Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ «милици çурчĕ» çинчен пĕлмен çын çук та пуль. Яшьлек проспектĕнче нумай хутлă пĕрремĕш çуртăн никĕсне пĕлтĕрех хунă-мĕн. Çулталăкра çурта ĕлкĕртнĕ те. Профессилле уяв – Милици кунĕ – умĕн РФ ШĔМ министрĕ Р.Нургалиев йĕрке хуралçисене 187 хваттерĕн уççине панă. Çĕнĕ çуртри хатĕр пилĕк подъезда вĕсем çитес вăхăтра пурăнма куçĕç. 2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ытти подъездсене тата 140 çемье куçмалла. Застройщиксен планĕ тăрăх, ку микрорайонта 2010 çул тĕлне пурĕ нумай хутлă 18 çурт, виçĕ ача сачĕ, икĕ шкул ӳссе лармалла.
 
АНАТ КАМА районне кĕрекен Анат Уратьма ялĕнчи вăтам шкул çак кунсенче каллех савăнăçлă ача-пăча сассипе тулнă. Юхăнма пуçланă шкула тĕпрен юсаса пĕтернĕ иккен: тăррине çĕнĕрен витнĕ, чӳрече рамисене улăштарнă, ăшне сăрласа илемлетнĕ. Кунсăр пуçне кашни класа çĕнĕ сĕтел-пукан, оргтехника та лартнă. Çавăнпа кунта пĕлӳ пухакан 360 ачан савăнăçĕ мĕнле пысăк пулни пирки калама та кирлĕ мар пуль. Ачасене ку парнене меценатсем тунă-мĕн. Вĕсем шкула юсама 22 миллион тенкĕ ытла укçа панă.
 
ЭЛМЕТРИ Акташ ялĕнче пурăнакан Олег Нарбаева çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăннăшăн суд явап тыттарнă. ТР Прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, медкомисси вăхăтĕнче качча салтака юрăхлă тесе йышăннă, вăл вара ТР сборнăй пунктĕнчен июлĕн 3-мĕшĕнче тухса тарнă. Çар тивĕçĕнчен пăрăнакана Заинск районĕнчи Токмак ялĕнче тупса уголовнăй ĕç пуçарнă. Маларах судпа пĕрре те айăпланманнине, каччă хăй йăнăшне ăнланнине тата çара кайма сăмах панине шута илсе Элмет сучĕ ăна 3 пин тенкĕ кăна тӳлеттермелле тунă.
 
ÇАРĂМСАН районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнчи Сергейпе Светлана Никифоровсен кăçал савăнăçĕ темиçе хут ӳснĕ, вĕсен çемйинче харăсах икĕ хĕр пĕрчи çуралнă. Йĕкĕрешсемсĕр пуçне Никифоровсен аслисем, ывăлĕпе хĕрĕ, те пур. Нумай ачаллă çемьене пăхма çывăх тăванĕсем сахал мар пулăшаççĕ. Светлана ача сачĕн воспитателĕнче тăрăшать, çемье пуçĕ Сергей – нефтяник. 2008 çул Çемье çулталăкĕ пулнăран Сергея ĕçре 100000 тенкĕлĕх сертификат панă. Йĕкĕрешсем çуралсанах Никифоровсем пысăк çурт лартма шутланă-ха, никĕсне те янă, ĕçрен панă сертификат вĕсене çурт лартма самай пулăшĕ.
 
ХУСАНТИ Вахитов район сучĕ «Лето STOP» аквапаркра 13-ри Сергей Матвеевпа пулнă инкекпе çыхăннă тепĕр ĕç пăхса тухнă ( ачан ашшĕ-амăшĕ аквапаркран 3 миллион тенкĕ укçа шыраса илме тавăç тăратнă). Аса илтерер, пĕлтĕр Кировран килнĕ Матвеевсем хăйсен ывăлне кунта каннă чух çухатнă. Шел пулин те, ачан ӳтне тепĕр 18 кунран «Медленная река» аттракционри шыва çăтса илекен коллекторта тупнă. Инкекре айăплине икĕ çула тĕрмене хупмалла тунăччĕ. Ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлса укçа-тенкĕ тата мораль енчен çемьене сиен кӳнĕшĕн Матвеевсем аквапарка суда панă. Вĕсен ыйтăвне суд тивĕçтернĕ, çапла вара Вахитов районĕнчи аквапарк Матвеевсене икĕ миллион тенке яхăн укçа тӳлĕ.
 
: 1269, Хаçат: 43 (773), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: