Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Автомобиле тутăхассинчен сыхламашкăн активлă тата пассивлă меслетсемпе усă курма пултаратăр. Пассивлă меслет – тимĕре атмосфера витĕмĕнчен сыхласси. Активлă меслет – ятарлă хатĕрсемпе усă курса тимĕр çийĕнче тутăхнипе кĕрешес сий тăвасси.
Пассивлă хатĕрсен шутне кузов тĕпне хӳтĕлемелли тĕрлĕ йышши мастикăсем кĕреççĕ, вĕсене битумран, каучукран е сухăртан тăваççĕ. Вĕсен çумне графит, çу хушаççĕ. Мастикăна автомобиль тĕпне хулăн сийпе сăрлаççĕ. Çакă кустăрмасем айĕнчен вĕçсе тухакан чул катăкĕсенчен сыхлать. Анчах та мастика пĕчĕк хушăксем ăшне кĕреймест, çавăнпа та унпа сăрличчен машинăна тутăхпа кĕрешмелли хутăшсемпе («Мовиль», НГМ-МЛ) сăрласан лайăх пулĕ.
Суту-илӳре пуринчен ытларах «Автоантикор эпоксидный для днища», «Автоантикор для днища резинобитумный», «Антикор битумный для днища», «Мастика битумная антикоррозионная», «Мастика сланцевая автомобильная МСА-2» мастикăсем сарăлнă. Пуринчен лайăхрах пĕрремĕш мастика («Автоантикор эпоксидный для днища») хӳтĕлет, анчах та унпа ĕçлеме çăмăлах мар. Çав вăхăтрах МСА-2 хутăшпа çăмăллăнах сăрлама пулать, анчах та вăл пĕрремĕшĕнчен 1,5... 2 хут япăхрах хӳтĕлет.
Анчах та пассивлă хӳтĕлев туни мастика сийĕ айĕнче шыв е вараланнă вырăнсем юлсан усăсăрах пулать. Ку чухне çиелтен пăхсан лайăх пек, анчах та препарат айĕнче кузов пурпĕрех тутăхать. Çавăнпа та мастикăсемпе мĕнпур требованисене туллин пăхăнса ĕçлемелле.
Тутăхнипе кĕрешмешкĕн усă куракан активлă препаратсенчен «Мовиль» хутăша асăнмалла.
«Мовиль» тимĕре сывлăшран тата нӳрĕкрен сыхлать кăна мар, вăл тутăхма пуçланă вырăнсене те активлă пĕтерме пуçлать. Вăл аванах юхать, çавăнпа та сăрланă тата сăрламан вырăнсенчен нӳрĕк юлашкисене кăларать. «Мовиль» кузовăн шалти пайĕсене хӳтĕлемешкĕн питĕ эффективлă хатĕр.
Унпа хăш чухне автомобиль тĕпне хӳтĕлемешкĕн те усă кураççĕ, ку чухне мастика сийне хырса илме те кирлĕ мар. Ку операцие специалистсем автомобиле консервацие лартнă чухне тумашкăн сĕнеççĕ. «Мовильпе» битумлă мастика хунă вырăна сăрлаççĕ пулсан, вăл ăна çиелтен те çирĕплетет, шала та сăрхăнса кĕрсе хӳтĕлет. Анчах та «Мовильпе» синтетикăлла мастикăсемпе пĕрле усă курмалла мар. Тата «Мовильпе» ĕçленĕ чухне вăл резина шлангсем тата чехолсем çине лекессинчен сыхланăр, вĕсене вăл юрăхсăра кăларма пултарать.
Ку тĕлĕшпе усă куракан ытти хӳтĕлев хатĕрĕсенчен «Глобо» графит шĕвеке, К-17, НГ-208, НГ-216-Б консерваци çăвĕсене, натри нитричĕн шĕвекне асăнмалла.
Енчен те эсир автомобиле çӳлерех асăннă шĕвексемпе хӳтĕлеме ĕлкĕреймерĕр-тĕк, вăл тутăхма пуçласан ку вырăнсене тутăха пĕтерекен ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле. Ку йышши преобразовательсене, тĕслĕхрен «Омега-1», ортофосфор кислотинчен тăваççĕ, вăл тутăхнă вырăнсене хытарса пĕтерет, ун çийĕнчен каярахпа сăрлама та юрать. Анчах та «Омега-1» юлнă вырăнсене каярахпа тĕплĕн сăтăрса тасатмалла, апла тумасан тимĕр детальсем тата хăвăртрах тутăхса пĕтме пултараççĕ.
Автомобильпе хĕлле те çӳретĕр пулсан çул çине сапса тухнă тăвартан хромланă детальсене сыхлама «Антикор» лакпа усă курма пултаратăр. Вăл сăрланă вырăнсене пленкăпа хупласа хурать. Ку йышши тепĕр препарат та пур – «Хромофикс».
Резина уплотнительсене те хĕллехи сивĕсенче çуркаланса пĕтесрен упрама пулать. Ку тĕлĕшпе тăтăшах «Суодис» ятарлă пастăпа усă курмалла. Ăна поролон тампон çине илмелле те çинçе сийпе сĕрмелле, пĕр талăк типĕтмелле. Ку паста резина детальсен тĕсне тавăрать. Паста пулмасан резина уплотнительсене глицеринпа йĕпетнĕ çемçе пир татăкĕпе сăтăрса илме сĕнеççĕ.
 
: 2456, Хаçат: 44 (774), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: