Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш культурин Пĕтĕм Раççейри II Уявне ирттерме Турри те пилленĕ тейĕнех çав. Темиçе кун çине-çинех лӳшкекен çумăра чарса июлĕн 5- мĕшĕнче тӳпере хĕртсе хĕвел пăхрĕ. Çавна кура республикăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ утмăл ытла фолькор ушкăнне хăй пултарулăхĕпе халăха савăнтарма нимĕн те чараймарĕ.
Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сăнласа паракан стилизациленĕ «чăваш ялĕ», тĕрлĕ апат-çимĕçе аран йăтса ларакан сĕтелсен, ал ĕçĕсен «Ăстаçăсен хулин» умĕн иртекен çынсем тĕлĕннине пытармарĕç. Сăмах май, çак илеме нурлатсем районĕпех хатĕрленĕ, апат-çимĕçе, кăпăкланса тăракан сăрана вара Уява хутшăнакан пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ иккен. Çавăнпа та сире, вулакансем, хамăр курни-илтнипе кăна мар, Уява хутшăнакансен, хăнасен шухăшĕсемпе те паллаштарас терĕмĕр.
КРИСТЕ СЕРЖО, итальянец:
– Тĕлĕнмелле хитре наци уявĕ. Итали çĕршывĕнче те тĕрлĕ наци пурăнать, вĕсем хăйсен праçникĕсене çакăн пек паллă туни пулман. Эпир Раççейри уявсем çинчен репортажсене телевизорпа час-часах куратпăр-ха, анчах вĕсем чăн пулнине шанмастпăр, ахаль илемлетсе кăна кăтартаççĕ пек туйăнатчĕ. Паян хам куçпа курнă хыççăн, уяв чăнах та чаплă иртнине ĕнентĕм. Чăваш халăхĕ мĕнле наци пулнине хальччен пĕлмен эпĕ. Асăнмалăх сувенирсем туянмасăр каймастăп. Тата чăваш нацине тĕпчесе вăл мĕнле халăх пулнине Италире каласа парас шухăшăм пур.
Людмила ПАВЛОВА, Самар хулинчи Чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ:
– Эпĕ Уявра пĕрремĕш хут мар. Ытти хуласенче, çав шутра Мускавра та, темиçе хут пулма тивнĕ. Тутарстанра Уява уйрăмах анлăн паллă тăваççĕ. Мероприяти валли вырăнне те лайăххине суйланă: пурте пĕр купана пуçтарăнса тĕпĕртетмеççĕ. Питĕ нумай коллектив килни савăнтарать. Унта та кунта юрă янăрать, пурте наци тумĕпе. Çакă чăваш халăхĕ ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлнине, хăйĕн йăли-йĕркине, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварнине кăтартать.
«УЛАХ» халăх ансамблĕ, Самар облаçĕ, Шунтал районĕ:
– Эпир Уявăн çулленхи хăнисем. Ăна паллă тума тытăннăранпах хутшăнатпăр. Уява ăсатма та килнĕ. Пирĕн ансамбль йĕркеленнĕренпе 30 çул. Эпир Германире те, Франципе Бельгире, Голландипе Швейцарире те пулса курнă. Çапах та Нурлат йыхравлать-тĕк... Акă хальхинче те хамăр пултарулăха кăтартнисĕр пуçне кучченеçпе: хуплупа, икерчĕпе, шăрттан-чăкăтпа, кĕселпе тата сăрапа килтĕмĕр. Нурлатсемпе, тĕрĕсрех каласан, «Çăлкуç» ансамбльпе, тахçанах туслă. Эпир кунта, вĕсем пирĕн пата час-часах хăнана çӳретпĕр.
Ксюша БОРИСОВА, Димитровградри «Шăпчăк» ансамблĕн çамрăк артисчĕ:
– Сцена çинче юрлама çав тери килĕшрĕ. Пĕрремĕш хут эпĕ Уявра. Мĕн курнине киле çитсен чи малтан аттене каласа паратăп.
«Эревет» халăх ансамблĕ, Ульяновск облаçĕ, Çĕнĕ хула:
– Ульяновск облаçне çывăх ялсене сахал мар тухса çӳретпĕр. Тутарстанăн Уявĕнче пĕрремĕш хут. Тен, пире питех пĕлсе те пĕтермеççĕ-тĕр. Хусанта та пулман эпир. Кунта мĕнле мероприяти иртнине пĕлмесĕрех килтĕмĕр тесен те юрать, мĕншĕн тесен малтан Акатуй, кайран фестиваль тесе пĕлтерчĕç. Тутарстанра районсем нумай, кашнинчен пĕрер коллектив килсен те мĕн чухлĕн пулать вĕт, çавна шута илтĕмĕр те кунта пысăк праçник пуласса шансах килтĕмĕр. Чăнах та пире питĕ килĕшрĕ, ăçта ан пăх– унта чăваш утать, чăваш калаçать. Эпир 5-6 номерех хатĕрленĕччĕ, анчах вăхăчĕ сахал, коллективĕсем нумай пулнипе пĕр номер кăна кăтартайрăмăр. Йыхравласан, килес çул тата килесчĕ-ха.
«Асамат» халăх ушкăнĕ, Пенза облаçĕ:
– Эпир çĕрĕпе пĕр чĕптĕм те куç хупман, кунта килсен вăй кĕрсе кайрĕ. Йăхташсем пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, Уява мĕнле лайăх хатĕрленĕ, тĕлĕнмелле. Шел, тăраниччен юрлаймарăмăр. Эпир Нурлат тăрăхĕнче праçник çакăн пек чаплă иртессе шутламан та. Пĕрремĕш хут кăна килтĕмĕр-ха. Сывлăх пулсан, пуçлăхсем укçа парсан килес çул тата килесчĕ.
«Çĕпрел» фольклор ушкăнĕ:
– Уяв республикăра 13-мĕш хут иртет пулин те пирĕн районăн ушкăнĕ пĕрремĕш хут хутшăнать. Çакăн пек илеме курма кăна мар, унта хамăр пултарулăха кăтартма Тутарстанăн тепĕр кĕтесĕнчен çĕрĕпе автобуспа тăнкăртатса килнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместпĕр. Мĕнле хитре праçник, хамăр чăваш пулнипе мăнаçланма хистет.
– Михаил ЛОГИНОВ, Нурлат районĕн чи ватă чăвашĕ, пил ыйтса «Уяв» юпине çапаканĕ:
– Ялавăр ялĕнчен эпĕ. Кăçал 82 тултартăм. Паянхи праçнике пăхатăп та вăрçăчченхи Уяв аса килет. Вăл ĕлĕкхинчен питех улшăнман иккен. Ун чух та çакăн пекех халăх нумай пуçтарăнатчĕ, юрăсем юрлатчĕç, савăнатчĕç. Чăн та, хальхи пек хитре тумсем çукчĕ ĕнтĕ. Хама хисеплесе çакăн пек яваплă ĕçе, юпа çапма, шаннишĕн питĕ савăнтăм. Малашне те пурнăç тăнăç пултăрччĕ, çамрăксем тирпей çинчен ан манччăрччĕ.
 
: 1233, Хаçат: 28 (758)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: