Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем октябрĕн 22-мĕшĕнче виçĕ çулхи бюджета пĕрремĕш вулавра йышăнчĕç. 2009 – 2011 çулсенчи социаллă тата экономикăлла аталанăвăн тĕп параметрĕсем çинчен ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин доклад турĕ. Министр сăмахĕсемпе, экономика ӳсĕмĕн пысăк хăвăртлăхне тытса пырас тесен çĕнĕлĕхсемпе усă курасси çине тимлĕх уйăрмалла. Çак ене аталантарас тĕлĕшпе промышленность конкурентлăхне ӳстерес тесен, чи малтан инвестици лару-тăрăвне лайăхлатмалла. Çынсен пурнăç шайне ӳстересси çинчен каланă чух, Марат Сафиуллин халăхăн чăн тупăшĕсем виçĕ çул хушшинче 1,3 хут ӳсмеллине палăртрĕ, вăтамран çулталăкне 8-10 процент пулмалла ку кăтарту.
Вăтам ĕç укçин ӳсĕмĕ Раççейрипе пĕр шайра тăмалла, вăл 20 процент пулмалла. Виçĕ çул хушшинче 2008 çулхипе танлаштарсан, вăтам ĕç укçи 1,7 хут ӳсмелле, 2009 çулта вăл 18 пин тенкĕ ытла пулмалла, 2011 çулта 25 пин тенкĕ.
«Паянхи кун пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев – ĕç хăватне ӳстересси» мĕншĕн тесен çакăнтан Тутарстан экономикин конкурентлăхĕ тата продуктивлăхĕ килет, – тесе палăртрĕ министр. – Ĕç хăвачĕн ӳсĕмĕ çулталăкне вăтамран 7 процент пулмалла».
Министр сăмахне вĕçлесен депутатсем ăна нумай ыйту пачĕç. Улталаннă дольщиксене çурт-йĕрпе тивĕçтерес, нефть хакĕсем, тенкĕ курсĕ тата ытти ыйтусене хускатрĕç.
Тутарстан Республики дефицитсăр бюджет йышăнма палăртать. Депутатсене 2009 çулта бюджетри тупăшсемпе тăкаксене 97,4 миллиард тенкĕпе, 2010 çулта – 102,4 миллиард тенкĕпе, 2011 çулта – 106,9 миллиард тенкĕпе çирĕплетме сĕнчĕç.
ТР финанссен министрĕ Радик Гайзатуллин палăртнă тăрăх, федераллă бюджетран 2009 çулта тĕрлĕ направленипе республикăна 10,9 миллиард тенкĕ, 2010 çулта – 9,4 миллиард, 2011 çулта – 7,2 миллиард тенкĕ куçармалла.
Тупăш çине хурăнакан налог 2009 çулта 32,6 миллиард тенкĕ шайĕнче пуласса кĕтеççĕ. Налог йăлтах республика бюджетне кĕмелле. Çитес çулсенче вăл ӳссе пымалла. Организацисен пурлăхĕ çине хурăнакан налог 2009 çулта 9,2 миллиард тенкĕ пулмалла. 2010 çулта – 10,1 миллиард, 2011 çулта – 11,1 миллиард тенке çитмелле. Уйрăм çынсен тупăшĕ çине хурăнакан налог йăлтах муниципалитетсен бюджетне юлать, вăл çитес çул 300, 2010 çулта – 321, 2011 çулта – 344 миллион тенкĕ пулмалла.
Ильшат Аминов депутат финанс министрĕнчен виçĕ çулхи бюджета йышăнни мĕнпе лайăх тесе ыйтрĕ. Бюджет кодексĕ тăрăх, регионсем пĕр çулхи бюджет та йышăнма пултараççĕ. «Виçĕ çулхи бюджета йышăнни нумай çулхи контрактсем тума пулăшать, çавăн пекех бюджет укçисемпе эффективлăрах усă курма май парать», – тесе хуравларĕ Радик Гайзатуллин.
Бюджет проектĕнче нефть хакне баррельшăн 95 тенкĕ, доллар хакĕ 27 тенкĕ тесе палăртнă. Анчах çакăнпа пур депутат та килĕшмерĕ. Çак цифрăсем улшăнсан бюджет никĕсĕ пурнăçланса пымасса пултарать. Депутатсен бюджета кĕртмелли тӳрлетĕвĕсене иккĕмĕш вулав валли ноябрĕн 3-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле.
 
: 1029, Хаçат: 43 (773)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: