Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕнчери чи пысăк МЕТRO Group суту-илӳ компанийĕн (Германи) çамрăксем валли хатĕрленĕ çĕнĕ «Metro вĕрентӳ» программипе вĕреннĕ Хусанти суту-илӳпе экономика техникумĕн пирвайхи студенчĕсем июлĕн 3-мĕшĕнче диплом илчĕç. Ун умĕн МЕТRO Group компанин персонала аталантаракан уйрăмĕн председателĕ Жан-Пьер Шнойли, техникумăн директорĕ А. Артемьев тата ыттисем журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Юлашки çулсенче аслă шкулсем, тĕрлĕ çĕрте вĕсен представителĕсемпе филиалĕсем уçăлни ĕçсĕррисен шутне ӳстерчĕ кăна. Мĕншĕн тесен рынока кирлинчен ытла специалистсем хатĕрленипе пурин валли те ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ. Аслă шкулсем йышланни профессилле пĕлӳ паракан заведенисен (колледжсемпе техникумсен, училищĕсен) сумне те чакарчĕ тесен йăнăш пулмĕ. Çакна пулах училищĕсемпе техникумсем çамрăксене питех илĕртмеççĕ халĕ. Анчах тепĕр япалана шута илме манар мар: ку вĕренӳ заведенийĕсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ, специалистсене çĕнĕ технологипе, тĕнче стандарчĕпе хатĕрлесси сарăлса пырать. Çакăн пек проектсенчен пĕри вăл – «Metro вĕрентӳ» вĕрентӳ программи. Проектăн тĕп тĕллевĕ – çамрăк специалистсене çĕнĕ йышши суту-илӳ формачĕпе хатĕрлесси, профессиллĕ вĕренӳ заведенийĕсене пулăшасси.
Тĕнчери чи пысăк суту-илӳ компанийĕсенчен пĕри МЕТRO Group (31 çĕршывра 2200 лавкка) Раççей рынокĕнче 2001 çултанпа кăна пулсан та хăйĕн вырăнне тупрĕ темелле. Паян Раççей хулисенче «Метро Кэш энд Керри» сечĕн 40 пĕчĕк курттăм центрĕ, 11 Real гипермаркет тата 11 Media Markt электроника мега-лавкка. 2007 çулта çак компани пирĕн çĕршывра кăна 3 миллиард евро тупăш илнĕ.
Компани представителĕсем каланă тăрăх, Раççей – Хĕвел тухăç Европăн чи приоритетлă рынокĕсенчен пĕри, çавăнпа МЕТRO Group малашне кунта тата анлăнрах сарăлма хатĕрленет. Хальхи вăхăтра компанин Раççейре сотрудникĕсем 13 пин ытла, çитес çулсенче унăн шучĕ тата 10-шар пине ӳсĕ. Паллах, ют çĕршыв компанийĕ хăйĕн суту-илӳ центрĕсемпе лавккисенче ĕçлеме çынсене урамран пуçтармасть, ăна профессионалсем кирлĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ МЕТRO Group чи малтан хăй валли специалистсем хатĕрлеме «Metro вĕрентӳ» вĕрентӳ программине йĕркеленĕ.
Пирĕн çĕршывра проект чи малтан 2004 çулта Мускавра хута кайнă. 2005-2007 çулсенче Раççейĕн ытти хулисенчи (Санкт-Петербург, Хусан, Ĕпхӳ, Ярославль, Дон-çи-Ростов, Самар, Екатеринбург, Краснодар, Волгоград, Тюмень, Липецк, Воронеж, Оренбург, Челябинск) вĕренӳ заведенийĕсем те хутшăннă. Хальхи вăхăтра ку программăпа 15 хулари 25 профессилле вĕренӳ заведенин студенчĕсем вĕренеççĕ. 2007-2008 вĕренӳ çулĕсенче «Metro вĕрентӳ» программăна пурĕ 1600, вĕсенчен 214-шĕ Хусантан (суту-илӳпе экономика техникумĕ) студент хутшăннă.
Палăртса хăварар, «Metro вĕрентӳ» проект тӳлевсĕр. Икĕ çула тăсăлакан вĕрентӳ программи вара икĕ пайран тăрать. Студентсем теори пайне вĕрентӳ заведенийĕсенче вĕренеççĕ, унта илнĕ пĕлĕве МЕТRO Group суту-илӳ центрĕсенче практикăра çирĕплетеççĕ. Кунта та студентсем ушкăнăн-ушкăнăн (15-25-шер çын) ятарлă программăпа вĕренеççĕ. Вĕсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕ ĕçлет. Практикăра студентсем суту-илӳ центрĕсенче компанин рынокри системипе, ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашаççĕ, тавар ассортиментне вĕренеççĕ, ăна çӳлĕксем çине вырнаçтарма, суту-илӳ оборудованийĕпе тата туянакансемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Вĕренӳ вĕçленсен кашни «Metro вĕрентӳ» программăпа вĕреннине çирĕплетекен сертификат илет. Чи лайăх студентсен вара (вĕсене практика вăхăтĕнче суйлаççĕ) малашне МЕТRO Group компание ĕçе вырнаçма çеç мар, ют çĕршывра малалла вĕренме те май пур. Июль уйăхĕнче, тĕслĕхрен, Мускавпа Санкт-Петербург, Ĕпхӳпе Хусан студенчĕсем Германие вĕренме каяççĕ. Ăна ăнăçлă вĕçлекенсене суту-илӳпе промышленность палатин сертификатне параççĕ. Ку документ вара вĕсене Раççейре кăна мар, Евросоюзри кирек мĕнле çĕршывра та ĕçе вырнаçма май парать.
Паллах, çĕнĕ программăна вĕрентме преподавательсем те кирлĕ. Çак тĕллевпе компани вĕренӳ заведенийĕсен преподавателĕсене Мускава, Германие стажировкăсене ярассине йĕркеленĕ.
– Вĕрентӳ сферине пулăшса эпир общество çинчен манманнине кăтартатпăр. МЕТRO Group Раççейре, çаплах ытти çĕршывсенче те, социаллă тата корпорациллĕ принципсене çирĕп пăхăнса ĕçлет,– пĕлтерчĕ пресс-конференцире программăпа паллаштарнă май Жан-Пьер Шнойли.
«Metro вĕрентӳ» проект çамрăксене рынок саманинче хăйсен вырăнне тупма пулăшма пултарасса питĕ шанас килет, мĕншĕн тесен компанин представителĕсем каланă тăрăх, вĕсем паракан сертификатпа специалист МЕТRO Group компанийĕн лавккисене кăна мар, ытти суту-илӳ центрĕсене те ĕçе вырнаçма пултарать.
Тĕнчери чи пысăк суту-илӳ компанийĕ Раççей вĕрентӳ системине çĕнĕлĕх кĕртсе ырă тĕслĕх кăтартни, тен, ăна аталанма та пулăшĕ. Ун чух алла диплом илнĕ студент та ĕçсĕррисен ретне тăмĕ. «Metro вĕрентӳ» проекта хусансем ырласа йышăнни иккĕленӳллĕ мар. Çакна, суту-илӳпе экономика техникумĕн директорĕ А.Артемьев каланă тăрăх, техникумра кăçал абитуриентсен шучĕ пĕлтĕрхинчен самай нумай пулни те çирĕплетет.
 
: 1279, Хаçат: 28 (758)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: