĕре пĕр сăмах та чĕнтермест, каялла кĕрет те:«Вçо, эпир пĕрлешетпĕр», – тет.
Каврушка
Василий Федорович 1924 çулта çуралнă. Пĕррехинче ăна пасартан хĕрлĕ атă туянса параççĕ. Ун пек атăпа Çĕнĕ Пăрăнтăкри Гаврила пачăшкă çӳренĕ пулнă.
– Ну, Ваççа, Каврушка пекех пултăн ĕнтĕ халĕ! – каланă тет аппăшĕ. Çавăнтан вара ача çумне Каврушка ят ĕмĕрлĕхе çыпăçать. 1942 çулта вун саккăрти каччă вăрçа тухса каять. Кĕске вăхăт хушшинче связист-радист специальноçне алла илет. Вăл виççĕмĕш Белорусси фронтĕнче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçать. Мускав патĕнчи çапăçăва та хутшăнма тӳр килет унăн. 1944 çулта Совет çарĕ тăшмана пысăк хăвăртлăхпа каялла хăваласа пырать. Чехословаки чиккине çитес умĕн пысăкран та пысăк çапăçусем пулса иртеççĕ. Çак çапăçусенче раци юрăхсăра тухса çыхăну çухални пирки Василий Федорович юлташĕпе тăшман вырнаçнă ял енне разведкăна каять. Çавăнта вĕсем нимĕç генералне тыткăна илеççĕ. Çак паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ. Каярахпа тата Маньчжури патĕнчи çапăçусене хутшăнать тата «Кенигсберга илнĕшĕн», «Японие илнĕшĕн» медальсене тивĕçет. 1946 çулта сержант званийĕпе тăван яла таврăнать. Колхозра ĕçлеме тытăнать. Василий Федорович вăрçăра суранланнă, госпитальте выртса сывалнă.
Петровсем
Чăваш Киштек клубĕнче ноябрĕн 7-мĕшĕнче уяв концертĕнче сцена çинче 7-8 ача хĕрсе кайсах гуцумсен ташшине ташлать. Залра курса ларакансен хушшинчен пĕр арçын сиксе тăрать те: «Ман ачасем кусем! Ман пилĕк ача ташлать кунта!» – тесе кăшкăрса ярать. Çак çын Василий Федорович Петров пулать. Вĕсен вунă ачи те ашшĕ-амăшĕ пекех юрра, ташша ăста пулнă. Каврушка Ваççипе пĕртăван икĕ тетĕшĕ те хут купăса питĕ ăста каланă пулнă.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен чăвашсем килĕрен килле çӳресе ĕçкĕ ĕçнĕ. Петровсен улаха юлнă ачисем ашшĕ-амăшĕ хăнаран килессе урама тухса итленĕ, Елинка аппапа Ваççа тете яланах юрласа таврăннă. Хăнасем килне килсен вара сĕтел хушшине те ларман, тăванĕсене хисеплесе, чыс туса ура çинчех юрланă.
«Çуркунне çитсессĕн кайăксем юрлаççĕ, эпир те çав кайăксем пек савăнатпăр», – тесе юрлама юратнă Ваççа пичче. Вăрçăра чухне те уçă саслă чăваш каччине пĕрмай юрлаттарнă.
Петровсем мăшăрлансан икĕ çултан Елинкан Саня ятлă аппăшĕ вилсе каять. Çамрăк хĕрарăмăн икĕ çулхи ачи хăр тăлăха юлать. Петровсен Валера ятлă ывăлĕ çуралнă ĕнтĕ ун чухне, иккĕмĕш ача пулса Володя та килет ырă кăмăллă çемьене. Володя тăван пиччĕш пулманнине ӳссе çитсен кăна пĕлеççĕ Петровсен ачисем. Умлă-хыçлă пысăках мар пӳртре пĕр хĕсĕнмесĕр пурăннă Петровсем. Хуранпа апат пĕçернĕ. «Çемйипех салма каснă чухне вăрçă юррисене вырăсла юрлаттăмăрччĕ, çĕр улми шуратнă чухне кам нумайрах такмак пĕлни пирки тавлашаттăмăрччĕ. Çисе тăранса сĕтел çинчен пуçтарсан атте урайне вак укçа сапса ташлаттаратчĕ», – каласа парать ывăлĕ Федя.
Петровсен Киштекре чăн пысăк сад пулнă: вăтăр икĕ улма йывăççисĕр пуçне тата слива, чие, хурлăхан йывăççисем ӳснĕ. Урамри пусăран кашни улмуççи тĕпне аллăшар витре шыв саптарнă ачисене Ваççа пичче. Панулмисем ĕлкĕрсен алса тăхăнса татса нӳхрепе ыраш улăмĕпе сийĕн-сийĕн хунă. Çуркунне нӳхрепе уçсан антоновка улми шăрши пĕтĕм урама сарăлнă. Петровсен вунă ачин çав вăхăтра юлташĕсем ытти чухнехинчен нумайрах пулнă. Улми вара пурне те çитнĕ. Петровсен сакăр ывăлĕпе икĕ хĕрĕ çав вăхăтра ытти ачасенчен нимĕнпе те япăх пулман, çулсерен 5-6-шар гектар чĕкĕнтĕр çумланă, 17 çул ялти сурăх кĕтӳне кĕтнĕ. «Мĕн чухлĕ пушмак çухатнă эпир çаранта, – аса илет Федор. – Ирхи сывлăм шывĕпе пушмак тăхăнса каяттăмăрччĕ, кăнтăрла хĕвел хĕртнине тӳсеймесĕр хывса пăрахнă пушмаксене каçпа киле кайнă чух ниепле те тупаймастăмăр». Петровсен кĕçĕн ачисене асли Валера ят пани йăлана кĕнĕ пулнă. Саккăрмĕш ачине çуратса килсен:«Ну, Валери ачам, ят хур ĕнтĕ», – тенĕ амăшĕ аслă ачине.
– Илемлĕ ятсем пĕтрĕç, анне, – тавăрнă лешĕ. Икĕ уйăх ятсăр выртнă хыççăн ачана аслашшĕ ячĕпех – Хĕветĕр тесе чĕнме тытăнаççĕ. Пĕррехинче Федьăпа шăллĕ урамра ӳсĕр çывăракан купăсçăран купăсне хывса илеççĕ те иккĕш ик енчен пускаласа сĕтĕрсе кĕвĕ кăларма пикенеççĕ. Çакна ашшĕ курсан çĕнĕ пулмасан та хут купăс туянса парать. Тытăнаççĕ вара Федьăна аслисем улаха сĕтĕрме. 9-10 çулхи ача çамрăксене вырăсла та, чăвашла та юрлаттарса ташлаттарнă.
Шкул пĕтерсен Елабугăри Культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕрет вăл, çавăнта Тамара ятлă удмурт хĕрĕпе çемье çавăрать. Тамара хор, Федя оркестр уйрăмĕсенче вĕренеççĕ. Кукмор районĕнчи Юмья ялне ĕçе вырнаçаççĕ, халăх оркестрĕ, ташă, драма кружокĕсем йĕркелеççĕ çамрăк специалистсем. 1985 çулта Çĕнтеревĕн 40 çулне халалласа ирттернĕ республика шайĕнчи куравра лауреат ятне илет пĕтĕм инструментпа калама пĕлекен Федя. Юратнă ĕç, колхоз панă хваттер. Талантлă çынсене ял халăхĕ питĕ юратать. Анчах Киштекрен Ваççа пичче час-час килме тытăнать. Кашни килмессерен ачисене яла, тĕпе пырса пурăнма ӳкĕтлет. Йĕре-йĕре ăсатаççĕ юмьясем клуб ĕçченĕсен çемйине.
Яла куçсан хуняшшĕ кинĕпе пĕр сăмах та вырăсла калаçмасть. Тамара кĕске вăхăтра чăвашла калаçма вĕренет. Халĕ вăл удмурт юррисене чăвашла куçарса юрлать. Хăй те çырса кĕвĕлет.
2006 çулхи декабрь уйăхĕнче ватăсен сывлăхĕсем хавшаса пыраççĕ. Ĕмĕрлĕхе уйрăлма вăхăт çитнине сиссе вĕсем хăйсен нумай нациллĕ çемйине: вырăс, удмурт, чăваш, крешĕн кинĕ-кĕрӳшĕсене, мăнукĕсене нумай пурăнма пехиллеççĕ.
– Эпир ватăлса вилетпĕр. Эпир вилсен ан йĕрĕр, купăс калăр, юрлăр, – тенĕ ватăсем.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче каçхине Ваççа пичче çут тĕнчепе уйрăлать. Ăна çуса тирпейлесе вырттарнă хыççăн шыв ĕçтерме тесе пуçелĕкне çĕклесен хунямăшне упăшки Василий Федорович вилнине пĕлтерет Тамара. Çак хыпара ăнланса илсен Елинка аппа инçете тинкерсе пăхать, кĕтнĕ çыннине курнă пек савăнса кайнăн аллине çĕклесе: «Привет! Салют!» – тесе калать те Тамара алли çинчех вилсе каять. Ваççа пичче каланă пек пĕр кунта мар, пĕр каçра пĕрлех чĕрисем тапма чарăнаççĕ çак чăваш çыннисен. Пĕтĕм ял-йыш пуçтарăнса тирпейлесе юлашки çула ăсатаççĕ, иккĕшне те пĕр шăтăка пытараççĕ. Çанталăкĕ те çак кун çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхе сывпуллашакан çынсем пекех лăпкă та чăтма çук илемлĕ пулнă.
Пытарса килсен Федя аллине баян тытса ашшĕпе амăшĕн юратнă юррине юрлать.
Эпĕ Петровсем патĕнче пулнă кун Федя кивĕ купăс юсаса ларатчĕ.
– Сассине илтсен йĕрсе яратăн, – терĕ вăл. Икĕ çулхи мăнукĕ ташласси килнине пĕлтерсе пысăк баяна сĕтĕрсе кăларчĕ. Василий Федоровичпа Елена Петровна пурнăçĕ юмахри шурă акăшсенни пек. Вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ.
Кăвак тинĕсре икĕ шурă акăш
Çума-çумăн çӳреççĕ.
Юратупа тупа тунă мăшăр
Пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ.
 
: 1315, Хаçат: 48 (778)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: