Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш тĕнчишĕн 2008 çул И.Яковлев çулталăкĕ пулнă май, йăхташсем пурăнакан регионсенче мероприяти хыççăн мероприяти иртрĕ. Тутарстан ку енĕпе уйрăмах капашсăр ĕç пурнăçларĕ. Çакăнпа тата малашнехи плансемпе паллаштарма ТР ЧНКА председательне К.Яковлева ыйтрăмăр.
– Константин Геннадиевич, кăçалхи çур çула пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр?
– Кăçал, чăнах та, пирĕншĕн, Тутарстан чăвашĕсемшĕн, паллă çул. Çутта кăларакан ентешĕмĕрĕн И.Яковлевăн160 çулхи юбилейĕ. Ăна тивĕçлĕн паллă туса ирттерес тесе сахал мар тăрăшрăмăр, ман шутпа, эпир ку тĕллеве питĕ лайăх пурнăçларăмăр. Чăвашсем пурăнакан пĕр ял та юбилея паллă тумасăр юлмарĕ. Теччĕре, патриархăн çуралнă ялĕнче Кăнна Кушкинче И.Яковлевăн палăкне уçни, Анат Камăри чăваш гимназийĕнчи наукăпа практика конференцийĕ, Хусанта уяв каçĕ – республика шайĕнчи мероприятисем пулчĕç.
Çуркунне ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине те ăнăçлах ирттертĕмĕр. Нумаях пулмасть Мускаври Акатуя хутшăнтăмăр. Халĕ те пирĕн ĕç сахал мар, июнĕн 28-мĕшĕнче Кама леш енчи чăвашсем йăлана кĕрсе пыракан Учӳк уявне ирттерчĕç. Ăна «Единая Россия» партин Элметри уйрăмĕпе Элметри ЧНКЦ (ертӳçи И.Альмукова) йĕркелерĕç. Умра тата тепĕр пысăк мероприяти – Нурлат хулинче Пĕтĕм Раççейри II Уяв.
– Пĕр вăхăт Уяв тĕнче шайĕнче пулмалла тесе калаçатчĕç, ку тĕрĕс-и?
– Шел, вăл сас-хура çеç. Тĕрĕссипе, Уяв Раççей шайĕнче иртет пулин те унăн статусĕ Раççейĕнех мар, урăхла каласан, РФ Культура министерствин ятарлă официаллă постановленийĕ çук, кăçал Уяв иртнĕ хыççăнах эпир ку енĕпе ĕçлеме пуçласшăн. Мускавпа çыхăнса çак праçникĕн статусне ӳстермеллех пирĕн. Мĕншĕн тесен кун пек Уява Тутарстан чăвашĕсем кăна ирттереççĕ.
– Пĕлтĕр Уяв, чăн та, Раççей шайĕнче пулнине тĕрлĕ çĕршывран килнĕ фольклор ушкăнĕсем çирĕплетнĕччĕ. Кăçал ăçти йăхташсем юрласа савăнтарĕç?
– Самар, Ульяновск, Пенза, Тюмень, Чулхула облаçĕсенчен, Пушкăрт, Чăваш республикисенчен фольклор ушкăнĕсем хутшăнмалла. Шел те, пĕлтĕрхи пек, ют çĕршывран артистсем килесси иккĕленӳллĕ. Çапах та Америка, Франци, Беларусь çĕршывĕсенчен представительсем пулаççех.
– Республика ертӳçисем Уява килеççĕ-и?
–ТР Президентне М.Шаймиева, Патшалăх Канашĕн Председательне Ф.Мухаметшина, ТР Премьер-министрне Р.Минниханова, республикăри министерствăсен ертӳçисене, чăвашсем пурăнакан районсенчи администраци пуçлăхĕсене пурне те йыхравларăмăр. Пĕр сăмахпа, сумлă хăнасем сахал пулмĕç.
– Уява камсем хатĕрлеççĕ?
– Нурлат муниципаллă районĕ, ТР Культура министерстви, ТР ЧНКА. Эпир укçа уйăрнисĕр пуçне тата парнесем те хатĕрлерĕмĕр: делегатсем валли пакетсем (унта «Тутарстан чăвашĕсем» кĕнеке те пулĕ), кепкăсем, алшăллисем тата ытти те.
– Нумаях пулмасть Шупашкарта «И.Яковлев халалĕ – чăваш халăхĕн сĕтел çи кĕнеки» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта мĕнле сĕнӳсем пачĕç?
– Вăл питĕ пысăк шайра пулчĕ. Раççейĕн 19 субъектĕнчен, Беларусь, Молдовăпа Украина, Эстони çĕршывĕсенчен, Америкăпа Францири чăваш диаспорисен представителĕсем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтел» – И.Яковлевăн вĕрентĕвне чăвашсем пурнăçа мĕнле кĕртнин пĕтĕмлетĕвĕ евĕрлĕ иртрĕ. Эпир те ку енĕпе республикăра мĕнле ĕçсем илсе пынипе паллаштартăмăр. Учӳк, Уяв паçникĕсем иртесси, Хусанта И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ уçăласси пирки пĕлтертĕмĕр.
– Апла чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсене кăçалах хатĕрлеме пуçлас шанăç пур-тăр?
– Йăлтах йĕркеллĕ пулсан сентябрь уйăхĕнче пĕрремĕш ушкăн вĕренме пуçлĕ. Çакна татăклăнах калама пултаратпăр, мĕншĕн тесен ЧНКАн Чăваш патшалăх университечĕн филиалне Хусанта уçас ыйтăва ТР Президенчĕпе М.Шаймиевпа Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин ырланă хыççăн ТР Вĕрентӳпе наука министерстви ирĕк пачĕ. Çапла вара Хусанта кăçалах чăваш филологийĕпе культурин факультечĕ уçăлать. Унта Тутарстанран кăна мар, Пушкăрт, Удмурт республикисенчен, Пермь, Пенза тата ытти регионсенчен килнĕ чăвашсем вĕренĕç. Конкурспа иртнисем тӳлевсĕр пĕлӳ пухĕç, кирлĕ чухлĕ балл пуçтарайманнисен вара вĕренӳшĕн тӳлемеллех пулĕ. Çапах та пирĕн тĕп тĕллев – республикăн хастар чăвашĕсене аслă пĕлӳ илме пулăшасси.
– Хусанта чăваш шкулĕ уçăласси пирки нумай калаçаççĕ, кăçалах пулĕ -и вăл?
– Чăваш шкулне уçма майсем пур пирĕн, анчах хальлĕхе унта вĕренме кăмăл тунă ачасем сахал пулнăран кăçалах шкул уçаймăпăр.
– Йывăрлăхĕ мĕнре?
– Пĕрремĕшĕнчен, ачисене чăваш шкулне яма ашшĕ-амăшĕ хатĕр марри. Чăваш шкулĕн системине ăнлансах пĕтермеççĕ. Кашни предмета чăвашла вĕрентеççĕ пек туйăнать вĕсене. Тĕрĕссипе, ку шкулта ачасем хальччен мĕнле вĕреннĕ, малашне те çаплах пĕлӳ пухĕç, чăн та, вĕсене ытти предметсемпе пĕрле тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентĕç. Çакна кашни ашшĕ-амăшне ăнлантармалла пирĕн, анчах ку ĕçе пурнăçлакан хастарсем çук. Ача садне уçас шухăш питĕ аван, анчах ăна уçма тата йывăртарах: хулара садик çурчĕсем сахал. Пирĕн вара пĕчĕккисем валли вĕренмелли, вылямалли пӳлĕмсем пулсан та, çывăрмалли пӳлĕмсем, вылямалли площадкăсем тума майсем çук.
– Çапах та чăваш ачисене лагере канма яма пултартăр-и?
– Хусанти тата республикăри районсемпе ялсенчи 12 ача хальхи вăхăтра Хусанти «Нумай нациллĕ вырсарни шкулĕ» вĕрентӳ центрĕн ачисемпе пĕрле Ешĕлвар районĕнчи «Заречье» лагерьте канать.
– Уяв ирттернипех ЧНКАн ĕçĕ вĕçленмест-тĕр-ха?
– Пирĕн канма вăхăт çук, палăртнă мероприятисем тепĕр çур çул валли те сахал мар. Кĕркунне çамрăксен II форумне, «Чăваш пики» республика конкурсне ирттермелле. Тата кĕрхи ĕçсем пĕтсен, Çемье çулталăкне халалласа республикăри чи сумлă, чаплă çемьесене чыслама хатĕрленетпĕр. Элкел районĕнчи Сиктĕрме шкулне гимнази тăвасшăн. Тата тепĕр пысăк ĕмĕт те пур: республикăри чăваш çамрăкĕсен хушшинче хăçан та пулин спорт ăмăртăвĕ йĕркелесси. Вăрттăнлăх мар, ку енĕпе эпир хальлĕхе питĕ япăх ĕçлетпĕр. Тĕрĕссипе, спорт ăмăртăвĕсем пирĕн кашни районта тенĕ пекех йăлана кĕнĕ. Анчах республикăри чăвашсем пурăнакан районсен çамрăк спортсменĕсене пĕрле пуçтарман эпир. Малашне çакăн çине тимлĕх уйăрма шутлатпăр.
–Тавах калаçушăн.
 
: 1172, Хаçат: 27 (757)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:

© 2006–2014 Сувар. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.