Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 11-мĕшĕнче, Хусанти «Ак барс» çамрăксен центрĕ иртен пуçласа каçчен чăваш сассипе янраса тăчĕ. Кунта ТР ЧНКА икĕ пысăк мероприяти ирттерчĕ: Чăваш çамрăкĕсен II форумĕ тата республикăри «Чăваш пики – 2008» конкурс.
Чăваш çамрăкĕсен II форумне республикăри 25 районпа хуларан пурĕ 358 делегат пухăнчĕ: вĕсенчен 142-шĕ шкулта вĕренекенсем, 148-шĕ студентсем, 68-шĕ ĕçлекен çамрăксем. Икĕ çул каяллахипе (251 çынччĕ) танлаштарсан делегатсем самай нумайрах пухăннă хальхинче. Форума 2013 çулта Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна халалланă, вăл «Чăваш çамрăкĕсем тата спорт. Аталанăвăн проблемисемпе перспективлăхĕ» ятпа иртрĕ.
Тутарстан çамрăкĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятие нумай ятлă-сумлă çын хутшăнчĕ: ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, ЧР Президенчĕн советникĕ Л.П.Кураков академик, ТР Президенчĕ çумĕнчи шалти политика ĕçĕсен управленийĕн халăхсен политикин уйрăмĕн заведующийĕ В.В.Никифоров, ТР вĕрентӳпе наука министрĕн пĕрремĕш çумĕ Д.М. Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.М. Владимиров, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Г.Н.Архипов, Тутарстан чăвашĕсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи Н.Ф.Угаслов, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионĕ В.Р.Матвеев, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионĕ И.Г. Стекольников, ФЧНКАР çумĕнчи çамрăксен организацийĕн ертӳçи О.А.Борисова, ТР ЧНКА председателĕ К.Г. Яковлев тата ыттисем.
Форумра трибуна умне тухса калаçакансем питĕ нумайăн пулчĕç. Роза Михайловна Лизаковăпа Лев Пантелеймонович Кураков Тутарстанри чăваш çамрăкĕсене малашне те çакăн пек хастар пулма, тутар халăхĕпе туслă пурăнса вĕсенчен пĕр-пĕрне пулăшмашкăн вĕренме сунчĕç. Д.М.Мустафинпа Н.М. Владимиров Тутарстанри чăвашсем ытти халăхсем хушшинче чи хастаррисем пулнине, вĕсем пек йышлă мероприяти ирттерекен урăх çуккине палăртрĕç, хуть мĕнле ĕç пуçарсан та пулăшса пыма шантарчĕç.
Çамрăксен канашĕ икĕ çулта тунă ĕç-хĕлпе «Сувар» хаçатăн корреспонденчĕ Ирина Трифонова паллаштарчĕ.
– 2006 çулта Тутарстанри чăваш çамрăкĕсем пĕрле пухăнса пуçласа форум ирттерчĕç, çавăн чухнех ТР ЧНКА çумĕнче Чăваш çамрăкĕсен канашне йĕркелерĕç. Икĕ çул хушшинчи ĕçсене хаклас пулсан чылай ырă пуçарăва палăртас килет. Канашăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксенче чăвашлăх туйăмне чĕртесси, тăван культурăпа историе, чĕлхене упраса хăварасси. Çак тĕллевпе чăвашсем пурăнакан районсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. 2005 çултанпа çу вăхăтĕнче çирĕме яхăн ача çулсерен Шупашкарти этнокультурăллă лагерьте канать. Пĕлтĕр П.Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă май Çамрăксен канашĕ слет ирттерчĕ. 82 ача Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялне çитсе поэтăн музейĕнче пулса курчĕ, унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕ. 2002 çултанпа иртекен «Чăваш пики» конкурса та ырăпа асăнмалла. Вăл ЧНКА пуçарнипе паян кунччен С.Н.Чаркина ертсе пынипе пурнăçа кĕрсе пырать. Тутарстанри чăваш çамрăкĕсем çулсерен Нурлатра иртекен «Уявпа» Элметри «Учӳка» та хастар хутшăнаççĕ. Спорт мероприятийĕсем, турнирсем ирттересси те республикăра ырă йăлана кĕчĕ (вĕсем çинчен «Сувар» вулаканĕсем пĕлеççĕ – В.А.). Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна ирттерме Хусан çĕнтертĕр тесе май уйăхĕнче республика ертӳçисем Хусан – Брюссель марафон йĕркелерĕç, спортсменсен йышĕнче Хусанти аслă шкулсенче вĕренекен икĕ чăваш каччи – А.Сунейкинпа А.Моторкин – пулни пире мăнаçлантармалли пулăм. Чăваш çамрăкĕсен те 2013 çулхи Универсиадăн айккинче юлмалла мар. Тĕнче шайĕнчи спорт вăййисенче хамăра тивĕçлĕ кăтартас тесен вара унччен республика шайĕнче спорт мероприятийĕсем ирттерсе хамăр вăя тĕрĕслемелле. Çамрăксене пĕрле пухса вĕсене ертсе пырас текенсем паян залра пур, çакă пире çав тери савăнтарать, – тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Мероприятие тĕнче чемпионĕсене В.Р.Матвеевпа И.Г.Стекольникова чĕнни ахальтен мар, форум «Чăваш çамрăкĕсем тата спорт. Аталанăвăн проблемисемпе перспективлăхĕ» темăпа иртрĕ-çке. Василий Романович 82-ре пулсан та тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма пăрахмасть-ха, хĕлле Францие кайма ĕмĕтленет. Иван Георгиевич та тахçанах тивĕçлĕ канура, анчах вăл халĕ те ăмăртусенче çамрăксене çĕнтерет-ха. Залри çамрăксем вĕсене хаваспах итлерĕç. Хусан – Брюссель марафона хутшăннă Алексей Сунейкин: «В.Р.Матвеевпа И.Г.Стекольникова итлесе тĕлĕнтĕм. Ватăлсан та спортпа туслисем пит нумай мар-çке. Пирĕн те вĕсем пек пуласчĕ», – терĕ.
Делегатсем пĕр саслăн пулса çамрăксен çĕнĕ канашне суйларĕç. Унта кĕрекенсен списокĕпе форума йĕркелесе ертсе пыракан ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн ертӳçи И.Ф.Казачкин паллаштарчĕ. Акă вĕсем: Маргарита Адайкина (Теччĕ), Анна Вдовина (Павлă), Анастасия Дмитриева (Пĕкĕлме), Лилия Кириллова (Лениногорск), Татьяна Исаева (Анат Кама), Алина Ахметова (Çĕпрел), Ирина Рогова (Элмет), Алевтина Нухратова (Чистай), Светлана Совкова (Нурлат), Андрей Семенов (Хусан), Алексей Сунейкин (Хусан), Елена Семенова (Çырчалли), Юрий Сидоров (Çӳлту), Татьяна Яковлева (Алексеевски), Ольга Якличкина (Аксу). Çамрăксен канашĕн председателĕ пулма пĕр саслăн Хусанти патшалăх аграри университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен Андрей Семенова суйларĕç.
Чăваш çамрăкĕсен II форумĕн делегачĕсем çавăн пекех резолюци те йышăнчĕç. Унпа «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К.А.Малышев паллаштарчĕ:
– Чăваш çамрăкĕсен канашĕн ĕçне районсемпе хуласенче вăйлатмалла;
– ларусем, çав шутра районсенче те, ирттерсех тăмалла;
– чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче ăнăçлă ĕçлекен наци гимназийĕсен опычĕпе паллашса ашшĕ-амăшĕсемпе калаçса вĕсене ачисене чăвашла вĕрентме ӳкĕте кĕртмелле;
– сывă пурнăç йĕркине пропагандăласа районсенче çамрăксен спорт клубĕсем уçмалла, Хусанти 2013 çулхи Универсиадăна хутшăнас текенсене тупса палăртмалла, вĕсене пур енлĕн пулăшмалла;
– ТР ЧНКАн йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕçе çамрăксене явăçтармалла;
– Чăваш çамрăкĕсен канашĕ çумĕнче Çамрăк предпринимательсен ассоциацине йĕркелемелле;
– «Лидерсен шкулне» уçмалла;
– ТР Культура министерствипе пĕрле çамрăксен музыка фестивальне, чăваш дискотекисем ирттермелле;
– чăваш çамрăкĕсене халăхсем хушшинчи, Раççей тата регионсен шайĕнчи грантсене илме йĕркеленĕ конкурссене хутшăнтарас ĕçе вăйлатмалла;
– литературăпа искусство сферинче çамрăк талантсене тупса палăртмалла, вĕсем валли преми çирĕплетмелле, «Сувар» хаçат редакцийĕ çумĕнче çамрăк журналистсен шкулне уçмалла;
– чăваш çамрăкĕсене вĕренме кĕме, ĕç тупма пулăшмалла;
– ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствипе, районсенчи уйрăмсемпе пĕрле этнотуризм системине йĕркелесе ямалла;
– çулсерен чупакансем валли Хусан – Павлă марафон йĕркелемелле.
Делегатсем Чăваш çамрăкĕсен II форумне çĕкленӳллĕ кăмăлпа вĕçлерĕç. Мероприяти çӳллĕ шайра иртнинче ТР ЧНКА председателĕн, Обществăлла палата членĕн, Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕн, Чăваш патшалăх университечĕн Хусанти филиалĕн директорĕн К.Г.Яковлевăн тӳпи пысăк. Ĕçлекен çынна, паллах, пулăшакансем те нумай.
 
ТР Чăваш çамрăкĕсен II форумне хутшăнакансене ТР Халăхсен ассамблейин Канашĕн Председателĕ Ф.Х.Мухаметшин
САЛАМЛАНИ
Хисеплĕ Тутарстан Республикинчи Чăваш çамрăкĕсен II форумне хутшăнакансем, ăна йĕркелекенсем тата хăнасем!
Сире Тутарстан Халăхсен ассамблейин ятĕнчен саламлама, Чăваш наципе культура автономийĕ ассамблейăра чи пысăкки, чи хастарри пулнине палăртма çав тери хавас. Мероприятисенчен нумайăшĕ шăпах çамрăксем пуçарнипе, йĕркеленипе иртет. Вĕсен шутне республика шайĕнчи «Чăваш пики» конкурс, наукăпа практика семинарĕсем, конференцисем, çавра сĕтелсем, фестивальсем кĕреççĕ. Хусанти 2013 çулхи Универсиада умĕн спорт мероприятийĕсене йышлă ирттерни те пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш çамрăкĕсем хăйсен халăхĕн шăпишĕн, тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн яваплисем хăйсем пулнине ăнланни питĕ аван. Эсир пĕтĕм чун хавалĕпе аслисен опычĕпе паллашатăр, халăхăн историлле еткерлĕхне упратăр, ăна малалла аталантарас тесе нумай тăрăшатăр.
Халăхсем хушшинчи туслăхпа килĕшĕве çирĕплетессишĕн республика ертӳçисем нумай ĕçлеççĕ. Паян тăван чĕлхепе культурăна шкулчченхи, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче тата вырсарни шкулĕсенче вĕренме май пур. Чăваш ачисене тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене юратма вĕрентессине Тутарстанра пысăк хак памалла. Çакна республика шайĕнчи «Чăваш шăпчăкĕ» конкурса, чăваш культурин «Уяв» праçникне нумай çамрăк хутшăнни те çирĕплетет. Çамрăк журналистсен хушшинче те талантлисем йышлă. Вĕсен тăрăшулăхне кура республикăри «Сувар» хаçат çӳллĕрен те çӳллĕ шая çĕкленсе пырать, районсенче те чăвашла хаçатсем тухаççĕ.
Сире пысăк çитĕнӳсем, çĕнĕ идейăсем, ăнăçлă ĕçлеме сунатăп. Сирĕн форум нацисемпе конфессисем хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçри черетлĕ тапхăр, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассинчи çĕнĕ хум пуласса шанатăп.
 
Андрей СЕМЕНОВ, ТР ЧНКА çумĕнчи Çамрăксен канашĕн çĕнĕ председателĕ:
– Ман кандидатурăна Хусанти чăваш çамрăкĕсем Çамрăксен канашĕн председателĕн должноçне сĕнеççĕ. Енчен те мана çак должноçа суйласан малашне мĕнле ĕçсем тăвас плансемпе паллаштаратăп.
Эпĕ халĕ Хусанти патшалăх аграри университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренетĕп. Мĕншĕн килтĕм-ха эпĕ Çамрăксен канашне? Эпĕ – чăваш ачи. Халĕ сирĕн умăрта вырăсла калаçатăп, мĕншĕн тесен эпĕ вырăс шкулĕнче вĕреннĕ. Манăн чăвашла çырма-вулама вĕренме май пулман, мĕншĕн тесен Аксу рабочи поселокĕнчи пĕр шкулта та чăвашла вĕрентмеççĕ. Анчах та манăн чăн-чăн чăваш пулас, чăн чăвашла калаçас, халăхăн культурипе йăли-йĕркисене аванрах пĕлес килет. Енчен те мана Çамрăксен канашĕн председательне суйлас пулсан чи малтан мĕнрен ĕçлеме пуçласшăн-ха эпĕ?
Пĕрремĕшĕ – Хусанта хампа пĕр шухăшлă çамрăксене пĕрле пуçтармалла, Тутарстанăн районĕсемпе хулисенче çамрăксен уйрăмĕсем уçмалла.
Иккĕмĕшĕ – районсенче чăваш çамрăкĕсен ларăвĕсене ирттермелле. ЧНКАри аслăрах юлташсем пулăшнипе районсен администрацийĕсемпе çыхăнса хумхантаракан ыйтусене татса памалла.
Виççĕмĕшĕ – спорт. Пирĕн, чăваш çамрăкĕсен, Хусанти 2013 çулхи Универсиадăра хамăрăн пултарулăха кăтартмаллах.
Тăваттăмĕшĕ – вĕрентӳ. Ашшĕ-амăшĕсемпе тӳрреммĕн ĕçлесе чăваш ачисене чăвашла вĕрентме хистемелле.
Плансем çав тери пысăк. «Лидерсен шкулне» уçас, Çамрăк предпринимательсен ассоциацине, чăваш çамрăкĕсене хӳтĕлекен тата ĕç тупма пулăшакан центр йĕркелес килет.
Кунта каланисенчен ытларахăшĕ хальлĕхе плансем çеç-ха. Çитес форумччен пур сулăмпа та ĕçлеме тытăнмашкăн шантаратăп.
 
: 1218, Хаçат: 42 (772)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: