«Пĕрле ылтăн туйччен пурăнмалла пултăр!» – тесе пехиллеççĕ ваттисем çемье çавăракан хĕрпе каччăна. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешекен кашни çамрăк мăшăрах ватăлса виличчен пĕрле пурăнма ĕмĕтленет. Анчах та пурнăç вăл – кăткăс япала. Юратсах пĕрлешсен те уйрăлакансем те сахал мар: те хальхи çамрăк ăрăвăн чăтăмлăх тени çителĕксĕр, те пĕрлешиччен лайăх шухăшласа пăхмаççĕ... Ылтăн туйччен мар, вунă çул та пурăнаймасть хăшĕ-пĕри.
Аксу районĕнчи Емелькинăра пурăнакан Çумкка пиччепе Маруç аппа Елисеевсем çур ĕмĕр каялла пĕрлешнĕ чух ылтăн туйччен пĕрле пурăнма ĕмĕтленнĕ-ши? Темĕн, çамрăк чух ватлăх пирки питех шухăшлас килмест-çке. 24 çулти каччă кӳршĕ Çĕньял ялĕнчи 19-ти пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла пикене курнă та... пуçне çухатнă. Маруç та Емелькино каччин илемне ытарайман. Çапла вара пĕр-пĕринсĕр пурăнайман Çумккапа Маруç 1958 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Ун чухнехи çăмăл мар саманара хăпăл-хапăлах уйрăм çурт туса лартма май пулман, çамрăк çемье тăхăр çул упăшкин ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăннă. «Пысăках мар çуртра темиçе çемье пурăнаттăмăр», – аса илет халь Маруç аппа.
Шел пулин те, çамрăк мăшăрăн пĕрремĕш ачи пĕчĕклех чирлесе вилет. Пĕчĕк хĕрĕшĕн мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши çамрăк ашшĕпе амăшĕ? Тавах Турра, ун хыççăн çут тĕнчене килнĕ пилĕк ачи сывă та тĕрĕс-тĕкелех ӳссе çитĕннĕ. Альбина, Любовь, Валентина, Надежда тата Федор ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен те ырă кăмăллă. Паян вĕсем кашни хăйсен çемйипе пурăнаççĕ пулин те, ачисем килессе чӳречерен тĕмсĕлсе пăхса кĕтекен ашшĕпе амăшне манмаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ. Мăнукĕсем те кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнчен тухма пĕлмеççĕ.
Нимле ĕç тума та ӳркенменскерсем колхоз ĕçĕнчен юлман Елисеевсем. Мария Петровна нумай çул хушши кролик ферминче, унтан шкулта техничкăра тăрăшнă. Яков (Çумкка пичче паспорт çинче шăпах çапла çырăнать) Моисеевича ял халăхĕ ăста платник пек пĕлет. Колхоз валли мĕн чухлĕ хуралтă, ял-йыш валли мĕн чухлĕ çурт туман-ши вăл? Пуртă-пăчкă ун аллисенче вылянса çеç тăраççĕ.
Иртнĕ эрнекун Елисеевсен ачи-пăчи, йышлă тăванĕсем, кӳршĕ-арши кĕрекене пуçтарăнса Мария Петровнăпа Яков Моисеевича ылтăн туйпа саламларĕç. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунчĕç. Хисеплĕ Çумкка пиччепе Маруç аппа, сирĕн пĕрле пурăнма пуçлани 60 тата 70 çул çитнине те уявламалла пултăр!