«Ытти ведомствăсемпе танлаштарсан, эпир ялан кĕрешӳре. Пирĕн тĕллев закона пăсакансене тытасси, тӳрре кăларасси, явап тыттарасси кăна мар, граждансене хӳтĕлесси те. Шел, çак принципа пăсса милици сотрудникĕсен таса ятне варалакан тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Йĕрке хуралçисен хушшинче коррупци, правăна пăснă фактсем палăрчĕç. Пытармастăп – намăс. Кам илнĕ вĕсене пирĕн ведомствăна?» – çапла пуçларĕ октябрĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ брифинга ТР шалти ĕçсен министрĕ А. Сафаров.
Асгат Ахметовичăн çакăн пек çирĕп калама сăлтавĕ те пурччĕ çав, мĕншĕн тесен темиçе милици сотрудникĕ нумаях пулмасть аллисене криминалпа варланă тĕслĕх паллă пулнă (икĕ предпринимателе бизнес пайлама пулăшнă). Хальхи вăхăтра следстви пынине кура вĕсен хушаматне те, преступлени пирки те питех каламарĕ вăл. Çакă паллă – милици сотрудникĕсем Хусанти Советски районĕн шалти ĕçсен уйрăмĕнче ĕçленĕ.
ТР ШĔМĕ кун пек преступленишĕн йĕрке хуралçисене унччен те пуçран шăлман-ха, çапах та малашне тата вирлĕн кĕрешме пуçлĕ. Министр каланă тăрăх, малашне кашни сотрудник суялăх детекторĕ витĕр тухĕ.
– Куншăн суда паракансем пулсан, сире суд тăрăх çӳресси хăратмасть-и?– интересленчĕç журналистсем.
– Пĕрре те хăратмасть. Министр должноçĕнче эпĕ 10 çул ытла тăрăшатăп. Хамăн ведомствăн сотрудникĕсене куншăн нихăçан та каçарман. Суялăх детекторĕпе тĕрĕслев пирки калас пулсан, вăл малашне ĕç контракчĕн обязательнăй пункчĕ пулать,– терĕ министр.
Сăмах май, ку тĕрĕслев витĕр ПАИ ĕçченĕсем тухнă та ĕнтĕ. Шел пулин те пĕтĕмлетӳсем савăнмаллисемех мар, тĕрĕсленисенчен 90 проценчĕ взятка илет иккен. Çавăнпа малашне хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан йĕрке хуралçисене пĕр шелсĕр ĕçрен кăларма тытăнĕç.
Енчен те милици сотрудникĕсем правăна пăснă, взятка илнĕ тĕслĕхсене асăрхарăр пулсан, хисеплĕ вулакансем, сире ТР ШĔМĕ кун çинчен «шанăç телефонĕпе» (кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен анонимлă телефон: 291-20-02; Хусанта пурăнакансем валли – 052; мобильлĕ шанăç телефонĕ – 290-50-02 (кунта SMS яма юрать) пĕлтерме ыйтать. Кунсăр пуçне «шанăç телефонĕсем» тата 13 хулапа районта ( Çырчалли, Анат Кама, Элмет, Ешĕлвар хулисенче, Азнакай, Пăва, Павлă, Пĕкĕлме, Чистай, Елабуга, Заинск, Лениногорск тата Нурлат районĕсен шалти ĕçсен уйрăмĕсенче) ĕçлеççĕ.
Милици ĕçченĕсен таса ятне тавăрас, ку профессин мĕнпур йывăрлăхне кăтартас тĕллевпе ШĔМ Тутарстанра кăçал пĕрремĕш хут октябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен «Журналист профессине улăштарать» акци ирттерет. Журналистсем милицин тĕрлĕ подразделенийĕнче пĕр кун «милиционер» пулса ĕçлесе ăна урăх куçпа хаклĕç.