Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Çемье çулталăкĕ Тутарстанра ăнчĕ – сахал мар ĕç пурнăçларăмăр,– çапла пĕлтернĕ ТР Президенчĕ М.Шаймиев ноябрĕн 28-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче Ыр кăмăллăх ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен республика канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Çемье çулталăкĕн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсене тата уйрăм категорири çемьесене социаллă хушма пулăшу парас ыйтăва та пăхса тухнă.
Лару пуçланас умĕн Минтимер Шариповичпа çамрăксен «Мы» юхăмĕн хастарĕсем тĕл пулнă. Вĕсем ыр кăмăллăх проекчĕсене мĕнле хутшăннине каласа панă хыççăн Президента çуллахи слетра ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк парнеленĕ.
Çавăн пекех хола çакнă «Тутарстан – ырă ĕçсен территорийĕ» пысăк карттăпа та паллашнă республика ертӳçи. ТР Президенчĕн социаллă ыйтăвĕсем енĕпе патшалăх советникĕ Татьяна Ларионова каланă тăрăх, республикăри муниципаллă йĕркеленӳсенчи пĕтĕм категорири çемьесем çинчен статистикăна вырнаçтарнă иккен. Тĕслĕхрен, Тутарстанра нумай ачаллисем – 20721, тулли мар çемьесем – 68991, ача усрава илнĕ çемьесем – 1795, çамрăк çемьесем – 57562, инвалид-ача пуррисем –13442. Çаплах унта 2008 çулта «Чунран – чун валли» девизпа иртнĕ тĕп акцисен кăтартăвĕсене те вырнаçтарнă. Сăмахран, «Шкула пуçтарăнма пулăш» акцире 14053 ачана пулăшнă, «Юн парнелесе пурнăç парнелетĕн» акцире 19470 донор хутшăннă, «Амăш мухтавĕ» акцире 11997 хĕрарăма пулăшу панă.
«Питĕ меллĕ те курăнмалли картта, кунти цифрăсем шухăша яраççĕ»,– хак панă ăна каярах Минтимер Шарипович.
– Юлашки çулсенче эпир ыр кăмăллăха ячĕшĕн кăна ирттерессине пĕтертĕмĕр, ку – чи пĕлтерĕшли, апла-тăк эпир хамăра çĕнтертĕмĕр тата яваплăрах пулăпăр. Халăх ыр кăмăллăх акцийĕсенчен хĕрринче юлмарĕ, пĕрле пуçтарăнса кам мĕнпе пултарнă таран пулăшма тăрăшрĕ. Ку малалла та çапла пултăрччĕ. Ырă тусан хамăр та тасарах пулатпăр,– тенĕ Президент ларăва пуçланă май.
Минтимер Шарипович пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче ку сферăра чăн та, сахал мар ĕç пурнăçланă: тăлăх ачасене усрав çемьесене вырнаçтарас, ача çурчĕсен выпускникĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтерес ыйтусене татса панă, тăлăхсене аслă, вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче тӳлевсĕр вĕрентес енĕпе пирвайхи ĕçсене пурнăçланă.
Президент çаплах республикăра ача çураласлăх ӳснине те палăртнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 2008 çулăн юлашки 10 уйăхĕнче кăна Тутарстанра 33 пин ача çуралнă.
ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ А. Шафигуллин республикăра иртсе пыракан Çемье çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă май, çемьен ырă енĕсене пропагандăлассинче массăлла хыпар хатĕрĕсен вырăнĕ пысăк пулнине пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, вĕсем пулăшнипе «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци халăх хушшинче анлă сарăлнă. Ун сăмахĕсем тăрăх, çемьесене тĕрлĕ программăпа уйăрнă патшалăх пулăшăвĕ Тутарстанра 9 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çемьесене пурĕ 20 тĕрлĕ социаллă пулăшу параççĕ. Хальхи вăхăтра тепĕр 3 программа (ача ӳстерекен ĕçлеймен инвалид ашшĕ-амăшĕсем; инвалид ачасем пур тулли мар çемьесем; тупăшĕ пурăнмалли минимумран пĕчĕк, аслă шкулсенче вĕренекенĕсем пур нумай ачаллă çемьесем енĕпе) хатĕрлеççĕ.
– Кризис вăхăтĕнче тимлĕхĕн хакĕ тата пысăкрах, мĕншĕн тесен çак лару-тăрура пуç усманни темрен те хаклă. Кризис хыççăн пурнăç малалла тăсăлать. Ыр кăмăллăх проекчĕсене хутшăнакансене пурне те тав,– тесе пĕлтернĕ ТР Президенчĕ.
 
: 1314, Хаçат: 49 (779), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: