Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çуллахи каникул çитнĕ май, Хуратари (Элкел районĕ) шкул та вăхăтлăха шăпланчĕ. Тĕрĕссипе, ытти çултипе танлаштарсан, кунта кăçал çулталăкĕпех питех шавлă пулман-ха. Мĕншĕн тесен республикăри шкулсенче оптимизаци пулнăран çĕнĕлĕх чи малтан çакăн пек пĕчĕк шкулсене пырса тиврĕ. Вĕсене ача шучĕ сахал пулнипе хупма е пуçламăш шкул статусĕнче хăварма йышăннă. Хуратари пĕлӳ çурчĕ те акă 2006-2007 вĕренӳ çулĕнчен пуçламăш шкул шутланать. Çавна кура кунта ӳлĕмрен юлашки шăнкăрав тунсăхлăн янăраса ачасене пурнăç çулне мар, кӳршĕ Сиктĕрме ялне кăна ăсатĕ. Мĕншĕн тесен 5-мĕш класран вĕсем Сиктĕрмери вăтам шкула çӳреме тытăнаççĕ.
Улшăну пулнăранпа вăхăт питех нумай иртменрен-ши çĕнĕлĕхе ачасем те, вĕрентекенсем те хăнăхса çитеймен-ха. Пĕр хутлă пысăк шкулăн коридорĕсем тăхтав вăхăтĕнче халĕ те ача-пăча сассипе кĕрлесе тăнăн туйăнать. Анчах шел, паян – урăх курăну. Ачасем сахал, кашни класра 4-5-шер çеç. Унчченхи пысăк коллектив та самай сайралнă, техперсоналпа пĕрле пурĕ те çичĕ çын кăна халĕ. Çак шкулта 33 çул ĕçленĕ Н.Курзаева учительница каланă тăрăх, хăшĕ Сиктĕрмери шкула куçнă, хăшĕ ĕçсĕр юлнă.
Ытти çулсенче «Умелые руки», «Волшебная кисть», «Хор» тата «Лепка» кружоксем кĕрлесе тăнă пулсан, халĕ вĕсем те шăп. Ачасем уйрăмах тăмран тĕрлĕ пуканесем, шăхличсем тума вĕрентекен кружока питĕ килĕштернĕ-мĕн. Унăн ертӳçи Нина Николаевна каласа панă тăрăх, ачасем тăма хăйсемех суйланă, хĕрлĕ тăма Хурата çырминчен илнĕ пулсан, шурришĕн Сиктĕрменех çитнĕ. Кайран пĕтĕм технологие пăхăнса тĕрлĕ пуканесем ăсталанă, сăрласа илемлетнĕ. Ачасен ĕçĕсене тĕрлĕ курава илсе кайнă, конкурссенче те çĕнтернĕ. Тата хăнасене мĕн чухлĕ парнелемен-ши? Хăш-пĕр пуканесем шкулта халĕ те упранаççĕ. Нина Николаевна çак кружока, тен, пĕчĕккисемпе те йĕркелĕ-ха. Чăн та, кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе çăмăлах пулмĕ.
Н.Курзаевăсăр пуçне кунта тата икĕ учительница Н.Миндрюкова, Л.Яганева ачасене пуçламăш пĕлӳ параççĕ. Пĕлӳ никĕсĕ çирĕп пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ вĕсем. Çавна кура ачасенчен чылайăшĕ Сиктĕрмери вăтам шкулта та «4», «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерсен вара Хурата шкулĕн учителĕсем те савăнаççĕ.
Нумай çул çак шкулта ачасене чăвашла вĕрентменнипе кунта тăван чĕлхе калаçу шайĕнче кăна. Литература чĕлхи аслисемшĕн те уçман çерем пулнăран хуратасем вырăсланса пыраççĕ. Юрать-ха, кăçалтан пуçламăш шкулта тăван чĕлхене вĕрентме тытăннă. Анчах кунта та йывăрлăхсăр мар-мĕн. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çакна ырламасть иккен. Кунсăр пуçне тата кирлĕ кĕнекесем те çителĕксĕр.
– Тин çеç вĕçленнĕ вĕренӳ çулĕнчен ачасене эрнере тăватă сехет чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнтăмăр. Çăмăлах мар пире, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхин вĕрентӳ кĕнекисем çук. Сиктĕрмерен, Пăрнайĕнчен кӳнĕ кивĕ кĕнекесемпе кăна вĕренткелетпĕр,– пĕлтерет Нина Курзаева.
Мĕн, мĕн те, Хурата шкулĕн улма-çырла пахчине Элкел районĕнче çитекенни çук. Пахчара 24 тĕп улма йывăççи, 10 тĕп чие, вун-вун тĕм йĕплĕ, хура хурлăхан. Улма-çырла тĕмĕсене лартаканĕ те Нина Николаевна Курзаевах иккен. Ун чухне вăл ачасене вĕрентнĕ хушăрах шкул çумĕнчи пахчан заведующийĕн ĕçне те илсе пынă-мĕн. Унтанпа пахча чăн-чăн садах çаврăннă.
Улма-çырласăр пуçне унта тата тĕрлĕ пахча çимĕç те ӳсет: сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, купăста… Шкул кашни çул пуян тухăç илет. Хĕлле валли тĕрлĕ варени, компот тавраш, салатсем тата ыттине те çителĕклех хатĕрлеççĕ вĕсем. Ытлашшине вара сутса шкул валли укçа тăваççĕ, выльăх валли фуражпа улăштараççĕ. Ахальтен мар-çке çак шкулăн пахчи районта çуллен иртекен конкурсра малти вырăнта.
Шкулăн тата выльăх-чĕрлĕхĕ те пур: ĕне, икĕ сысна. Вĕсене шкул ĕçченĕсем пăхаççĕ. Выльăх сутса та усă курма тăрăшать шкул. Халĕ те акă сысна ашне сутса DVD, телевизор, караоке илме хатĕрленеççĕ. Ытти йăлтах, çав шутра компьютер та, пур вĕсен.
Хăй вăхăтĕнче шкулшăн нумай тăрăшнă, кунта 50 çула яхăн ырми-канми ĕçленĕ педагог-ветерана Александр Матвеевич Линеева та манмаççĕ хуратасем. Çĕнĕлле ĕçлекен шкулăн ятне Александр Матвеевич чухнехи пекех çӳлте тытма тăрăшаççĕ.
 
: 1524, Хаçат: 26 (704), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: