Ĕмĕртен çул çуккипе, ĕçкĕпе тарăхакан Раççейĕн тата тепĕр пуç ыратăвĕ – çӳп-çап – хушăнчĕ. Юлашки вăхăтра упаковкăсем ( хытă хутлă ещĕксем, пластик савăтсем тата ытти те) ытла нумайланса кайнипе халăх ăна ниçта хураймасть, чылай çĕрте ятарлă полигонсем, санкциленĕ свалкăсем çуккипе е кулленхи каяша турттарассине йĕркелеменнипе çӳп-çапа улах вырăнсене, çырма-çатрана тултарать.
Тĕрĕссипе, ĕçе тĕрĕс йĕркелесен çӳп-çапран та уссине курма пулать-мĕн. ТР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ А.Садретдинов каланă тăрăх, республикăра апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен пынă территорие тирпей кĕртес енĕпе санитарипе экологин икĕ уйăхлăхĕ вăхăтĕнче пĕр уйăхрах 8 тонна хытă хут, 3 тонна пластик савăтсем тата 6 тоннăна яхăн тимĕр-тăмăр пуçтарса кирлĕ çĕре янă. Мĕнех, ку «пуянлăх» пирĕн, чăн та, калама çук нумай. Чи хăрушши вара – эпир ăна «çӳлтен» хушмасăр пуçтарманни. Юрать-ха, кашни çуркунне территорие тасатассипе республикăра икĕ уйăхлăх иртет. Кăçал, тĕслĕхрен, республика субботникне пурĕ 386,5 пин çын хутшăннă, 21 пин йывăçпа тĕм лартнă, 40,285 кубла метр çӳп-çап пуçтарнă, ăна 2577 техника турттарнă.
ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетĕнче икĕ уйăхлăха пĕтĕмлетрĕ. Шел те, ку енĕпе савăнмалли питех çук. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем, санкцилемен свалкăсем тата ытти çитменлĕхсем сахал мар. ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви ытти ведомствăсен сотрудникĕсемпе пĕрле икĕ уйăхлăх вăхăтĕнче рейдра 6206 объекта тĕрĕсленĕ хыççăн йĕркене пăснă 5897 тĕслĕхе шута илнĕ, 6833 протокол çырнă, пĕтĕмпе 10476,6 пин тенкĕлĕх штраф тӳлеттернĕ. Санкцилемен свалкăсем те сахал мар – 1999 (пĕтĕмпе 324 гектар). Вĕсенчен чылайăшĕ харпăр çуртсем, сад юлташлăхĕсен çывăхĕнче вырнаçнă.
ТР Премьер-министрĕ патĕнче иртнĕ лару хаççăн ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин патшалăх инспекторĕсем санитарипе экологин икĕ уйăхлăхĕ вăхăтĕнче полигонсен шайне, кулленхи каяшсене тăкмалли, хупламалли технологисене мĕнле пăхăннине çирĕппĕн тĕрĕслеме тытăннă. Анчах каллех çитменлĕх – республикăн чылай полигонĕ çак тĕп правилăсене пăхăнмасăр хăйсем тавралăха сиен кӳреççĕ-мĕн.
ТР Президенчĕн М.Шаймиевăн хушăвĕпе районсене выльăх-чĕрлĕх масарĕсем тума республика бюджетĕнчен самай укçа уйăраççĕ пулин те ку енĕпе те пур çĕрте те йĕрке çук иккен. Апла-тăк, Çĕпĕр язви чирĕ сарăлас хăрушлăх та пысăк. Икĕ уйăхлăха пĕтĕмлетнĕ май, ТР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ А.Садретдинов республикăн ларăва хутшăннă министерствăсемпе ведомствăсен, муниципаллă районсен представителĕсене çак йĕркесĕрлĕхсене пĕтерме çирĕппĕн каларĕ. Республика ку енĕпе укçа-тенкĕпе те пулăшасса шантарчĕ. «Пирĕн ĕç икĕ уйăхлăхпа кăна вĕçленмест. Районсене çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашăпăр. Çӳлерех асăннă çитменлĕхсене 2008-2009 çулсенче йăлтах пĕтермелле пирĕн»,– терĕ.