Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хаклă вулакансем! «Суварта» (5№(735) 01.02.2008) эпир таврапĕлӳçĕсемшĕн «САВНĂ ТĂВАН ЕН» конкурс йĕркелени пирки пĕлтернĕччĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, анчах конверт çине конкурс ятне çырнă çырусем редакцие килмерĕç. Сăлтавĕ мĕнре-ши? «Савнă тăван ен» пуçланни çинчен сиссе юлаймарĕç-ши çынсем е алла ручка тытса çуралса ӳснĕ тавралăха юратни çинчен ыттисене çырса пĕлтерме вăтанаççĕ? «Йӳккел историйĕ çинчен çырсан мĕнле-ши?» – хăюсăррăн ыйтать пĕр хисеплĕ авторăмăр. Паллах, çырмаллах. Эсир çырмасан кам çырĕ? Кӳршĕ-и? Вăл та сирĕн çине шансан?..
Хаклă ентешсем, хисеплĕ вулаканăмăрсем! «Савнă тăван ен» конкурс малаллах пырать. Çырăр, пĕтĕмлетӳсем тума вăхăт пур-ха. Конкурс вĕçленсен çĕнтерӳçĕсене палăртăпăр, парнесем парса хавхалантарăпăр.
 
КАРАСЛĂ КӲЛĔ
1927-1928 çулсенче пысăк ялсенчен нумай поселок уйрăлса тухнă. 1928 çулхи çуркунне Чистай районĕнчи Ишельелĕнчен те 23 çемье хăйсен çурчĕсене пысăках мар ятсăр çырма хĕррине куçарнă. Çырмаран инçе мар Карас Кӳлли (Карасье озеро) вырнаçнăран ял ятне те Караслă Кӳлĕ тесе ят панă. Кӳлли ун чухнех типе пуçланă ĕнтĕ, карас пуллисем те пулман. Тен, çавăнпах пуль халăхра ялăн Караслă Кӳлĕ ячĕ вăраха пыман, хут çинче кăна юлнă. Яла вара Ишельел поселокĕ е каярах колхоз ячĕпе Канаш поселокĕ тенĕ.
Ял йĕри-тавра куçпа пăхса виçейми тӳремлĕх, тыр-пул уйĕсем, кăнтăр енче – улăх-çаран. Вăрман темех çывăх мар, хĕвел тухăç енчен те, кăнтăр енчен те 2-3 çухрăмра. Ял Аксупа Чистай районĕсен чиккинче вырнаçнă. Йĕри-тавра Аксу районне кĕрекен чăваш ялĕсем: Çирĕклĕ, Саврăшпуç, Савгачево, Кивĕ Саврăш, Анат Саврăш, Хĕрлĕ Шур. Çурçĕр енче кăна Чистай районне кĕрекен тутар ялĕсем. Çавăнпа та пирĕн ял-йыш пурнăçра нумай ĕçсене Аксу районĕнчи чăваш ялĕсен çыннисемпе ĕçленĕ, вĕсемпе туслă пурăннă.
Куçса тухнă çемьесем ĕçчен, тăрăшуллă, нумайăшĕ пĕр-пĕринпе тăван-хурăнташлă пулнă. Тĕслĕхрен, Липатовсем – 4, Львовсем, Долговсем 3-шер, Ефремовсем, Никоноровсем – 2-шер çемье, Ивановсем, Кузьминсем, Егомасовсем, Гордеевсем, Волковсем, Титовсем, Степановсем, Николаевсем,Филипповсем.
Çуртсене хире-хирĕç икĕ рет лартса тухнă. Кашни икĕ-виçĕ çурт урлă тăкăрлăксем хăварнă. Пĕр енчипе çырма хĕрне анма ансат пулнă. Унта мунчасем лартнă. Тепĕр енчисене уя тухма, тырă кĕлечĕсене ĕçе çӳреме тесе хăварнă. Яла пит тирпейлĕ тытнă. Унăн икĕ вĕçĕнче те хир хапхисем пулнă. Вĕсене ятарласа çын пăхса тăнă. Тăкăрлăксене те выртма çатанпа карталанă. Выльăх-чĕрлĕх кĕтӳ кĕрсен хире тухайман.
 
ÇĔНĔ ПУРНĂÇ
1929 çул ялта колхоз йĕркеленнĕ. Колхоз ятне «Канаш» тенĕ. Пĕрремĕш председателе Илья Трофимович Долгова суйланă. 1950 çула çитиччен çак должноçра колхоз председателĕсем пулса Алексей Никоноров, Леонтий Иванов, Василий Львов, Иосиф Ефремов, Петр Гордеев ĕçленĕ.
1929 çултах ялтан икĕ çемьене (тăвансене), Павел Степановпа Николай Титовсене, кулак тесе айăпланă. Тĕрĕссипе, ыттисенчен вĕсем те питех уйрăлса тăман. Чăн та, тăвансем пĕрле ял хуçалăх машинисем: плуг, жнейка, лобогрейка колхоза кĕриччен илнĕ пулнă. Çавăншăн вĕсене ялтан ăсатнă, ял хуçалăх инвентарьне, çурчĕсене, выльăхĕсене колхоза илнĕ.
1936 çулта колхоза трактор панă. Техникăна илме Нурлата пĕртăван Павелпа Дмитрий Степановсем (вĕсем малтан ятарласа тракторпа ĕçлеме вĕреннĕ) кайнă.
1937 çулта колхоз тыр-пул акса пысăк тухăç илнĕ. Çĕр ĕçченĕсене те ĕç кунĕшĕн аванах тырă панă. Халăхпа калаçса колхоз çав çул тырă сутса çил арманĕ тума йышăннă. Арман тума вĕрентекенĕ Анат Саврăш çынни пулнă. Армана хута ярсан Микуле (çапла чĕннĕ ку чăваша) колхоз ĕне панă.
Арман лайăх ĕçленĕ, колхоза пысăк тупăш панă, мĕншĕн тесен пур ялсенче те арман пулман. Çăнăх авăртма тавра ялсенчен пирĕн яла килнĕ. 1963 çулта асар-писер çил-тăвăл вăхăтĕнче арман çуначĕсене çыхса хунă вĕренсем татăлнă та пуш чул çаврăннипе вут тухса арман çунса кайнă. Халăхшăн, хуçалăхшăн ку пысăк çухату пулнă.
 
ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕМ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан 36 çын хутшăннă. Вĕсенчен 16-шĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă, хыпарсăр çухалакансем те пулнă. Фронтран пиллĕкĕшĕ аманса таврăннă.
Вăрçă вăхăтĕнче ялта юлнисене те çăмăл килмен. Вăйпитти арçынсен вырăнне вĕсен çитĕнсе те çитмен ывăл-хĕрĕсем, арăмĕсем, ватăлнă ашшĕ-амăшĕсем йышăннă. Тыр-пул ӳстернĕ, вăрман каснă, окоп чавнă, торф кăларнă, эмел курăкĕсем, тымарсем пуçтарнă, алса-чăлха çыхнă, тăла-кăçатă пуснă – пур ĕç те фронтшăн, çĕнтерӳшĕн пулнă. Ял халăхĕ çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та, яла эвакуациленĕ çынсем килсен мĕн пуррине вĕсемпе пайланă.
Вăрçă хыççăн 1946 çулта ялта лайăх ĕçленĕ çынсене, çав шутра пĕве çитсе пыракан яш-кĕрĕме те (пурĕ сакăр çынна) «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Кайран та çак медале сахал мар çын тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман. Çапах та Аслă çĕнтерӳ хăвачĕ ял халăхне хавхалантарнă.
 
ĂНĂÇСĂР РЕФОРМА
1950 çулсенче пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăк колхозсем йĕркелеме тытăннă. Пирĕн «Канаш» колхоза та «Пятилетка» колхозпа пĕрлештерсе «Чапаев» ят панă. Ялтан лашасене, тырă кĕлечĕсене, тимĕрçĕ лаççине Ишельелне куçарнă. Ялта ĕç юлман, çынсен Ишельелне çӳреме тивнĕ. Ӳссе çитнĕ хăш-пĕр яш-кĕрĕм салтака кайсан çак сăлтавпах яла таврăнман, теприсем вĕренме кайнă çĕрте юлнă. Ку тапхăр ял саланма тытăннин пуçламăшĕ пулнă.
1957 çулхи март уйăхĕнче каллех темиçе колхоза пĕрлештерсе пысăк «Алга» совхоз йĕркеленĕ. Колхозниксем рабочисем пулса тăнă, ĕçшĕн укçа илме пуçланă. Вăл вăхăтра та халăх пурнăçне çăмăллатакан реформăсем те, йывăрлатаканнисем те пулнă. Ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатас, хула çыннисен пурнăçĕпе танлаштарас тесе халăхсен ĕнисене пурне те совхоза пуçтарчĕç çав çул. «Çăмăл» пурнăç пуçланчĕ. Ачасене çитерме сĕт, çăкăр илме кӳршĕ яла – Ишельелне – çӳреме тытăнчĕç çынсем. Ирхине черет йышăнаççĕ, каçпа тин сĕтпе, çăкăрпа киле таврăнаççĕ. Çу, хăйма, турăх çинчен сăмах та пулман, вĕсене сутмастчĕç. Тата та пурнăçа «çăмăллатма» пахчасене касрĕç, каснă лаптăксенче армути, пиçен ӳсетчĕ. Юлнă выльăхсене çӳретмелли çĕрсене сухаласа пĕтерчĕç.
Ĕçлеме вĕреннĕ ял халăхне пилĕк-ултă çултан ку «çăмăл» пурнăç тăрантарса çитерчĕ. Хуллен ĕнесем илме, каснă пахчасене çĕнĕрен чавса акма тытăнчĕç.
 
МАЛАШЛĂХА – ШАНЧĂКПА
Л.Брежнев саманинче халăх çăмăлрах пурăнма тытăнчĕ. Ялта чаплă çуртсем лартма тытăнчĕç, мотоциклсем, телевизорсем туянма пуçларĕç. Велосипедсем кашни çуртрах темиçе те пулнă. Малашлăх шанчăклăрах пек туйăнма пуçларĕ халăха. Ялта ачасем нумайланчĕç. Праçниксене те чаплăрах ирттерме тытăнчĕç. Ялăн чиркӳ праçникĕ – Куçма – Тименчĕ. Ку праçнике яла нумай хăнасем килетчĕç. Ваттисем икĕ-виçĕ кун хăнасене чыслатчĕç.
Мăнкун, Çĕнĕ çул, Кивĕ Çĕнĕ çул, Çăварни уявĕсене ваттисем те, çамрăксем те йăла-йĕркене пăхăнса илемлĕ ирттеретчĕç. Мăнкуна çуртсене тирпейлесе, тасатса, тĕрленĕ алшăллисемпе, çыхнă чӳрече каррисемпе, тĕрленĕ минтер пичĕсемпе илемлететчĕç.
Çемьере çитĕннĕ хĕрĕн, çĕнĕ кинĕн алă ĕçĕсене ял халăхĕ курса хак панă, хĕрĕн, кинĕн ăсталăхне, тирпейлĕхне кăтартнă ку йăла.
Çĕнĕ праçниксем те ирттеретчĕç ялта: Маевка, Сабантуй. Унта вара çамрăксем пур енчен те хăйсене кăтартатчĕç: кĕрешетчĕç, чупатчĕç, тăршшĕне, çӳллĕшне сикетчĕç, турник çинче ăсталăхне кăтартатчĕç.
 
ĔÇРЕ ТЕ, СПОРТРА ТА МАТТУР
Пирĕн пĕчĕк кăна ялăн ачисем пур енчен те хăйсен ăсталăхне кăтартнă. 60-мĕш çулсенче пирĕн ял каччине Павел Кузьмина велосипедпа тавра ялсенче çитекен çукчĕ. Ун хыççăн районти Акатуйсенче велосипедпа пĕрремĕш килекен Геннадий Степановччĕ. Степанов – йĕлтĕрпе те 1-мĕш разрядлă спортсменччĕ. Валентин Долгов спорт мастерĕ, вара биатлонпа, йĕлтĕрпе Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те палăрнă. Унăн тăванĕ Татьяна Долгова та республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнатчĕ. Виталий Ефремов ялсем хушшинче иртекен ăмăртусенче чупса, сиксе, турник çинче нумай çул пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Унăн хĕрĕн Раисан Трофимовăн (Ефремовăн) йывăçран каскаласа хатĕрленĕ ĕçĕсене Тюмень облаçĕнчи Лангенасра, Чистайра ал ăстисен куравĕнче тивĕçлĕ хак панă.
Пирĕн ялта клуб çуккипе каччăсем Ишельелне çӳретчĕç. Хĕрупраçсем ялта хăюллах пулман. Çĕрĕ-çĕрĕпе юлташĕсемпе пуçтарăнса ал ĕç тунă. Качча кайиччен хĕрĕхшер алшăлли тĕрлекен хĕрсем пурччĕ ялта. Акулина Львовăн унтан та нумайччĕ.
Каярахпа хĕрсем те хăюллана пуçларĕç. Ишельел клубне кинона çӳретчĕç.
Ялта купăсçăсем килĕренехчĕ. Çавăнпа та праçниксене, туйсене пит илемлĕ ирттеретчĕç ялта. Чи вăйлă купăсçă ĕлĕкрех Гурий Долгов тете пулнă, каярахпа Илья Долгова çитекенни çукчĕ.
 
ЙЫВĂРЛĂХПА ПИÇНĔ ЫВĂЛ-ХĔР
... Ялта шкул 1930 çултах уçăлнă. Саврăшпуçĕнчен кулак тесе айăпланă Александр Пикмуллин çуртне сӳтсе килсе шкул лартнă. Пĕр пӳлĕмччĕ шкулăн, пӳрт умĕ пурччĕ. Тăватă класс ачисем пурте пĕр пӳлĕмре пĕрле вĕренетчĕç. Вĕсене пĕр учитель вĕрентетчĕ. Учительсем çаксем пулнă: А.Н.Коновалов, А.А. Иванова, М.С.Константинова, К.С.Синдимирова, В.Н.Редискина, Р.Н.Степанова, Т. Д.Иванова.
Вĕренӳ пирĕн ял ачисене çăмăл парăнман. Тăватă класс пĕтерсен виçĕ çухрăмри Анат Саврăша çӳренĕ, вăтам шкул пĕтерес тесен Кивĕ Тутар Этемшӳне, Аксăва çӳреме тӳр килнĕ. Аксу пиртен 30 çухрăм ытла.
Çапах та ял ачисем аптăраса ӳкмен. Аслă пĕлӳ илекенсем аллăмĕш çулсенчех пулнă. Чи малтан Павел Васильевич Львов институтра математика факультетне пĕтернĕ. Пит тăрăшса вĕрентетчĕ ачасене. Львовсен, Липатовсен çемйисенче ачасем математикăна лайăх пĕлетчĕç. Хĕрсенчен пĕрремĕш аслă пĕлӳ илекенни – Н.Ефремова. Каярахпа вара аслă пĕлӳ илекенсем пайтах пулнă.
Ялтан офицерсем те тухнă: С.Титов полковник, Д.Егомасов подполковник, А.Львов майор (çар офицерĕсем); Г.Степанов, С.Ефремов, И.Долгов подполковниксем, И.Степановăпа С. Никоноров майорсем, З.Долгов, Г.Долгов, И. Липатов капитансем (шалти ĕçсен уйрăмĕн офицерĕсем).
 
ШĂПЛАННĂ ЯЛ
1970 çулта 4 класлă шкула хупсан ял тепĕр хут саланма тытăнчĕ. Ача-пăчаллă çемьесем хăшĕ Ишельелне пурăнма куçрĕç, хăшĕ çурчĕсене пăрахсах аякка кайрĕç. Ялта ваттисем кăна юлчĕç, вĕсем те пĕрин хыççăн тепри ку тĕнчерен уйрăлчĕç. Ӳссе пыракан çамрăксем хуланалла кайса пычĕç. Ялта пенсие тухиччен ĕçлекенсем кăна юлчĕç: ĕмĕрне тракторист пулса ĕçленĕ Ваççук тете Липатов, Долгов Гури тете, фермăра ĕçлекен Минисса Долгова, вăрçă ветеранĕ Иван тете Титов.
2006 çулхи кĕркунне юлашки çурт хупăнчĕ. Гурий Долгов тетен çемйи Лайăш районне хĕрĕпе кĕрӳшĕ патне куçса кайрĕ. Кермен пек çурчĕ пушанса юлчĕ.
Пушă çуртсем халĕ те пур-ха ялта. Çуркунне çитсен улма йывăççисем,чие, ирга, палан, пилеш, çĕмĕрт йывăççисем çеç ним пулман пекшап-шурă чечекре, çирĕксем кашласа лараççĕ. Пыл пек панулмисене те пуçтаракан çук, курăк çинче çĕреççĕ.
Апла пулин те Троица праçникне шăпланнă ялăн çыннисем кунтах пуçтарăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсене хисеплесе, ваттисен йăлипе масар çине каяççĕ, асăнаççĕ.
Кайран кашни хăй çуралса ӳснĕ çурт вырăнĕ патне пырать. Çак самантра иртнине аса илсе кашнин чĕри сассăр макăрать.
Халăх темиçе çул каяллах 2008 çулта Троицăра ялăн 80 çулне паллă тума шутланăччĕ. Ял çук ĕнтĕ халь. Çапах та тăван çĕршыв хăй патнех туртать çав. Савăнăçлă тĕлпулу пултăр сире, ял-йышсем!
 
: 1945, Хаçат: 25 (755)

Комментарисем:

Геннадий Петров (2013-06-27 17:02:39):
Вулама усăллă. Ишельел ют ял мар, кукаçей-кукамай çавăнтан .Каярах посёлкине куçнă. Анне тĕнчене тухса каиччен Канашра( Караслă кÿлĕ) пурăннă. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем (Львовсем) çулсерен çимĕкре тăван вырăнне килсе каяççĕ.

тупата (2013-07-09 18:10:33):
Шупашкарти паллă журналист Тимĕр Акташ çак Ишельел ялĕнче çуралса ÿснĕ пулмалла. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Шупашкарта иртнĕ.

Г. (2017-01-07 13:59:06):
тупрăм ак ...

Г. (2017-02-10 15:05:35):
тупрăм ак ...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: