Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чураппан ешĕл тĕс ăшне путнă. Çак авалхи чăваш ялĕ кăнтăр-хĕвеланăç енче, Теччĕрен 45 çухрăмра вырнаçнă. Хăçан-тăр кĕрлесе тăракан чăваш ялĕнче паян пĕр килĕ урлă пушă çурт тесен те юрать. Пурăнма юрăхлă, тĕреклĕ пӳртсем тĕссĕрленнĕ, чӳречисем таран вĕлтĕрен, хупах, хыт-хура ăшне путса сая кайса лараççĕ вĕсем. Курăк ăшĕнче çӳрекен хур чĕпписен пуçĕсем çеç курăнаççĕ. Çисе тăраннă пăрусем канлĕн кавлесе выртаççĕ. Ялта шăп. Ăçта-тăр инçетре кăна циркулярка йынăшнă сасă илтĕнет – апла пулсан ял пурăнать-ха. Юсав ĕçĕсене ирттерни е çĕнĕ кил-çурт хăпартни кашни ялшăн савăнăçлă пулăм.
Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, библиотека, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать. Вăрçă шеллемен чураппансене: фронта тухса кайнă 120 çынран 17-шĕ çеç каялла таврăнайнă.
Авалхи
Ĕлĕк Чураппан ялĕ хальхи вырăнта пулман. Вăл лапра, Вырăс кӳлли леш енче, Ахтупан ялĕ çумĕнче вырнаçнă. Ахтупан пасарне каякан çул Чураппан ялĕ витĕр иртсе кайнă. Иртен-çӳренсем кунта пурăнакан халăха тарăхтарса çитернĕ: çуса хунă кĕпе-йĕме вăрланă, килĕ-çурчĕсене çаратнă тата ытти те. Çак мăшкăла тӳсеймесĕр чăвашсем çултан аяккарах сăрт çине килсе вырнаçаççĕ. Çакăн пек легенда каласа пачĕç пире вырăнтисем. Н.И.Ашмарин словарĕнче «чураппан» сăмаха çапла ăнлантарнă: «Чураппан – тĕне кĕмен чăваш ячĕ. Тăмпай ывăлĕ. Вăл çак яла пуçласа яракан шутланать».
Хăйсен ĕмĕрĕнче темĕн те курнă кунти халăх. Пуян Петруххасен икĕ хутлă çурт пулнине те астăвакансем пур. Вĕсен пĕтĕм пурлăхне, ĕç хатĕрĕсене колхоза илсе хăйсене тĕнчене кăларса янине халĕ те аса илсе калаçаççĕ. «Унта пирĕн ту çине улăхсан алăпа пĕлĕт тытма пулать», – тесе çырнă тет Петрухха ывăлĕсем каярахпа тăван вырăнĕсене, ял йышне тунсăхласа…
Хальхи
– Эпир ĕçленĕ вăхăтра пирĕн «Красный Череппанра» кăна çутă пурччĕ, ытти çĕрте çукчĕ, – каласа параççĕ 90-ран иртнĕ Лида Сергеевăпа Нина Аксакова. – Пысăк тухăçлă тыр-пул пухатчĕ колхоз. Халĕ ялти фермăна хупрĕç, инçе пулсан та Пăхăрçа ĕçе çӳреççĕ çамрăксем. Ĕç пулмасан çын пурăнаймасть, ял пĕтет. Автобус та кĕмест пирĕн пата, тухма-кĕме питĕ кансĕр, – калаçăва хутшăнаççĕ ыттисем. «Алга» ял хуçалăх кооперативĕн шутне кĕреççĕ халĕ Чураппан çĕрĕсем. Хуçалăхăн хирĕсем тирпейлĕ, акнă тырăсем ӳсеççĕ. Вăйĕ çитнĕ таран ялти пуçламăш шкула аш, сĕт, транспорт енĕпе пулăшать хуçалăх. Çакăн çинчен пире шкул директорĕ Татьяна Тимакова каласа пачĕ.
Вĕрентӳ
Пахчара ӳстернĕ çимĕçсем шкул столовăйĕнче ачасем валли апат пĕçерме çитсе пыраççĕ. Вĕренекенсем кунти шкулта çирĕм улттăн çеç. 1989 çулта унччен пуçламăш пулнă шкул çумне пристрой туса 8 çул вĕренмелли шкул уçаççĕ. Шкулта вĕренӳ пахалăхĕ 46 процент. Ачасем сахал пулсан та кунта компьютер класĕ уçнă, нумай пулмасть спутник антенни лартнă. Интернетпа çыхăнмалли майсем çăмăлланнă. Районти вĕрентӳ уйрăмĕпе çыхăну тытма ансат, çырусемпе пĕлтерӳсене электронлă почтăпа çеç яраççĕ.
Ял мăнаçлăхĕ
Çак ялтан паллă, пултаруллă çынсем нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри – Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, вăрçăра сапер пулнă Григорий Садовников. Вăл çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланнă. Ветеринари наукисен докторĕ Николай Барсуков, Парижри Сорбонна университетне пĕтернĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче арифметикăпа географи вĕрентнĕ Степан Акимов, Чăваш патшалăх театрĕн директорĕ пулнă вăхăтра артистсем хатĕрлекен студи уçнă Иван Васильев. Чураппансен мăнаçлăхĕ, пĕтĕм чăваш тĕнчи паллакан çын тухнă çак ялтан. Ирхине 6 сехет те 12 минутра «Шупашкар калаçать» тесе çĕнĕ кун пуçлать «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанин дикторĕ Надежда Неверова.
Шанăç
Ялăн мухтава тивĕç çыннисен йышĕ хушăнас шанăç та пур. Вăл – кăçал «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе аттестат илнĕ Юлия Алмазова. Районти математикăпа вырăс чĕлхи олимпиадисен çĕнтерӳçи. Республикăра 4-мĕш вырăн йышăннă.
Апла пулин те Чураппан ялĕпе çĕкленӳллĕ кăмăлпа уйрăлаймарăмăр. Шăтăк-путăклă çул пире люцерна ани патне илсе çитерчĕ. Ял çине тепĕр хут çаврăнса пăхас тесе машинăран тухрăмăр. Йĕри-тавра тĕлĕнсе каймалла илем. Ăшă çил люцерна чечекĕн ырă шăршине сапалать, сенкер тӳпере çунаттисене сарса ăмăрткайăк ярăнать. Паян çакăн пек пурăнать чăваш ялĕ. Ыран мĕн кĕтет-ши ăна?
 
: 2546, Хаçат: 26 (704), Категори: Çитмен çĕре çитрĕмĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:

© 2006–2014 Сувар. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.