Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 1-мĕшĕнче пур çĕрте те ватă çынсене саламлаççĕ. Пăва хулинче те çак кун 70 çитнисене пуçтарса чысларĕç. «Ырлăхпа хисеп кунĕ» ят панă вĕсем çак уява. 1938 çулта çуралнисем Пăвари драма театрне ирех пуçтарăнма тытăнчĕç. Тулли залра çулĕсемпе ватă, чунĕсемпе çамрăк çынсене чысласси Пăва муниципаллă район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров саламланипе пуçланчĕ.
«Ватăсене хисеплессине эпир пĕр минут та манса каймастпăр. Паянхи уяв сире тепĕр хут саламлама май парать. Эсир йывăр пурнăç пурăнса ирттернĕ, çăкăр ӳстернĕ, тĕнчене çĕкленĕ. Сиртен эпир вĕренетпĕр, яланах канаш ыйтатпăр. Кăçал çемье çулĕ пулнипе те сирĕн пурнăçăр тату, тулăх пултăр тесе пирĕн район веçех тума тăрăшать. Сире уйăхсерен социаллă пулăшу, пенси укçи пани вăй кӳртсе тăрасса шанатăп. Кăçал сахал тупăшлă çынсене (40 çемье) газпа хутакан котелпа плита патăмăр. Районти ваттисен интернатĕнче 122 çын тăван кĕтесне тупрĕç. 900 ытла инвалид е хăйсене хăйсем пăхайман çынсем социаллă хӳтлĕх ĕçченĕсенчен килĕсенче пулăшу илсе пурăнаççĕ. Районти организацисем те ватăсене нумай пулăшу параççĕ: сахăр завочĕ, машинăсем тăвакан завод, Пăвари электросеть коллективĕсем, «Дружба», «Вамин-Буа» тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсем. Администраципе килĕшӳллĕн Ветерансен канашĕ ĕçлет. Хĕл çывхарса килнине кура районта «Ветеран» ыр кăмăллăх акцийĕ пырать, унăн ĕçĕ ватăсене вутă-шанкăпа, ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси тата ытти те», – терĕ Рафаэль Хазиевич.
Аслашшĕпе асламăшĕсене шкул çулне çитмен ачасен «Ромашка» учрежденийĕ, «Эдельвейс», «Фантазия» ташă ушкăнĕсем, Пăвари искусство шкулĕн ĕçченĕсем, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Розалия Дубова тухса саламларĕç.
Уявăн чаплă хăни, ТР культура министрĕн çумĕ А.Р.Гайнутдинов пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламласа ырă, ăшă сăмахсем каларĕ. Республикăра пурăнакансенчен 20,3 проценчĕ ватă çынсем, вĕсенчен 26 проценчĕ пенси çулне çитнĕ пулсан та ĕçлеме пултараякансем. Ĕç вырăнĕ çуккипе вĕсен пуян опычĕ тата ăсталăхĕ сая кайса тăрать. Уявра çаплах 45 çул пĕрле пурăннă тата шăп çак кун çуралнă кунĕсене паллă тăвакансене саламларĕç.
Уява пуçтарăннисен хушшинче нумай çул Пăвари тĕп больницăра дерматолог пулса ĕçленĕ ĕç ветеранне А.Н.Козлова тĕл пултăм.
– Аркадий Николаевич, эсир халь тивĕçлĕ канура, Пăва районĕнчи ватăсен пурнăçĕ еплерех? – ыйтрăм эпĕ.
– Ытти кӳршĕсемпе танлаштарсан Пăва районĕ ял хуçалăх продукцийĕсемпе илĕртерех парать. Учрежденисем хăйсем патĕнче ĕçлесе тухнă ветерансене манса каймаççĕ, пулăшу параççĕ. Çакăн пек тимлĕх уйăрни те пире савăнтарать.
В.П.Афанасьева Пăвари ватăсен çуртĕнче пурăнать. Интернатри пурнăç условийĕсем ăна питĕ килĕшеççĕ, аван пăхнипе савăнать. Вăй çитнĕ таран хăй те санитаркăсене пулăшать.
«Ватă çын ăс памасан, пехиллемесен, ĕç пымасть», – тенĕ ĕлĕк. Ватă калани яланах вырăнлă пулнă. Çавăнпа та вĕсен пурнăçне çăмăллатасси – пирĕн парăм.
 
 
: 1240, Хаçат: 41 (771)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: