Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрӳ тапхăр иртсе кайнă, халĕ канма та юрать пек. Анчах ял хуçалăхĕнче нихăçан та лăпланса, ĕçе манса пурăнма çук. Фермăра пĕр кун кăна тислĕк кăлармасан е выльăхсем валли апат кĕртмесен, çиллисем карăнса кайнă, сăвăнман ĕнесене куç умне кăларма та йывăр. Ферма та пысăк завод евĕрех, йăлтах пĕр-пĕрин ĕçĕнчен килет. Çавăнпа та кунта шанчăклă, ӳркенмен çынсем кăна вăй хума пултараççĕ.
Пăва муниципаллă районĕнчи «Нива» агрофирмăна кĕрекен «Память Ленина» ял хуçалăх предприятийĕн ĕне ферми аслă çул хĕрринче вырнаçнă. Ĕлĕкренех пыракан йăлапа ирхине те, каçхине те пиллĕкмĕш çурринче сĕт сăвакан машинăсем кĕрлесе хускалнă сасă таврана янратать. Ирхине кам-тăр çав вăхăтра тутлă ыйхăпа çывăрать пулсан, фермăра ĕçлекенсем тахçан ура çинче. Дояркăсем ĕнесен айĕсене хырса, вараланнă выльăхсен çиллисене çуса тасатма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Ĕнесен шучĕ çак фермăра пурĕ 602 пуç, вĕсенчен 300-шĕ сăваканнисем, 78-шĕ пушмак пăрусем, 156-шĕ ултă уйăха çитмен пăрусем. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра вăтамран 14,8 литр сĕт суса илеççĕ. Халăхра каланă пек: «Пĕрре пăруланă ĕнен сĕчĕ сахал пулать», – тенипе килĕшмеççĕ кунта. Пĕрре пăруланă ĕнесенчен те Лидия Баландаевăпа Ирина Кузьмина дояркăсем кашнинчен тенĕ пек 17-18 литр сĕт суса илеççĕ. Тынасем çапла сĕтлĕ пулни селекционер ĕçĕнчен те килет. Фермăри селекционер – зоотехник Альфинур Гайнуллова çак ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Лайăх пăрушсене ăратлă вăкăрсемпе пĕрлештерме тăрăшать. Искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен специалистăн Ирина Дубован пайĕ те пысăк çак ĕçре. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 300 ĕне пуçне 291 пăру, çулталăк вĕçлениччен пĕр ĕне пуçне пĕр пăру кăна илмĕ-ха çак тăрăшуллă чăваш хĕрарăмĕ.
Мĕн пытарасси пур, дояркăсен уринчен хĕлĕн-çăвĕн резина атă каймасть. Пысăк стажлă ĕçлекенсем йышлă пулни тĕлĕнтерет. Вера Васильева, Замиле Шайхаттарова, Галина Никонорова чылай çул тăрăшаççĕ кунта.
Пурте пĕлетпĕр, пăрăва тĕрĕс-тĕкел алла илсен малтанхи вăхăтра пĕчĕк ачана пăхнă евĕрех пăхмалла. Вăл пĕчĕк, вăйсăр, имшер пулать. Çавăнпа та вĕсене пăру пăхакан Надежда Андреева 20 кун ĕмкĕчпе сĕт ĕмтерет. Чăн йывăрри çав 20 кун иртсен тытăнать иккен, пăрусен те талай (характер) теекен япала пур иккен. Хăшĕ-пĕри ниепле те витререн ĕçесшĕн мар. Пӳрнепе улталасшăн пулса темиçе те тарăн шăл йĕрĕ хăварнă ĕнтĕ Надьăн алли çинче çав пăрусем. Апла пулсан та, талăкра вăтамран 560 грамм ӳт илеççĕ унăн ушкăнĕнчи пăрушкасем.
Виçĕ уйăх иртсен, пăрусене Елена Каргина хăй хӳттине илет. Ӳсме пуçланă пăрусем халĕ тĕрлĕ апат çиеççĕ ĕнтĕ. Выльăхсен рационĕ пуян пултăр тесе «Память Ленина» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ильдус Фахрутдинов тăрăшать. «Пĕр ĕне пуçне 14 апат единици апат тухать. Халĕ, кĕркунне, апат янтă. Çуллачченех çапла пулмалла», – тет вăл. Елена Каргина пăрăвĕсем те талăкра 750 грамм ӳсеççĕ. Нумай çул ĕçлекен ветеринари врачĕ Елена Емельянова пăрусен сывлăхне тĕрĕслесе, вăхăтлă вакцинацилесе, тĕрлĕ витаминсем ĕçтерсе тăрать. Надежда Андреевăпа Елена Каргина кӳршĕлле пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те Тинкеш ялĕн хĕрĕсем пулнăскерсем питĕ тăрăшуллă, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ертӳçĕсем те вĕсен ĕçĕсене мухтаççĕ.
«Ĕçлем» тесе тытăнсан пĕтĕм ĕç йывăр. Фермăра ĕç çурма механизациленнĕ, нумайăшне пурпĕр алă вĕççĕн ĕçлемелле. Дояркăсем «Майга» сăвакан аппаратпа усă кураççĕ. Суса илнĕ сĕте йăтса кайса савăта яраççĕ. Икĕ «Делаваль» холодильник пулсан та, çак ют çĕршывра тухакан сăвакан установкăсене лартма май çук, çĕнĕ витесем кирлĕ.
Чăн йывăр ĕçĕ яланхи пек арçынсем хăйсем çине илнĕ, кусем лавçăсем: Николай Кузьмин, Фарид Сагдеев, Леонид Илюшин, Петр Власов. Кунĕпе вĕсем жом, силос, сенаж, улăм, фураж, утă, патока кĕртеççĕ. Витери тирпейлĕхе тытакансем – ТСН-3Б, ТСН-3А транспортерсемпе тислĕк кăларакансем – Владислав Григорьевпа Константин Захаров.
Ĕçлекенсене автобуспа пулмасан та Вячеслав Никитин МТЗ-80 тракторпа илсе çӳрет. Хаклă вăхăта перекетлеме пулăшать ĕнтĕ çак, мĕншĕн тесен килсене таврăнсан хĕрарăмсене килте те чылай ĕç кĕтсе тăрать.
Суса илнĕ 3300-3400 тонна сĕте куллен Ульяновск облаçĕнчен ятарлă машинăпа килсе туянса каяççĕ. Çакă халăха чĕрĕ укçа кĕртет. Хуçалăхра ĕне – çур пурнăç тесе ахаль каламан халăхра. Холодильникре 4 градус таран сивĕннĕ сĕте лаборантка-учетчица Зуфария Замалетдинова тĕрĕслесе ăсатать.
Чун уççи – ĕне сĕчĕн хăймалăхĕ 3,8 процент.
Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе, сăвăма ӳстерсе тата ĕнесен шутне чакармасăр упраса хăварма тăрăшаççĕ ферма заведующийĕ А.В.Паневпа хуçалăх ертӳçи Е.А.Краснов. Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ пур çĕре те çитет. Районти нумай ялсенче хĕл вăхăтне машина-трактор паркĕсене хупрĕç, ял çыннисен ĕç вырăнĕсем те чакрĕç.
«Память Ленина» ял хуçалăх предприятийĕн ертӳçи хăйĕн пуян опычĕпе тата пултарулăхĕпе усă курса ĕçлекенсене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Паянхи пурнăçăн тăкăслăхне, кăткăслăхне çухатусемсĕр ирттерсе ярасшăн. Çирĕп те пĕрлешӳллĕ коллективсемшĕн çак саманан хирĕçӳллĕ аталанăвĕсем хăрушă пулмасса шанас килет.
 
: 1430, Хаçат: 50 (780), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: