Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛТĂ ПИН ЯШ САЛТАКА КАЯТЬ
Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Тутарстан çара унчченхипе танлаштарсан 1,6 хут ытларах, урăхла каласан 6 пин, салтак ăсатать. ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин каланă тăрăх, хальхинче те тин вун саккăр тултарнисене мар, халиччен çара кайман аслăрах çулсенчи çамрăксене ытларах çара ăсатасшăн.
2008 – 2009 çулсенче республикăра 4975 призывника 13 çарпа учет специальноçĕпе хатĕрлеме тĕллев лартнă (танлаштарма: 2007 çулта çак специальноçсене салтака каякан 2627 çамрăк алла илнĕ). Вĕсенчен нумайăшĕ, 3740 çын, «С» категориллĕ водитель удостоверенийĕ те илĕ.
Çарпа патриотла ĕçе çĕнетес, аталантарас тесе республикăра юлашки çулсенче шкулсемпе профлицейсенче кадет пĕлĕвĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакăн валли ятарлă программа та йышăннă. Пĕлтĕр Тутарстанра 4 кадет шкулĕ ĕçленĕ пулсан, халĕ 12 шкул-интернатра 1245 ача вĕренет. Кунсăр пуçне вĕрентӳ учрежденийĕсенчи 173 кадет класĕнче 4570 ача ăс пухать.
ТР Правительстви муниципаллă районсемпе хула округĕсен Ĕçтăвкомĕсене çар комиссариачĕсемпе пĕрле Призывник кунĕсем ирттерме, салтака каякансене чыслăн ăсатма хушнă. «Çак мероприятисем çамрăксене воспитани паччăр, вĕсенче çара каяс туртăм вăйлантăр», – тет Сергей Погодин.
 
КОНЬКИПЕ ЯРĂНАКАНСЕН ФЕДЕРАЦИЙĔ
Çак кунсенче Тутарстанра «ТР конькипе эрешлесе ярăнакансен федерацийĕ» регионти коммерциллĕ мар организаци йĕркеленет. Халь федерацин учредитель докуменчĕсене республика влаçĕсем пăхса тухса çирĕплетеççĕ. Çĕнĕ организацие унччен пăр çинче ташлас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, ТАССР сборнăйĕн членĕ 49 çулти Ильдус Измайлов ертсе пыма пуçлать.
Федерацин Президиумне 11 çын кĕмелле. Пур документсене те йĕркене кĕртсе пĕтерсенех ТР Конькипе эрешлесе ярăнакансен федерацийĕн Президиумĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртмелле. Унта республикăри Пăр керменĕсен ертӳçисем, спорт аталанăвĕпе ĕçлекен ытти çынсем хутшăнĕç, çивĕч ыйтусене сӳтсе явĕç. Федераци Тутарстанра конькипе эрешлесе ярăнассине аталантарас программăна та йышăнма планлать.
 
УСĂЛЛĂ КАНИКУЛ
Шкул ачисемшĕн савăнăç – кĕрхи каникул çитрĕ. Çырчаллинчи вĕренекенсем ăна усăсăр ирттересшĕн мар пулас. Каникул вăхăтĕнче хулара шкул çумĕнчи лагерьсем тата профильлĕ отрядсем ĕçлĕç. «Росинка» сиплев комплексĕнче ноябрĕн 3-10-мĕшĕсенче «Патриот» çарпа спорт лагерĕ ĕçлет. Унта аслă классенче вĕренекен 95 каччă çар хĕсмечĕн теорийĕпе паллашĕ, салтак пурнăçĕ мĕн иккенне хăй куçĕпе курĕ.
Каникула хулара ирттерекенсем валли вăйă программисемпе конкурссем йĕркелеççĕ. Картинăсен галерейипе Истори музейĕнче экскурсисем иртеççĕ. Санкт-Петербург, Хусан, Ижевск, Елабуга хулисене кайса куракансем те пур каникул вăхăтĕнче. Спорт мероприятийĕсене хутшăнма та май пур вĕренекенсен.
 
: 1178, Хаçат: 45 (775), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: