Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 5-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тавралăха хутĕлемелли кун. Пĕлтĕр çак кун журналистсем Хусан хулинчи экологи лару-тăрăвĕпе сăнавсем ирттернĕччĕ. Хусансене чи малтан сывлăш, шыв пахалăхĕ, çӳп-çап тата ытти интереслентерет. Кăçал та çавăн пек сăнавсем иртрĕç. Мĕнлерех улшăнусем пулни çинчен лайăххипе япăххине çырса кăтартатпăр.
Япăххи:
Самосыровăри çӳп-çап купи икĕ хутчен çунчĕ. Пĕрремĕшĕ – пĕлтĕр, август уйăхĕнче, тепри – кăçал апрельте мăкăрланчĕ.
Çӳп-çап нумайланчĕ. Тутарстан Республикинчи Ростехнадзор управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çӳп-çап пуçтарассин хăвăртлăхĕ ӳснĕ: ÇКХра 20 процента, энергетикăра 30 процента, хими промышленноçĕнче 700 процента. Раççейпе танлаштарсан та Тутарстанра çӳп-çап пухăнасссин калăпăшĕ 1,5 хут пысăкрах.
Срокран тухнă пестицидсемпе ядохимикатсене Тутарстан территорийĕнчен кăларассин ыйтăвне те хальлĕхе пĕтĕмпех йышăнман-ха. Паянхи куна 132 тонна юлнă.
РФ Шыв кодексĕ вăй илчĕ. Законпа килĕшӳллĕн халĕ шыв сыхлавĕн тăрăхĕпе усă курма чарусене сахаллатнă. Тĕслĕхрен, çурт-йĕр лартас пулсан, çыран хĕрринчен малтан 50-ран пуçласа 500 метр пулмалла, халĕ чи нумаййи те 200 çеç хăварнă.
«РФ Хула строительствин кодексне улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕртесси çинчен» çĕнĕ Федераллă закон тăрăх, кирек мĕнле объект лартсан та, çав шутра атом станцийĕсене, металлурги завочĕсене е нефть çулĕсене экологи хăрушлăхĕн паллине кăтартмасăрах тума пулать. Экологи экспертизи вара патшалăхăннисен шутне кĕнĕ.
Казанка юхан-шывĕн çыранĕ хĕрринче васкавлă пулăшу больницине тума пуçланă, анчах та шăп çак вырăнта, экологсем тахçантанпах «Казанка утравĕсем» ландшафт паркĕ тума палăртса хунă пулнă.
2007 çулта кăна Хусан таврашĕнчи ешĕл зона 25 процентран 10-15 процента çити чакнă. Уйрăмах юханшывсем хĕррине «пуянсем» çуртсем лартнă.
Хăçан-тăр Çĕнĕ Савиново районĕнче 77 шыв-шур объекчĕ пулнă. Вĕсенчен юлашки виçĕ çулта кăна çирĕмĕшне хупласа хунă.
Лайăххи:
Пысăк тата Пĕчĕк Чуйково кӳллисене хăт кӳртнĕ. Шыв-шурсене шапа пăттинчен тасатнă. Çыран хĕрринчи чăтлăхсене кăкланă. Çулсем туса саксем лартнă. Кăтарту лаптăкĕ туса фонтан вырнаçтарнă.
Çӳп-çапсене сортламалли икĕ станци тума пуçланă (вĕсенчен пĕрне, Васильченко урамĕнчине хута янă ĕнтĕ). Тата Авиастроительнăй районĕнчи икĕ çĕнĕ полигон тăвасси пуç çинче тăрать.
«Горводзеленхоз» МУП ĕçченĕсем 2007 çулта Хусанта 20100 йывăç лартнă, вĕсем ӳсеççĕ. 2008 çулта та 20128 йывăçпа 20250 хыр калчисем лартнă.
Хулара çаплах шыв-шурсен объекчĕсемпе йывăçсен инвентаризацийĕ пырать. Çак ĕç хыççăн ăсчахсем реестр тусан кашни объектăн экологи паспорчĕ пулать.
Аслă классен хушшинче шыв проекчĕсен Раççейри наци конкурсĕнче «Хулари юханшывсене хăварасси тата çĕнетсе тирпей кӳресси» проектпа пĕрремĕш вырăна Хусан ачи Алексей Шинкарев йышăннă. Вăл Стокгольмра Халăхсем хушшинчи çамрăксен шыв конкурсĕнче Раççей чысне хӳтĕлĕ.
 
: 1234, Хаçат: 25 (755)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: