Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай çул пурăнакан çынсене: «Ватă», – теççĕ. Чăнахах та ватă-ши вĕсем? Пĕрре те çакăнпа килĕшмеççĕ пек нумай çул пурăнаканскерсем. Вĕсен алли-урисем ыратма пуçлани тата пит-куçĕ пĕркеленме тытăннисĕр пуçне ытти чиперех вĕт-ха. Чунĕсем тата... Çамрăксем айккинче тăччăр. Туса пĕтермен ĕçĕсем тата мĕн чухлĕ-ха вĕсен. Пахчара та, кил-картинче те, килте те вĕсемех кăштăртатса çӳресе тирпей кӳреççĕ.
Клавдия Валеевăн та ватăлма вăхăт çук. Вăхăт çук мар, юрамасть!
Элмет районне кĕрекен Патраклă ялĕнче «нуша» курса ӳснĕ Клавдия Ухандеевна паян Элмет хулинче пурăнать. Пурăнас темен вăл хулара, анчах та пурнăç çавăнта илсе çитернĕ.
– Эпир икĕ хутчен те çунтăмăр, – пуçлать калаçăва Клавди аппа. – 1952 çулта, хваттерте тăракансем сăтăр турĕç: кĕлетре шăрпăкпа çутса пăхас тенĕ çĕртен хыпса каять. Йывăрпа пулсан та çĕнĕ пӳрте хăпартрăмăр. Ултă çул та иртмерĕ татах çĕнĕ çурт хĕмленсе çунать. Хамăрăн кăна та мар, çур ял çунчĕ. Ферма çумĕнче улăм купи тивсе каять те, çил ял еннелле пулнипе килĕрен-килле вут хыпать. Çуртсемпе хуралтăсем çеç мар, çур пахча çĕр улми кăварланса кайрĕ. Эпĕ ун чухне почтăра ĕçлеттĕмччĕ. Кӳршĕ яла хаçат валеçме кайнăччĕ. Ял çине пăхсан тĕнче пĕтнĕн туйăнчĕ. Халĕ те куç умĕнче тăрать. Нихçан манас çук. Çапла Элмете пичче патне кайма тиврĕ. Унта тĕрлĕ çĕрте пурăнма тӳр килчĕ.
Клавдия Сатыбаева (хĕр чухнехи хушамачĕ) паян çитмĕлпе пырать пулсан та хăйне вăтăрти пек тытма тивет. Ун аллинче ултă çулти хĕр пĕрчи ӳсет-çке. Лиана çичĕ уйăхра чухне амăшĕсĕр тăрса юлать. Асламăшĕ вара, Клавдия Ухандеевна, утмăлтан иртнĕ пулсан та мăнукне хăй патне илет.
– Ашшĕ пулăшкалать-ха та, яланах пулмасть. Вăл çамрăк... , – тет кинеми. – Анне тăлăх ӳснĕ, эпĕ – тăлăх, мăнукăм та тăлăх ӳсет. Пирĕн шăпамăр çапла-тăр ĕнтĕ.
Пурнăç йывăр-и, çăмăл-и – Валеевăсем пуç усмаççĕ.
– Пенси укçи 3500 тенке çитрĕ, опекун пулнăшăн та унтан-кунтан паркалаççĕ. Пурăнма пулать. Лиана садике çӳрет. Хальлĕхе тум-юм енчен те нумаях укçа каймасть-ха. Малашнехине куç курать.
Клавди аппа хăй пурнăçĕнче çăмăл ĕçре ĕçлесе те курман теме пулать. Çамрăкранах асфальт тунă çĕрте тăрмашнă. Чукун çул çинче те сахал мар ĕçленĕ. Шинăсем юсакан заводра самай вăй хунă.
– 1992 çулта заводра ĕç пĕтрĕ те пенсие тухас умĕн урай çума тата садикре хурал тăма вырнаçрăм, – ассăн сывлать Лиана асламăшĕ. – Халĕ, паллах, çав вăхăтрисене чирсем аса илтереççĕ. Нумай пулмасть аслă ывăла пытартăм тата. Темшĕн манăн пурнăç пĕрре те яка пырасшăн мар? Çылăхсем пур-ши? Тутара качча кайни юрамарĕ-и?
Мăшăрĕпе Клавдия Ухандеевна нумай пурăнман, ачисем Робертпа Руслан пĕчĕккĕ чухнех уйрăлнă.
– Тутарсемпе пурăнма питĕ йывăр. Тĕн енчен илсен те, капла та. Эпир килĕштереймерĕмĕр. Тăванĕсемпе те пĕр сăмах тупма пулмарĕ.
Çапла, Клавди аппан пурнăçĕ тикĕс пулман. Тен çавăнпа та ăна ватлăх кунĕнче пĕччен юлса тунсăх пурнăç ан пултăр тесе Çӳлти Турă йăпанмалăх тĕпренчĕк панă. Унăн чăнах та ватăлма вăхăт çук, юрамасть. Лианăна пурнăç çулĕ çине тăратмалла.
Эпир вара ăна тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх та вăй-хал сунатпăр.
 
: 1132, Хаçат: 40 (770)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: