Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2007 çулхи июль уйăхĕнче Мăсăльман çамрăкĕсен I фестивалĕ иртнĕ. Ăна Президентăн Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительствин аппарачĕн пуçарăвĕпе Федерацин Атăлçи округĕнче Çамрăксен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш фестиваль çулсерен пулакан Тутар çамрăкĕсен кунĕн витĕмĕпе иртнĕ. Çĕнĕ фестиваль пурне те килĕшнĕ, ăна малашне çулсерен ирттерме йышăннă. Кăçал Пĕтĕм Раççейри мăсăльман çамрăкĕсен II фестивалĕ июнĕн 23-29-мĕшĕсенче Тутарстанра иртет.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – чикĕ леш енче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан мăсăльман çамрăкĕсене пĕрлештересси, обществăри çамрăк мăсăльмансен проблемисене татса пама пулăшасси. Фестиваль вăхăтĕнче РФ регионĕсенчи тата СНГ çĕршывĕсенчи мăсăльман çамрăкĕсен организацийĕсене методикăпа практика енчен пулăшма тăрăшĕç.
Кăçал фестивале ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи тĕн ĕненĕвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашĕ, ТР Мăсăльмансен ăс-хакăл управленийĕ, Раççей Ислам университечĕ, РФ тутарсен федераллă наципе культура автономийĕ, «Идель» çамрăксен центрĕ патшалăх учрежденийĕ» йĕркеленĕ.
Пĕтĕм Раççейри мăсăльман çамрăкĕсен II фестивальне тĕрлĕ регионсенче мăсăльман организацийĕсенче тăракан 18-30 çулсенчи 100 çынна пуçтарнă. Фестиваль делегачĕ пулмалли тĕп услови: вĕсен хăйсен регионĕнчи мăсăльмансен обществăлла пурнăçне, культурине активлă хутшăнмалла. Фестивале Тутарстан Республикин бюджетĕнчен, Ислам культурине, наукине, вĕрентĕвне пулăшакан фондран (Мускав) укçа илсе ирттереççĕ.
Фестиваль программинче семинарсем, çавра сĕтелсем, ăсчахсемпе, обществăлла деятельсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
Делегатсене тутар халăх еткерлĕхĕпе паллаштараççĕ – Хусан Кремлĕнче, Пӳлерте, Пăлхарта тата ытти çĕрте экскурсисем ирттереççĕ. Çаксемсĕр пуçне кашни кун тĕн, юрă урокĕсене (аннашидсемпе мунаджатсем юрлама вĕренеççĕ) ирттереççĕ. Çавăн пекех Коран вулассипе ăмăртаççĕ, викторинăсем ирттереççĕ, фильмсем кăтартаççĕ. Фестивалĕн пĕр кунĕнче мăсăльман çамрăкĕсем спортра вăй виçĕç. Фестивале килнисем ислам йĕркине пăхăнса апатланĕç, кунне пилĕк хутчен кĕлĕ вулĕç.
Фестиваль июнĕн 23-мĕшĕнче Хусанти Кул-Шариф мечĕтĕнче уçăлать. Тепĕр кунне мăсăльман çамрăкĕсем Патшалăхăн историпе археологин пăлхар заповедникĕн территорийĕнчи Пăлхара çул тытĕç. Кунта вĕсем икĕ кун пулĕç. Июнĕн 29-мĕшĕнче Раççей ислам университетĕнче фестиваль вĕçленет.
 
: 1170, Хаçат: 25 (755)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: