Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейри чи ватă предприятисенчен пĕри шутланакан «Хусанти патшалăх казеннăй тар завочĕ» ФКП Тутарстан историйĕн уйрăлми пайĕ. Вăл пирĕн республикăн пин-пин çыннин шăпипе çыхăннă. Калама кăна вĕт – завод 220-ре! Вăл пулман-тăк Раççей вăрçăсенче çĕнтерейнĕ пулĕччĕ-ши?
«Пирĕнни пек пĕр чарăнмасăр ĕçлекен завод Раççейре кăна мар, тĕнчипе те урăх çук пуль. Эпир патшасемпе генеральнăй секретарьсен вăхăтĕнче тар мĕнле кăларнă, президентсен вăхăтĕнче те çаплах кăларатпăр»,– мăнаçланнине пытармасăр пĕлтерчĕ заводăн генеральнăй директорĕ Х.Гиниятов журналистсемпе тĕл пулсан. Раççей çарĕн мĕнпур хĕç-пăшалĕ валли юрăхлă тар хатĕрлекен заводăн 220 çулхи юбилейне Хусанти Г.Камал театрĕнче июнĕн 20-мĕшĕнче паллă турĕç.
УКАЗРАН ПУÇЛАННĂ
Хусанти патшалăх казеннăй тар завочĕн историйĕ, чăн та, калама çук пуян. Вăл XVIII ĕмĕр вĕçĕнчех йĕркеленнĕ. Глинский штабс-капитанăн «Хусанти тар заводне 100 çул» кĕнекинче палăртнă тăрăх, Тĕп артиллерипе Фортификаци Канцелярийĕн 1782 çулта тухнă Указĕнчен пуçланнă вăл. Унта Хусан хĕрринче 3-4 пин пăт тар кăларакан завод валли вырăн шырасси пирки сăмах пырать. 1783 çулта Правительство Сенатне пулас заводăн планне Семен Баратаев кнеç çитернĕ. Атăл хĕрринче вырнаçнă Ягодный ялĕ çак предприяти валли питĕ меллĕ вырăн пулнине (кунта Атăл тăрăх та çитме пулать) II Кĕтерне патша та ырласа резолюци кăларнă. Раççей çарĕ валли çав тери пĕлтерĕшлĕ завод тепĕр икĕ çултанах хута кайнă. Пирвайхи çулах хăй çимĕçне кӳнĕ вăл, тупă, мушкет тата винтовка валли 5486 пăт тар кăларнă.
1888 çулта заводăн 100 çулхи юбилейне халалласа Тĕп хапхана – кирпĕч аркăна лартнă, халăхра «Хĕрлĕ хапха» ятпа çирĕпленнĕ çак истори палăкĕ халĕ те Хусанăн, хулан Киров районĕн символĕ шутланать.
1893 çулта тĕтĕмсĕр пироксилинлă тар кăларма тытăнни предприятин (ертӳçи В.Лукницкий) çĕнĕ тапхăрне пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн завод тата вăй илсе пынă. 1926 çулта çарпа промышленность комиссийĕ Хусанти тар заводне тишкернĕ хыççăн малашне те кунтах пироксилинлă тар кăларма йышăннă.
«КАТЮША» СНАРЯЧĔН ÇĔРШЫВĔ
1930 çулсенче (вăл ун чухне В.И. Ленин ячĕллĕ 40№ завод ятлă пулнă) завода çĕнĕрен тунă тесен те юрать. Вăл малтанхинчен тăватă хут вăйлăрах ĕçлеме тытăнни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нихçанхинчен ытларах пулăшнă. Хусанти тар завочĕ çав йывăр çулсенче Совет çарне пĕр чарăнми тарпа тивĕçтернĕ пĕртен-пĕр завод пулнă.Тепĕр пулăм пирки те хусансем мăнаçланмасăр аса илеймĕç: паллă «Катюша» валли реактивлă снарядсене пуçласа хатĕрлекенсем вĕсем-çке. Çак вăйлă хĕç-пăшалăн снарячĕсем 30-мĕш çулсенче репрессиленĕ ăсчахсен, вĕсен шутĕнче Хусанти тар завочĕн унчченхи директорĕ В.Шнегас, пултаруллă специалистсем Н.Путимцев, Р.Фридлендер, А.Рябов тата ыттисем тăрăшнипе çуралнă.
Вăрçă вăхăтĕнче завод тăрăшса ĕçленĕшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, вăрçă хыççăн хуçалăха ура çине тăратма пулăшнăшăн тата гражданла продукци (галантерея, теттесем, лаксемпе эмальсем, клейсем, светильниксемпе кухня шкапĕсем, синтетика тирсем тата ыттине кăларнăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе наградăланнă.
 
ПĔТĔМĔШЛЕ ĔÇ СТАЖĔ – 700 ÇУЛ
Икĕ ĕмĕр ытла ларакан завод паян хăйĕн пултаруллă ĕçченĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Кунта ашшĕ хăй ăсталăхĕн вăрттăнлăхне ывăлне парса хăварасси йăлара. Çакна предприятин çĕр-çĕр çула тăсăлакан династийĕсем пулни те çирĕплетет. Тĕслĕхрен, Ураскузинсен çемйин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 700, Колпаковсен– 600, Новиков-Цигенькосен – 538, Гржимайло-Гуськов-Рафиковсен – 500 çул ытла. Урăхла каласан, çак çемьесен несĕлĕсем предприятин пирвайхи кунĕсенчех ĕçе пуçăнса унăн историйĕнчи мĕнпур улшăнăвне пĕрле ирттернĕ. Кунтанах вăрçăсене тухса кайнă, репресси нушине, çĕнйĕркелӳ йывăрлăхĕсене чăтнă.
1990 çулсенче çĕршыври экономика кризисĕ вăхăтĕнче Хусанти патшалăх казеннăй тар завочĕ питĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çеç мар, панкрута тухас хăрушлăх патнех çитнĕ. Телее, ăна ТР Президенчĕн ăслă политики кăна çăлса хăварнă тесен те юрать пуль. 18-шар уйăх ĕç укçи тӳлемен вăхăтра та заводăн ĕçченĕсем предприятирен пăрахса кайман. Çакă унăн коллективĕ мĕнле вăйлă пулнине, хăйĕн ĕçне чунтан парăннине тепĕр хут кăтартать. Кăна юбилей каçĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин та палăртмасăр хăвармарĕ: «Çĕршыври экономика кризисне çак çемьесем уйрăмах йывăр чăтса ирттерчĕç, строительсен, газовиксен, çул-йĕр ĕçченĕсен кăшт та пулсан ĕç укçи илме май пурччĕ пулсан, тар кăларакансен кун пек шанăç та çукчĕ, мĕншĕн тесен оборона заказĕ тăрук чакса ларчĕ. Çак вăхăтра та коллектив завод ертӳçисене шанчĕ, ĕçе пăрахмарĕ. Пирĕн пысăк пуянлăх вăл – çынсем, лайăх специалистсем, инженерсем»,– терĕ.
 
ЗАВОД ÇĔНĔЛЛЕ ĔÇЛЕМЕ ВĔРЕНЕТ
Чăн та, паян тар завочĕшĕн çак йывăр вăхăтсем хыçра юлчĕç тесен те юрать. Вăл халĕ нумай профильлĕ предприяти. Çар тата граждан продукцине 50-шар процент кăларать: пироксилинлă тар, мĕнпур тĕрлĕ хĕç-пăшал валли зарядсем, сунар та спорт тарĕсем, пиротехника изделийĕсемпе фейерверксем, нитроцеллюлоза, лаклă коллоксилинсем, тутăхман, кремниллĕ чукунран шăратасси, клейсемпе лаклă сăрăсем... Заводăн генеральнăй директорĕ каланă тăрăх, малашне çар продукцине кăларассине 30 процента кăна хăварма тĕллев лартнă. Анчах предприяти çар продукцине кăларма пăрахасшăн тенине пĕлтермест çакă, пачах урăхла, ют çĕршыв технологийĕсемпе пуянланма тăрăшать. Ытти çĕршывсен тар кăларакан завочĕсен опычĕпе паллашать. Çитменнине тата РФ Оборона министерстви патшалăх заказне кăçал 20 процент, ытти çулсенче тата нумайрах ӳстерме шантарать. «Çитес вăхăтра эпир тар хатĕрленипе кăна çырлахмăпăр, хамăр патрах патронсем кăларма пуçлăпăр»,– пĕлтерчĕ малашнехи плансемпе паллаштарнă май Х.Гиниятов.
Хальхи вăхăтра предприятире пурĕ 2500 çын тăрăшать. Вăрттăнлăх мар, унти ĕç укçине ăмсанмаллиех çук. Çапах та завод ертӳçисем каланă тăрăх, кăçалах патшалăх заказĕ ӳсет, апла-тăк çитес вăхăтра кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç, ĕç укçин калăпăшĕ те ӳсĕ.
 
МЭР ТУПĂ ЛАРТМА СĔНЕТ
«Хусанти пашалăх казеннăй тар завочĕ» ФКП 220 çулхи юбилейне тивĕçлипех паллă турĕ. Кам кăна килменччĕ пуль ăна саламлама. Заводăн Çамрăксен канашĕ юбилей программине питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Куракансене предприятин пуян историйĕпе, паллă çыннисемпе паллаштарчĕ. Завод коллективне ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин ТР Президенчĕн М.Шаймиевăн Тав çырăвне пачĕ. Чи пултаруллисене «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе тата хисеплĕ ятсем парса чысларĕ. Тар кăларакансене юбилейпе РФ Президенчĕ Д.Медведев саламлă телеграмма яни, РФ оборона министрĕ А.Сердюков, РФ Правительстви саламлани завод çĕршывшăн питĕ пысăк вырăн йышăннине çирĕплетрĕ.
Хусан мэрĕ И.Метшин тар завочĕн коллективне пысăк ваза, унти ĕçченсене Тав çырăвĕсем панисĕр пуçне тепĕр хыпарпа та савăнтарчĕ: «Сирĕн юбилейĕр тĕлне эпир Брюссельтен çĕнтерӳпе таврăнтăмăр: 2013 çулта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада Хусанта иртет. Студентсен ăмăртăвне вара Киров районĕ кĕтсе илĕ. Çак тĕллевпе пысăк стройкăсем пуçланĕç. Петров ячĕллĕ паркра, тĕслĕхрен, спорт комплексне Хула кунĕ умĕн хута ярăпăр, парка çĕнетсе илемлетĕпĕр. Универсиада тĕлне Киров районĕ сисĕнмеллех улшăнĕ, халĕ кунта 45-50 пин вырăнлă стадион тума йышăннă, Хусан çулĕн пысăк ункине туса пĕтерĕпĕр. «Заречье» шкул çывăхĕнче ача-пăча пултарулăхĕн çуртне тума тытăнтăмăр, çаплах суту-илӳпе кану комплексĕсем лартăпăр. Заводăн юбилейне халалласа пирĕн ятарлă сĕнӳ те пур: эпир хула бюджечĕн укçипе пысăках мар çĕр лаптăкĕ уйăрăпăр, ăна илемлетĕпĕр, эсир вара тупă лартса кашни кун кăнтăрла 12 сехетре перĕр. Çак тупă сассипе мĕнпур Хусан сехете тĕрĕслетĕр»,– терĕ. Мэр шухăшĕ тар кăларакансене килĕшрĕ-и çук-и, куракансене вара çав тери кăмăлне кайрĕ, вĕсем сĕнĕве тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Завод ĕçченĕсене артистсем интереслĕ концерт лартса та савăнтарчĕç. Раççей эстрада çăлтăрĕ Ренат Ибрагимов юрласа 220 çулпа саламлани вара темрен те хаклăрах пулчĕ.
 
: 1261, Хаçат: 26 (756)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: