– Коррупци хула чирĕ кăна тесе шутлатăр пулсан – йăнăшатăр, вăл ялта та «чечекленет». Взятка илесси ĕнер-паян кăна пуçланман, дефицит, черет пур-тăк çакăнпа усă курас текен тупăнатех,– çапла пуçларĕ ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ брифинга ТР ШĔМĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен управленийĕн ертӳçи Рустем Кадыров.
Шел те, çĕршывра, çав шутра Тутарстанра та, взятка илмен пĕр сфера та çук. Тухтăр патне черетсĕр кĕмелле-и, ачана аслă шкула вырнаçтармалла-и, тĕрлĕ документ илмелле-и – пур çĕрте те укçа чышмалла. Тутарстанра юлашки вунă уйăхра кăна 615 çакăн йышши преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку 45 процент нумайрах. Вĕсенчен: вĕрентӳре – 180, сывлăх сыхлавĕнче – 87, агропромышленность комплексĕнче – 68, ÇКХпа строительствăра – 35, куçман пурлăхпа усă курассинче – 24. Çапла вара пĕтĕмпе патшалăха кăçал кăна коррупционерсем 28 миллион тенкĕлех сиен кӳнĕ.
Коррупцилле преступленипе çыхăннă 431 уголовнăй ĕçе суда янă, 130 çынна явап тыттарнă. Çӳлерех илсе кăтартнă цифрăсем «чечекленекен» коррупцин пĕр пĕчĕк пайĕ кăна-ха, мĕншĕн тесен взятка илекенсене нумай чухне алăран ярса тытма çук.
Юлашки вăхăтра район чиновникĕсемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем те «хура списокра» сахал мар-мĕн. Акă мĕншĕн патшалăх наци проекчĕсемпе ял халăхне паракан субсидисем нумай чухне ял çынни патне çитмеççĕ, ăна районти чиновниксем суя документсем тăратса хăйсем тата тăванĕсем хушшинчех уйăраççĕ.
– Патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕр яланах хакра пулнă, халĕ те вăл çаплах. Кăçал кăна çĕр пайĕсен, патшалăх наци проекчĕсемпе уйăракан субсидисен тата çурт-йĕр лартма ирĕк паракан тĕрлĕ документсен шучĕпе пуйма шутланă 16 ял хутлăхĕн пуçлăхне (Арск, Павлă, Балтаси, Пĕкĕлме, Пăва, Çӳлту, Ешĕлвар, Кайпăç, Анат Кама, Нурлат, Сарман, Чистайпа Ютаза районĕсем) тата Элмет муниципаллă район администраци пуçлăхĕн икĕ çумне законпа явап тыттартăмăр. Çаплах Балтаси, Кукмор, Мĕслĕм, Рыбно-Слободски тата Тюлячи районĕсенчи ял хуçалăх управлени пуçлăхĕсен енĕпе те уголовнăй ĕç пуçарма тиврĕ,– пĕлтерчĕ Р.Кадыров.
Çĕр пайĕпе çыхăннă преступленисем хуласен çывăхĕсенчи ялсемпе районсенче, Хусан хулинче пуринчен нумай-мĕн. Тĕслĕхрен, Хусанти Советски район администрацийĕн ĕçченĕ суя документсем туса районти пĕр комплексра тăватă çĕр пайĕ сутнине нумаях пулмасть тупса палăртнă.
Шел, кун йышши тĕслĕхсем республикăра шутлă кăна тееймĕн. Юлашки çулсенче влаçа çамрăк чиновниксем килни те коррупцие «чечекленме» май пани куçкĕрет.
– Хальхи çамрăксем ĕç укçипе кăна çырлахасшăн мар пулас, взятка илсе пуйма пăхасшăн. Кун пеккисене алăран ярса тытнă тĕслĕхсем те çук мар пирĕн,– терĕ кун пирки Р.Кадыров та.
Взятка илекене закон условнăй срок парса кăна явап тыттарни çăмăл укçана хăнăхнă çынна тӳрĕ çул çине тухма пулăшĕ-ши? Темĕн, иккĕленетĕп. Хальхи вăхăтра коррупцие хирĕç кĕрешесси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕ, унта çак çитменлĕхе те шута илсен аван пулĕччĕ.
Йĕркене пăснă фактсене, çав шутра взятка илнине, асăрхасан граждансене ТР ШĔМĕ «шанăç телефонĕпе» (Хусанта – 052, республикăра 291-20-02) шăнкăравласа е www.mvd.tatar.ru сайта çырса пĕлтерме ыйтать.