Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА хулине кĕçех Раççейĕн тĕп телеканалĕсенчен пĕринпе кăтартĕç. Каналăн пултарулăх ушкăнĕ ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Вĕсем Марина Цветаевăн Раççейри юлашки çулĕсем, поэт вилĕмĕн вăрттăнлăхĕ çинчен документлă фильм ӳкереççĕ. «Фильмра Марина Ивановнăпа ывăлĕ Муром хушшинчи хутшăнăва, пултарулăх йывăрлăхĕсене кăтартăпăр. Поэт вилĕмĕн версийĕ нумай пулни паллă, çакăн çинчен те каласа парăпăр»,– тесе пĕлтернĕ фильмăн авторĕ Ольга Бирюкова.
 
ЕШĔЛВАР ертӳçисем вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пысăк парне тунă, вырăнти терапи корпусĕнче ятарлă уйрăм уçнă. «Кунта нимĕнле «блатлисем» те ан пулччăр, тĕрĕслетпĕр»,– тенĕ çирĕппĕн муниципаллă район ертӳçи Г.Емельянов уйрăма уçнă чух. Хăтлă та çутă, ултă палатăллă уйрăмра пĕр вăхăтрах 25-30 çын сипленме пултарать. Чи пĕлтерĕшли – вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парĕç.
 
ÇĔНĔ ШУÇĂМ районĕн чĕрчун тĕнчи юлашки вăхăтра самай пуянланнă. Кăçал, тĕслĕхрен, Чăваш Шупашкарĕ тăрăхне акăшсем илешнĕ. Йăва çавăрса вĕсем 7 чĕпĕ кăларнă иккен, чăн та, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ çеç çитĕннĕ. Çаплах районти Акатуй иртекен вырăнта сăвăрсем (сурки) йăва тунă. Упасем те пур-мĕн. Вĕсене вырăнти вăрманçăсем асăрханă. Хальхи вăхăтра çĕнĕшуçăмсем тискер чĕрчунсем валли, уйрăмах хир сыснисем валли, хĕл каçмалăх апат хатĕрлеççĕ.
 
ТЕЧЧĔ. Украинăри çар разведкин ветеранĕсен фончĕн чи пысăк наградипе, «За службу Отечеству» орденпа, пирĕн ентеше, отставкăри подполковника Михаил Тихонович Ярухина (Пухтел) чысланă. Шел, çак кунччен вăл пурăнса çитеймен. Кăçал июлĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.Çар хĕсметне М.Ярухин Уссурийскра пуçланă, унтан Хабаровскра, Сахалинра, Молдави ССРĕнче службăра тăнă, юлашкинчен Одесса çар округĕнче командир çумĕ пулнă. Хисеплĕ наградăна тата Фондăн Хисеп хутне подполковникăн мăшăрне Раиса Сергеевнăна панă.
 
ЧИСТАЙРИ аэропортра юлашки 15 çулта парашютпа сикессине пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Сăмах та çук, çак вăхăтра вĕçмелли полосана курăк пуснă, анчах чистайсем шăп çакăнта сывлăш-десант çарĕ валли кадрсем хатĕрлемелли вырăн пуласса шанаççĕ. Мĕншĕн тесен хулара «Çамрăк десантник» клуб темиçе çул каяллах уçăлнă, чăн та ачасен практика иртме вырăн пулманнипе теори пайне кăна вĕренме тивнĕ. Малашне Чистай каччисен парашютпа сикме те май пулать. Ку енĕпе вĕсене Раççей Çарĕн чыс-хисепне çĕклес тĕллевпе йĕркеленĕ ятарлă программа пулăшĕ.
 
ПĂВА хулинчи Светлая урамĕнче çак кунсенче пысăк инкек пулнă. 9 çулти арçын ача паллă мар сăлтавпа бетон плита айне пулса вилнĕ. Ывăлĕ каçхи апата таврăнманнине кура ăна малтан амăшĕ шырама тухнă, анчах тупайман. Унтан милици ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтнă. Ача аякра пулман-мĕн, ăна çывăхра тин кăна лартакан çуртăн путвалĕнче, бетон плита айĕнче тупнă. Халĕ инкекĕн сăлтавне тĕпчеççĕ.
 
: 1200, Хаçат: 41 (771), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: