Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇКХра реформа ирттерме пулăшакан фондран пирĕн республика çуртсене юсама тăватă çул хушшинче 6 миллиард та 650 миллион тенкĕ илмелле. Республика, вырăнти тата халăх укçи-тенкипе пĕрле пурĕ 17 миллиард тенкĕ каймалла асăннă программăна пурнăçлама. Сăмах май, кăçал 4 миллиард та 636 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Çурт-йĕр харпăрлăхçисем юсав ĕçĕсене тума пĕтĕмĕшле суммăн 5 процентне хывма тивĕç. Анчах унтан ытла мар.
Тепĕр питĕ кирлĕ самант: Раççейри субъектсен фондран укçа-тенкĕ илес тесен муниципаллă йĕркеленӳсен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине çĕнетме 12 услови пурнăçламалла. Çакна пăхăнмасан фонд укçа памасть. Çак условисен шухăшĕ ансат. Закона ăсласа кăларакансем чи малтан акă мĕн тĕпе хунă: укçа-тенке ÇКХна çĕнетес тесе чăннипех ĕçлекенсене кăна памалла. Сăмах отрасле инвесторсене явăçтарасси, çурт-йĕр сферинчи хăйтытăмлăха аталантарасси, услугăсемпе тивĕçтерессинчи конкуренци пирки пырать.
Çурт-йĕрпе коммуналлă комплексра реформа ирттерес тата модернизацилес программа Тутарстанра 2004 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Çавăнпа та ытти субъектсемпе танлаштарсан пире кăшт çăмăлрах.
Республикăра 60 пин ытла нумай хваттерлĕ çурт шутланать. Тăватă çул хушшинче 9 пин ытла çуртра, урăхла каласан 200 пин хваттерте тĕплĕ юсав ирттермелле. 2008 çулта кăна муниципаллă йĕркеленӳсенче 908 километр хутса ăшăтмалли сетьсене, 868 километр вĕри тата сивĕ шыв сечĕсене улăштарма, 1 миллион тăваткал метр чухлĕ çурт тăррисене юсама палăртнă.
Хăш çуртсем тĕплĕ юсав программине лекме пултараççĕ-ха? 1995 çулччен тунисем. Паллах юсав ĕçĕсене еплерех ирттересси харпăрлăхçăсенчен хăйсенчен те самай килет. Пухура вĕсем мĕн-мĕн юсасси пирки тĕплĕн калаçса килĕшмелле, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле дефект ведомоçĕ, унтан смета тумалла. Асра тытăр: нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ирттерес тĕлĕшпе нормативсем пур. Çак тата ытти документсемпе ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин интернетри сайчĕ çинче (www.minstroy.tatar.ru) паллашма пулать, унтах программăна хутшăнасси пирки заявка пама май пур.
Патшалăх харпăрлăхçăсен хуть мĕнле пуçарăвне те ырлать çеç: енчен те вĕсем программăра палăртман вырăнсене те юсасшăн, хаклăрах материалпа усă курасшăн – çурт е хваттер хуçисем лизингпа е кредитпа усă курма пултараççĕ. ÇКХ услугисен тӳлевĕ çемьери пĕрлехи бюджетăн 21 процентĕнчен те пысăкрах-тăк, республика Правительстви кунашкал харпăрлăхçăсене субсиди пама пуçлать.
Каларăмăр ĕнтĕ, программăна тăватă çул хушшинче пурнăçлама палăртнă. Çулсерен программăна кĕртнĕ çуртсен списокĕ МХХсенче тата ТР Правительствин сайтĕнче пичетленсе пырĕ. 2008 çулта юсама палăртнисен списокне ТР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче тухнă 756-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Кăçалхи списока лекейменнисен 2009 е тата малаллахи çулсенчи списоксене лекме шанăç пур. Алă кăна усса лармалла мар. Хисеплĕ вулаканăм, енчен те эсĕ пĕр-пĕр поселокра е хулара юхăннă çуртра пурăнатăн – программа ĕçленĕ вăхăтра çурта юсас ыйтăва татса пама тăрăш. Пĕтĕмпех хамăртан килет.
 
: 1285, Хаçат: 28 (758)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: