Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти Суворов училищин 157 воспитанникĕ июнĕн 20- мĕшĕнче тăван училищĕн плацĕ тăрăх юлашки хут стройпа утрĕ. Училищĕн юбилейлă
60-мĕш кăларăмĕ пулчĕ вăл.
Савăнăçлă та хумхануллă çак саманта каччăсем тахçанах кĕтнĕ пулин те темиçе çул пĕрле вĕреннĕ юлташĕсенчен, атте-анне вырăнĕнче пулнă вĕрентекенсемпе воспитательсенчен уйрăлма çăмăлах пулмарĕ-тĕр вĕсене. Çапах та училищĕн темиçе çул çирĕпленнĕ çирĕп йĕркипе, чăн-чăн çар çыннисем пек хитрен сывпуллашрĕç.
Суворовецсене РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тыл начальникĕ, РФ оборона министрĕн çумĕ В.Исаков, ТР пĕрремĕш вице-премьерĕ Р.Муратов, Хусанти Суворов училищин начальникĕ А.Бородин тата ыттисем пурнăç
çулне тухнă ятпа саламларĕç.
Пирвайхи кунран пуçласа 65 çула яхăн хăйĕн йăлине çирĕп тытса пыракан Хусанти Суворов çар училищин выпускниксене халалланă парачĕ кăçал тата пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, юбилейлă кăларăм, иккĕмĕшĕнчен, училищĕне хисеплĕ, официаллă çар символĕпе реликвийĕ шутланакан Ялав панин церемонийĕнчен пуçланчĕ. Хисеплĕ реликвие РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тыл начальникĕ, РФ оборона министрĕн çумĕ Владимир Исаков генерал пачĕ.
Раççейĕпе паллă Хусанти Суворов училищин ĕлĕкренех пысăк пулнă сумĕ халĕ те чакмасть. Çакна çулсерен вĕренме килес текенсем калама çук нумай пулни те çирĕплетет. Сăмах май, училище йĕркеленнĕренпе кунтан пурĕ 12 пине яхăн курсант вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри – Совет Союзĕн Геройĕ, çиччĕшĕ – Раççей Геройĕ, вăтăр тăваттăшĕ – генерал, аллă ытларахăшĕ – наука докторĕпе кандидачĕ.
Палăртма кăмăллă, малашне кунта курсантсен шучĕ тата та пысăкрах пулас шанчăк пур. РФ оборона министрĕн йышăнăвĕпе çитес вăхăтра Хусанти Суворов училищине анлăлатасси, вĕренекенсен шутне 700 çитересси çинчен пĕлтерчĕ суворовецсене ТР Президенчĕн ятĕнчен саламлама килнĕ ТР пĕрремĕш вице-премьерĕ Р.Муратов: «Тутартсан Правительстви çак çĕнĕлĕхсене ырласа йышăнать. Çавăнпа та çитес вăхăтра кунта çывăрмалли корпуссем, спорт сооруженийĕсем тума, тĕп вĕрентӳ корпусне çĕнетме палăртнă»,– терĕ вăл.
Владимир Исаков та выпускниксене Хусанти Суворов çар училищинчен вĕренсе тухнă ята малашне те çӳлте тытма ăнăçу сунчĕ. «Хусанти Суворов училищи Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен темиçе ăрăвне çитĕнтерме пай кĕртрĕ. Кунтан сахал мар сумлă çын вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл хăйĕн йăлисене çирĕп тытса пыракан Раççейри чи лайăх училище», – тесе хак пачĕ. Суворовецсем çамрăклах «çĕнтерӳ наукине» хăнăхса, Тăван çĕршыва юратса, конституципе çар тивĕçне парăнса ӳснине каларĕ.
Училищĕн юбилейлă кăларăмĕн кăтартăвĕ те япăх мар, 157 курсантран пĕри – ылтăн, иккĕшĕ – кĕмĕл медальпе, çирĕм иккĕшĕ «4»,«5» паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Кунта паллах, училищĕн вĕрентекенĕсен тӳпи те пысăк. Владимир Исаков пĕлӳ, тĕрĕс воспитани панăшăн вĕрентекенсене ырларĕ. Вĕсем çав кун суворовецсенчен кая мар хумханнине пĕлтерчĕ. Республика ертӳçисене уйрăмах тав турĕ:
«Суворов училищисем пире кирлĕ. Кăçал училищĕрен вĕренсе тухакансем пурте тĕнĕ пекех РФ Оборона министерствин çар аслă шкулĕсене вĕренме кĕме кăмăл турĕç. Унчченхи выпускникăрсенчен иккĕшĕ хальхи вăхăтра çар округĕсен командующийĕ. Апла-тăк сирĕн училищĕн сумĕ пысăк. Енчен те эпир ТР Правительствипе пĕрле çĕнĕ объектсем тăвайсан, пуррисене юсаса çĕнетейсен Хусанти Суворов училищи тата та лайăхрах пулĕ. Тăлăх ачасене, пуç хунă çар çыннисен ачисене лайăх пĕлӳ парас тĕллевпе кун пек ĕçсем халĕ Хусанта кăна мар, Раççейри ытти Суворов училищисенче те пыраççĕ»,– терĕ.
Училище ертӳçи мĕн сунтăр-ха пурнăç çулне тухакан хăйĕн курсанчĕсене кун пек чух? Паллах, ăнăçу тата генералсемпе маршалсем пулма.
Çапла тепĕр 157 курсантшăн, çав шутра чăваш каччисемшĕн Кирилл Таиркинпа (Аксу районĕ, Тукмаклă ялĕ) Эдуард Исаевшăн (Чăваш Ен, Çĕрпӳ районĕ) та училищĕри виçĕ çул хыçра юлчĕ. Малашне вĕсем суворовец формине çар аслă шкулĕн формипе улăштарĕç. Ара, йăхташсем ытти юлташĕсем пекех, пурнăçа çарпа çыхăнтарма шутлаççĕ-çке. 157 каччăран генерал, маршал пулĕ-и, çук-и – кăна вăхăт кăтартĕ, анчах пĕр япала – Хусанти Суворов училищин выпускникĕ пулни – вĕсене яланах пĕрлештерĕ. Пурнăç çулĕ малашне çутă та таса пултăр тесе вара кăçалхи суворовецсем те ĕлĕкхи йăлапа хăйсем çине тимĕр укçаран «ылтăн» çумăр çутарчĕç.
 
: 1288, Хаçат: 26 (756), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: