Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНĂН Раççейри полномочиллĕ представителĕ Н.Мириханов çак кунсенче Португалин Мускаври Посольствинче Португалин инвестиципе тулашри суту-илӳ агентствин президенчĕпе Базилио Ортăпа тĕл пулнă. Ют çĕршыв хăни малашне Тутарстанпа суту-илӳпе экономика хутшăнăвĕсене йĕркелесшĕн-мĕн. Вĕсене «Алабуга» экономика зонинче автомобиль деталĕсене кăларакан производствăна хута ярасси тата ытти ыйтусем интереслентереççĕ. Çавăнпа та Орта тĕплĕнрех паллашас шутпа Тутарстанпа Португалие ĕçлĕ визитсем йĕркелеме сĕннĕ.
ХУСАНТА 2009 çулăн февраль уйăхĕнче «Что? Где? Когда?» вăййăн IX чемпионатне ирттерес сĕнӳпе «Что? Где? Когда?» клубсен халăхсен хушшинчи ассоциацийĕн президенчĕ Александр Друзь Хусан мэрине çыру хатĕрленĕ. Енчен те унăн ыйтăвне Хусан татса парать пулсан Раççей чемпионачĕ «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче февралĕн 23-25-мĕшĕсенче иртмелле. Унта Раççейри 40 регионăн чи вăйлă 65 команди тупăшĕ.
НУРЛАТ. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче район ертӳçин çумĕ Ю.Терентьев тата финанспа бюджет палатин пуçлăхĕ А.Рассихин районти мĕнпур бюджет организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле 2009 çулăн бюджет проектне пăхса тухнă. А.Рассихин проектри тупăшпа тăкак пайĕсемпе паллаштарнă. Унта çитес çулта муниципаллă сферăри ĕçченсен ĕç укçине ӳстересси пирки те палăртнă-мĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, кризиса пула районта йывăрлăхсем сахал мар пулĕç, анчах çакна пăхмасăр бюджетăн кашни пункчĕ пурнăçланмалли çинчен каланă.
ПĔКĔЛМЕРЕ «Миг удачи» пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕр сцена çинче пурĕ 40 çын хăйĕн пултарулăхне кăтартнă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 100-тен те иртнĕ. Конкурсантсене ӳсĕм çулĕпе пайламан, пултарулăха çулпа хакламаççĕ-çке. Çавăнпа унта хутшăнакансенчен чи çамрăкки – 6, чи ватти – 82 çулта пулнă. Çапах та жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, физикăпа математика лицейĕнче вĕренекен Илья Шабалина никам та çитеймен, вăл чи пысăк балл пуçтарса пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерӳçе дипломпа тата укçан премипе чысланă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ шалти ĕçсен уйрăмĕн прапорщикĕ Александр Смелый ветерансен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе Шакилон (Итали) хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл 32 килограмшар таякан икĕ кире пуканне 106 хут йăтнă.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ район каччисем Тинĕс-çар флотне килĕштерни ахальтен мар, «Самум» çар карапĕ вĕсене тахçанах шефа илнĕ. Çавăнпа унта хĕсметре çĕнĕшуçăмсем те тăраççĕ. Халĕ те акă хĕсмет службине вĕçлекен каччăсене çак кунсенче тепĕр ултă призывник-ентеш улăштарать. Вĕсене халалласа Çĕнĕ Шуçăм вăтам шкулĕнче хаваслă каç ирттернĕ.
 
: 1264, Хаçат: 49 (779), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: