Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çимĕк уявĕ юлашки çулсенче тата тепĕр ырă йăлана çаврăнчĕ. Темиçе çул каялла шкул пĕтернисем пĕрле пуçтарăнаççĕ çав кун. Шкулпа сывпуллашнăранпа вунă çул иртнĕ-и, çирĕм-и, вăтăр-и – пĕлтерĕшлех мар. Ачалăха, яшлăха пĕрле ирттернĕ тус-юлташсемпе юнашар ларса шухăшра та пулин шкул çулĕсене каялла таврăнни хăй мĕне тăрать. Республикăри ытти вун-вун шкул пекех, Çĕпрел районĕнчи Матакри вăтам шкул та хăй вĕренекенĕсене хапăлласах йышăнчĕ. Юлашки шăнкăрав вăтăр çул каялла янăранисен уявĕ пулчĕ вăл. Сăнпа, кĕлеткепе 1978 çулхинчен самай улшăннă пулин те вĕсем чунра çаплах вун çиччĕре. Шкул çулĕсене, хăйсемпе пулнă мыскарасене, хăçан-тăр юрланă юрăсене тата ыттине аса илме чĕнсе янăранă йĕс шăнкăрав сассине илтсен пурте пăлханчĕç пуль тетĕп. Ара, вăл иртсе кайнă ачалăхăн, яшлăхăн хаваслă сасси-çке!
1968-1978 çулсенче вĕреннĕ ентешсемпе шкул çеç мар, пĕтĕм ял, район мăнаçланать. Вĕсен йышĕнче кам кăна çук: пултаруллă учительсем, спорт мастерĕсем, çар çыннисем, милици, Фемида ĕçченĕсем... Пĕр сăмахпа, вулама-çырма пуçласа вĕрентнĕ пĕрремĕш учитель В.П.Несина, класс руководителĕ пулнă З.Н.Барышова тата ытти учительсем акнă пĕлӳ вăрлăхĕ çĕре ахаль ӳкмен.
Шкул пĕтернĕренпе 30 çул иртнĕ пулин те, нумайăшĕ халĕ те тăван шкулпа çыхăнăва татмасть, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. РФ ФСБ управленийĕн начальникĕн çумне, техника наукисен кандидатне, Раççейĕн правăпа хăрушсăрлăх енĕпе тава тивĕçлĕ академикне, Валерий Кузнецов генерал-лейтенанта тав тума сăмах та çитмест. Вăл – кунта вĕренекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх. Манмасть Валерий Поликарпович хăйĕн çитĕнекен ентешĕсене: лайăх вĕренекен, спортпа туслă яш-кĕрĕме çар училищисене вĕренме кĕме пулăшать. Иртнĕ çул вĕçĕнче спорт инвентарĕ туянма, компьютер класне çĕнетме çĕр пин тенке яхăн укçа та уйăрнăччĕ. Тĕлпулура та тăван шкулăн пуласлăхĕ çинчен сăмах хускатмасăр чăтаймарĕ вăл: «Шкулăмăр тата нумай-нумай çул лартăр тесен ăна юсама пулăшасчĕ»,– терĕ. Шкул пĕтернисене саламлама килнĕ Çĕпрел район администраци пуçлăхĕн çумĕ В.Шадриков та унпа килĕшрĕ.
Шухăшлани, палăртни пурнăçа кĕрсен тăван шкулăн юбилейĕ тĕлне мĕнле пысăк парне пулĕччĕ. Матакри пĕлӳ çăлкуçĕ кăçал 145 çул тултарать. Кĕскен унăн историйĕ çапларах: арçынсен пĕрремĕш училищи çак ялта 1863 çултах уçăлнă, унта 28 арçын ача пĕлӳ пухнă. 1896 çулта вара Иван Яковлевич Яковлев пулăшнипе чиркӳпе прихут шкулĕ йĕркеленнĕ. 1966 çултанпа вăл вăтам шкул шутланать. Хальхи вăхăтра виçĕ хутлă капăр шкулта 136 ача пĕлӳ пухать. Шкулăн директорĕ – В.П.Мердеев.
Кунтан вĕренсе тухакан кашни класс хăй хыççăн йĕр хăварма тăрăшать. 30 çул каялла шкулпа сывпуллашнисем те акă тăван шкула асăнмалăх хăйсен класĕн стендне, хитре картина тата микрофонсем парнелерĕç. В.Кузнецов генерал-лейтенант вара шкул музейĕн экспоначĕсем çумне тата «Блеф» старт пистолечĕ хушрĕ.
Тепĕр самант шкул историйĕнче паллă вырăн йышăнасса иккĕленместĕп. 1978 çулта вĕренсе тухнисем шкула тата яла ĕмĕр асăнма шкул пĕтерекенсен аллейине пуçарса пĕрремĕш йывăçсем – кăвак чăрăшсем (вĕсене ятарласа Ульяновскри питомникран кӳнĕ) – лартрĕç. Çак шкула пĕтернĕ тата пĕтерекен кашни класа асăнмалăх йывăç лартма сĕнчĕç вĕсем, чăрăшсене куç пек упрама шкул директорне В.Мердеева хушрĕç.
Çапла вара 145 çулхи шкулăн ĕмĕрĕ тата та вăрăм пултăрччĕ-ха, ăна вĕренсе тухакансен аллейи тĕрлĕ йывăçпа вăрман пек кашласа сивĕ çил-тăманран хӳтĕлетĕрччĕ.
 
: 1475, Хаçат: 25 (755)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: