Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕршывра çулсерен 18-30-ти 30 пин çыннăн пурнăçĕ татăлать. Ку çухату вăрçăпа та, çул-йĕр çинчи инкекпе те çыхăнман. Пачах урăхла – укçалла туяннă. Миллионшар тенкĕ тупăш паракан наркобизнес юлашки вăхăтра Раççей территорийĕнче те «чечекленни» самай шухăша ярать. Раççей наркомансен шучĕпе Евросоюзри мĕнпур çĕршывран ирттерет-мĕн. Шел те, ООН эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчери мĕнпур наркотиксен законсăр çаврăнăшĕн 15-20 процентне кăна чарма пулать.
Тĕнчери йĕрке хуралçисен наркопреступниксене тытмалли мелĕсем кашнин тĕрлĕрен пулсан, туртса илнĕ наркотиксене тĕп тумалли мел пĕр – çунтарасси. Наркотиксен законсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен Тутарстанри служба та акă 860 килограмм марихуанăна, 100 килограма яхăн гашиша декабрĕн 3-мĕшĕнче Хусанти «Теплоконтроль» предприятин кăмакине пăрахрĕ. Çав кун кĕлленнĕ тоннăна яхăн наркотик Тутарстанри йĕрке хуралçисем туртса илнĕ мĕнпур наркотикăн пĕр пайĕ кăна, урăхла каласан, вĕсем уçнă пĕр преступлени (Казахстанран наркотик кӳрсе тăнă преступниксен ушкăнне тытнă) çеç.
Уголовнăй шыравăн Тутарстанри управленийĕн 4 номерлĕ оперативла шырав чаçĕн пуçлăхĕ В.Красильников каланă тăрăх, 2008 çулта республикăра пĕтĕмпе 3743 наркопреступление шута илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 34 процент нумайрах. Январь-октябрь уйăхĕсенче кăна наркотик салатнă 2207 факта асăрхаса 136 килограмм наркотикла тата психотропла япаласем туртса илнĕ.
Паллах, наркобизнеспа уйрăм çын мар, чылай ушкăн аппаланать. Тутарстанри йĕрке хуралçисем наркотик кӳрекен 12 канала (вĕсенчен 8-шĕ ют çĕршывран) хупнă. Тĕслĕхрен, республикăна Нидерланды çĕршывĕнчен Эстони урлă наркотиксем кӳрсе тăнă преступниксен ушкăнне кăçал май уйăхĕнче тытса чарнă. 7 çынна арестленĕ, гашиш, марихуанăпа кокаинсăр пуçне тата 30 килограмм ытла синтетикăлла наркотик тупнă. Кун йышши наркотика çакăн пек калăпăшпа туртса илни хальччен Раççейре те пулман-мĕн.
Анчах шел, республикăри наркотиксен законсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен служба оперативлă ĕçленине пăхмасăр, наркобизнес унчченхи вăйпах аталанать. Валерий Владимирович каланă тăрăх, Тутарстана тĕрлĕ каналпа яланхи пекех ытларах марихуанăпа героин кӳреççĕ, анчах юлашки вăхăтра синтетикăлла наркотиксем те палăраççĕ. Иртнĕ эрнере кăна милици сотрудникĕсем 0,5 килограмм çакăн йышши наркотик туртса илнĕ. Наркотикăн экзотикăлла тĕсĕсем те пур иккен, тĕслĕхрен, нумай пулмасть, ноябрĕн 26-мĕшĕнче милици сотрудникĕсем Хусанта наркотикла ӳсен-тăрансене (марихуанăпа псилоцинла кăмпа) ĕрчетекен вăрттăн лабораторие асăрханă. Ăна 1982 çулта çуралнă Хусан çынни хăй хваттерĕнчех йĕркеленĕ иккен.
– Кун пек кăмпана эпир 2005 çулта вăрăм çула çӳрекен водительсенчен туртса илнĕренпе урăх курманччĕ. Кăçал акă тепĕр факт палăрчĕ. Пĕр япала кăна савăнтарать: пирĕн тăрăхра кун пек кăмпа ӳсмест, – пĕлтерчĕ В.Красильников.
Палăртса хăварар, наркотикла ӳсен-тăрансене ӳстернĕ тĕслĕхсем республикăра сахал мар. Кăçал июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен иртнĕ «Мăкăнь» операцире кăна 14 факт тупса палăртнă, 185 вырăнта ӳсекен наркотикла ӳсен-тăрана тĕп тунă. Алексеевски районĕнчи пĕр вăрман уçланкинче 300 тăваткал метр кантăр акнă тĕслĕх те палăрнă.
Çулсерен наркотика пула миçе çын вилнине тата наркобизнес мĕнле хăвăртлăхпа аталаннине кура, Тутарстанри ШĔМ сотрудникĕсем наркотика хирĕç профилатика ирттересси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунсăр пуçне нормативлă актсем хатĕрлеме хутшăнаççĕ, кăçал тата пысăк ĕç пурнăçланă, тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсемпе пĕрле «Наркоманин профилактики çинчен» ТР закон проектне хатĕрленĕ.
 
: 2179, Хаçат: 50 (780), Категори: Этем тата закон

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: