Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Тутарстан Республикинчи уявсемпе паллă кунсем çинчен» закон тата ТР Президенчĕн «2008 çулта Курбан-Байрам уявне ирттересси пирки» Указĕ тăрăх кăçал çак уяв уйăх календарĕпе килĕшӳллĕн декабрĕн 8-мĕшĕ тĕлне лекет. Çак кун республикăра канмалли кун пулать.
ТР Тĕп суйлав комиссийĕ ТР Патшалăх Канашĕн IV созыв депутачĕсене суйласси пирки лару ирттерчĕ. Комисси членĕсем суйлава хатĕрленессипе ирттерессин тĕп мероприятийĕсен календарьне палăртса ТР Тĕп суйлав комиссийĕ (ТСК) çумĕнчи Тĕрĕслевпе ревизи службин ĕç планне, ТСКан протокол формипе пĕтĕмĕшле таблицине çирĕплетрĕç. Суйлав бюллетенĕсемпе сасăланине кăтартакан удостоверенисене хатĕрлессине те тĕплĕн пăхса тухнă. ТР Патшалăх Канашне депутатсене суйланă чухне кашни граждан аллине икĕ бюллетень лекет. Пĕрремĕшĕ çинче пĕр мандатлă суйлав округĕнче регистрациленнĕ депутатсемпе, иккĕмĕшĕ республикăн пĕрлехи суйлав округĕнче суйлав иртмелли политика партийĕсем тăратнă кандидатсемпе паллаштарать. Бюллетеньсем тутар тата вырăс чĕлхипе çырнисем пулаççĕ.
Çĕнĕ çултан халăха ăшăпа тата электроэнергипе тивĕçтересси 25 процента ӳсет. РФ Тарифсемпе ĕçлекен служби пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулта 1 кВт/с 2,03 – 2,07 тенкĕ пулать, Тутарстанра – 2,04 тенкĕ (2008 çулта вăл 1,63 тенкĕпе танлашнă). Электростанцисем паракан ăшăшăн 1 Гкал 384 тенкĕ пулать. Тутарстан Республикинче газ хакĕ пĕр кубла метршăн 2,3 тенкĕ, июльтен 2,58 тенкĕ пулĕ.
Декабрĕн 3-мĕшĕнче Бакура культура министерствисен «Культурăсен хушшинчи калаçу – Европăпа кӳршĕллĕ регионсен аталанăвĕпе тăнăçлăхĕн никĕсĕ» конференцире ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин Азербайджан Республикин Президенчĕпе Ильхам Алиевпа тĕл пулчĕ. Вĕсем икĕ республика хушшинчи культура хутшăнăвĕсене çирĕплетесси, Тутарстанри азербайджансен диаспорин проблемисем, малашне парламентсем хушшинчи çыхăнăва сарса аталантарасси пирки калаçрĕç. Юлашкинчен Ф.Мухаметшин И.Алиева йĕкĕреш мăнуксем çуралнă ятпа саламласа сувенирсем парнелерĕ.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Премьер-министрĕ В.В.Путин тӳрĕ эфирта Раççей халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Ыйтусем ытларах паянхи лару-тăрупа, кризиспа, сахал ĕç укçипе тата ытти социаллă ыйтусемпе çыхăннă. Тутарстанран та нумай пулчĕç вĕсем. Çавсенчен пĕри Ешĕлвар районĕнчи «Майский» совхоз ĕçченĕсенчен: «Хамăр туса илекен продукцисем лавкка сентрисем çине йывăрпа çитеççĕ, çавна май ют çĕршыв продукцине чакарма çук-ши?»
В.В.Путин: «Эсир еплерех условисенче ĕçленине пăхсан, сирĕн предприятие айван теме çук. Эпир импорт шайне чакарма яланах тăрăшатпăр, анчах хамăр туса илекен продукци кăна пысăк хуласенче пурăнакансене çитмест. Тухăç пуçтарнă вăхăтра импорт шайне тата та чакаратпăр. Енчен те сирĕн предприятишĕн ку та çителĕксĕр пулсан паянах ятарлă ведомствăсем кирлĕ мерăсем йышăнĕç».
Анат Камăра пурăнакан Владимир Аппаков фермерăн АПКпа çыхăннă ыйтăвĕ çине хуравласа Премьер-министр ял хуçалăх продукцийĕсене илме Правительство уйăрнă 30 миллиард тенке кирлĕ пулсан ӳстерме те пулать тенĕ. Çитес çулта ял хуçалăхне финанслассине икĕ хут ӳстернине те асăннă.
 
: 1043, Хаçат: 49 (779)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: