Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лайăх калаçайманнисен шкул-интерначĕ Хусанта пуррине хăшĕ-пĕри пĕлмеççĕ те пуль тетĕп. Мĕншĕн тесен ку çуртăн алăкне катăк тута, тытăнчăклă калаçу тата ытти çакăн йышши диагнозпа тĕл пулнă çемьесем кăна уçаççĕ. Калаçăвĕ лайăх аталанайман çынсене обществăра мĕнлерех пулнине калама та кирлĕ мар-тăр, вĕсене кашниех ăнланмасть вĕт е ăнланма тăрăшмасть. Çапах та чирлĕ çынсен шутне кĕртни те, ман шутпа, тĕрĕсех мар. Кун пек ачасемпе ĕçлекен республикăри пĕртен-пĕр шкул-интерната килсен çакна лайăх туйса илетĕн. Мĕншĕн тесен вĕсем катăк та, чăлах та мар. Ытти ачасем пекех савăнаççĕ, выляççĕ-кулаççĕ. Вĕренĕвĕ кăна кăшт уйрăлса тăрать – сасăсене тĕрĕс калама хăнăхаççĕ. Тата кунта пĕрремĕш класран пуçласа 10-мĕш класа çити вĕренекенсем те, тăлăхсене шута илмесен, сайра.
Интернат ĕçченĕсем каланă тăрăх, кунта пурнăç пĕр юхăмпа шумасть, çуллен улшăнать: пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ. Пуян опытлă логопедсем тăрăшнипе калаçăвĕ лайăхланса ахаль шкула таврăнакансем йышлă. Кунта вăтам пĕлӳ илекенсем те кирлĕ професси суйласа хăйсен вырăнне тупаççĕ.
Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕн каччи Василий Ендеркин та акă çутă ĕмĕтпе пурăнать. Вăл машинăсене питĕ юратать иккен. Çавăнпа шкул пĕтерсен чăн-чăн арçын профессине алла илме ĕмĕтленет. Вăл автомеханик пуласшăн.
Василий интернат-шкулта тăваттăмĕш çул пурăнать. Атте-аннесĕр тăрса юлнă пулин те çак çут тĕнчере тăр пĕччен мар вăл. Аппăшĕсем Оксанăпа Альбина тата тетĕшĕ Павел питĕ юратаççĕ тăван шăллĕне. Ульяновск хулинче пурăнсан та час-часах килсе çӳреççĕ. Каникулсенче хăйсем патне илсе каяççĕ.
– Октябрĕн 30-мĕшĕнче тăвансем мана илме килеççĕ,– терĕ ача савăнăçне пытараймасăр. Çывăх çынсемсĕр аякра пурăнасси мĕн иккенне лайăх чухласан та çакăн çинчен питех калаçмасть Василий.
– Малтан мана кунта килĕшмерĕ, кайран хăнăхрăм. Пуринчен ытла спорт секцине, компьютер кружокне çӳреме юрататăп. Юлташсем нумай манăн. Ялта та, кунта та, Ульяновск хулинче те пур,– пуçа усмасть каччă.
– Василий пирĕн питĕ маттур каччă, тăрăшса вĕренет, аслисене итлет,– калаçăва хутшăнчĕ Р.Сункишева воспитатель те.
Хулаçырминче куç пек кĕтсе тăракан çывăх çыннисем çуккипе Василий ялта хутран-ситрен кăна пулкалать. Анчах унта кайма май килсен чунтан савăнать.
– Кăçал çуллахи каникулта кăна пултăм-ха, юлташсене пурне те куртăм,– савăнса пĕлтерет Василий.
Чунĕ тăван енне туртать пулин те Хулаçырми ялне таврăнма шутламасть В.Ендеркин.
– Кунтан вĕренсе тухсан аппасемпе тете патне Ульяновск хулине каятăп. Малалла вĕренсе автомеханик пулас килет манăн,– вăрттăнлăхне пĕлтерчĕ ентешĕмĕр. Мĕнлерех пулĕ Василийĕн малашнехи шăпи – кăна калаймăпăр, анчах чăн-чăн профессионал пуласса иккĕленместпĕр, мĕншĕн тесен вăл автомеханик пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленет-çке.
 
: 1353, Хаçат: 45 (775), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: