Раççейĕн 19 субъектĕнчи, Беларусь, Молдова, Украинăпа Эстони çĕршывĕсенчи чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисемпе хастарĕсем тата Америкăпа Францири чăваш диаспорин представителĕсем, пурĕ 80 ытла çын, июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци музейне «И.Я.Яковлев халалĕ – чăваш халăхĕн сĕтел çи кĕнеки» темăпа «çавра сĕтел» ирттернĕ.
Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова ертсе пынă. Вăл И.Яковлевăн 160 çулхи юбилейне халалласа Чăваш Республикинче кăна мар, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе ют çĕршывсенче те тĕрлĕ мероприяти ирттернине каланă. Тĕслĕхрен, кăçал апрель уйăхĕнче патриарх çуралнăранпа 160 çул çитнĕ тĕле И.Яковлевăн тăванĕсем, тĕрлĕ регионсен делегацийĕсем хутшăнса Шупашкарта савăнăçлă пуху иртнĕ, просветителĕн çуралнă ялĕнче Кăнна Кушкинче тата Шупашкарта палăксем уçнă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Александр Васильевăн «Иван Яковлев» постановкине лартнă, кĕнекесем, «Слово о Патриархе» видеофильм, «Велик на все времена» электронлă кăларăм хатĕрленĕ, пур çĕрте те конференцисем, тематикăллă каçсем, куравсем, интернет-викторинăсем иртнĕ. Министр Иван Яковлевичăн халалне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе наципе культура пĕрлешĕвĕсем калама çук пысăк ĕçсем пурнăçланăшăн мĕнпур чăваша тав тунă. Юлашкинчен Раççей Халăхсен ассамблейин председателĕн Р.Абдулатиповăн саламне вуласа панă.
«Çавра сĕтелте» РФ регионсен аталанăвĕн министерствин Нацисен хутшăнăвĕн департаменчĕн эксперчĕ, Мускаври ЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕ М.Никитин, Эстони çĕршывĕн, Пушкăрт, Тутарстан республикисен, Ульяновскпа Тюмень облаçĕсен представителĕсем тата ыттисем тухса калаçнă.