Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Тинкеш ялĕнче пурăнакан Нина Пайгунова «Сувар» хаçат 15 çул тултарнă ятпа ирттернĕ вылявра микрохумлă кăмакаллă пулчĕ. Кӳршĕ Альших ялĕнче медицина пунктĕнче фельдшер пулса ĕçлекен хĕрарăма кĕске вăхăтра апат хатĕрлеме е ăшăтса илме çак парне чух кăна. Ялти фельдшерсен ĕçĕ питĕ йывăр. Талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче килти ĕçе пăрахсах чирлĕ çынна пулăшма тухса каймалла. Халăха сыватас ĕçре Нина 19 çул тăрăшать. Çĕпрел районĕнчи Матак хĕрĕ Пăвари медицина училищинче вĕреннĕ чухнех Тинкеш ял ачипе Петр Пайгуновпа çемье çавăрнă. Пайгуновсен хĕрĕ Алена Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс филологи факультетĕнче 4 курсра вĕренет. Петя Пăвари элеваторта тырă типĕтекен уйрăмра ĕçлет.
Пайгуновсен кил хуçалăхĕ пуян. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: ĕне, пăрусем. Кăрккасемпе бройлерсем картишне илем кӳрсе тăраççĕ. Çемье пуçлăхĕсем иккĕшĕ те юта ĕçе çӳреççĕ пулсан та пур çĕрте те тирпейлĕ. Пайгуновсем «Сувар» хаçата виççĕмĕш çул вулаççĕ. Нина «Çунатлă çамрăклăх», «Сывлăх» страницисене кăмăллать. Хĕлле валли хатĕрлесе хупланă тĕп сакайĕнче ларакан банкисем те «Верук...» сĕнекен рецептсемпе хатĕрленĕскерсем. «Унсăр пуçне тата хаçатра республикăра пурăнакан пур чăвашсен хыпарĕсене вуласа пĕлме пулать. Тăван Матак ялĕ çинчен вуласан вара тăван ене кайса килнĕ пекех туйăнать. Унта аннем, Вера Ильинична Кузнецова, тата виçĕ тетепе икĕ аппа пурăнаççĕ», – тет çичĕ ачаллă çемьере ӳссе çитĕннĕ Нина.
«Шăпа шлепке тăхăнтартать», – теççĕ. Çав шăпа тӳрĕ килнипех выляса илнĕ кăмака та Хырла çырми хĕрринче, хыр вăрманĕ çумĕнче вырнаçнă ялта пурăнакан чăваш çемйине савăнăç кӳрсе тăтăр.
 
: 1173, Хаçат: 43 (773)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: