Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХАМĂРТАН ПАЙ КĔРТРĔМĔР
2008 çул Тутарстаншăн пĕлтерĕшлĕ çул пулчĕ тесен пĕрре те йăнăш мар-тăр, мĕншĕн тесен республикăн, уйрăмах Хусанăн, чи пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри пурнăçланчĕ. Шĕкĕр хуламăр 2013 çулта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна ирттерме конкурсра çĕнтерчĕ. Паллах, тĕнче шайĕнчи мероприяти ахаль уяв кăна мар, ăна тĕплĕн хатĕрленмелле. Хусан мэрĕ И.Метшин калашле, пилĕк çул вара нумай вăхăт мар, вăл сисĕнмесĕрех иртет. Çитменнине тата Универсиадăна Хусанăн чи ватă Киров районĕ йышăнмалла. Тĕнче умĕнче намăс курас мар тесен çанă тавăрса ĕçлемелле те ĕçлемелле пирĕн, кивĕ района хăтлăх кĕртесси пĕрре те çăмăл мар-çке. Чăн та, пулас Универсиадăн, тĕрĕсрех каласан вăл иртекен вырăнăн, проекчĕ тахçанах хатĕр, специалистсене шанас пулсан вăл калама çук чаплă.
Конкурсра çĕнтернĕренпе темиçе уйăх (палăртса хăварар, çуллахи вăхăт) иртрĕ пулин те Киров районĕнче улшăнусем (Петров паркне шута илмесен) питех палăрмаççĕ-ха. Ку ĕнтĕ строительство енĕ.
Проект тăрăх, 2013 çулччен хулари йывăç-тĕмсен йышĕ те самай ӳсмелле. Ку енĕпе Хусанти массăлла хыпар хатĕрĕсем, çав шутра эпир те «Сувар» хаçат ĕçченĕсем, хамăртан пай кĕртрĕмĕр. Октябрĕн 17-мĕшĕнче «Универсиада валли йывăç ларт» акцие хутшăнса Пушар сӳнтерекен чаçран пуçласа МЕТRО гипермаркет патне çити хурама, хурăн, чăрăш – пурĕ 70 йывăç лартрăмăр. Аллейăн официаллă ячĕ ун чухне çукчĕ пулин те вăл журналистсен аллейи пуласси каламасăрах паллăччĕ.
Ĕçтешсемпе пĕрле эпир çак пархатарлă ĕçе питĕ савăнса пурнăçларăмăр. «Казань» журнал редакторĕпе Ю.Балашовпа ăмăртса тенĕ пек тăватă йывăç лартрăмăр.
Ку ĕçе журналистсем кăна пурнăçларĕç тесен тĕрĕсех пулмĕ, мĕншĕн тесен пире кăтартса, пулăшса пыраканĕсем «Горводзеленхоз» МУП ĕçченĕсемпе специалисчĕсем пулчĕç. Ĕç вĕçленсен вĕри чейпе тата вĕт кукăльсемпе сăйлаканĕсем те вĕсемехчĕ. Тепĕр пилĕк çултан аллея хитрен кашласа Универсиада хăнисене йышăнасса иккĕленместпĕр. Мĕншĕн тесен «Горводзеленхоз» специалисчĕсем каланă тăрăх, ку вырăнта лартнă йывăçсенчен 95 проценчĕ çăмăллăнах чĕрĕлет иккен. Апла-тăк, «Суварăн» та Универсиадăна хатĕрленнĕ çĕрте пайĕ пур тесе çирĕппĕнех калама пултаратпăр.
 
: 1118, Хаçат: 43 (773)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: