Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çимĕк – çуллахи сиплĕ вăхăтри таса уявсенчен пĕри, ваттисене асăнмалли кун.
Уяв ячĕ «çиме» тенинчен тухнă. Çимĕкре вилнисене пĕрле апатланма, ĕçме-çиме чĕнеççĕ, масар çине кайса ăсатаççĕ. Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕслĕ кĕпçе çимелле, çичĕ хут шыва кĕмелле, пусма ларнă çичĕ чăх курмалла. Çимĕкре çаплах яш-кĕрĕм вăрмана кайса турат касса килнĕ.
Ваттисене çулталăкра тăватă хут асăннă чухне пĕр йышши кĕлĕсемех каланă. Çав вăхăтрах Çимĕкĕн те, Юпан та хăйсене тĕрлĕ сăмахлăхĕ пур. Тĕрĕссипе, кашни йăлан мĕнле те пулин хăйĕн кăна кĕлли-сăмахĕ палăрать.
Çимĕк – кил-йышпа, тăвансемпе ирттерекен йăла. Мăнкун хыççăн çичĕ эрнерен. Ваттисем киле пухăнса, кăмака сакки çине ларса – килте, кăнтăрла иртсен масар çинче хăналаннă. Ĕлĕк тăван-хурăнташа çăва çине масар-масарăн, кашни йăх-несĕлне уйрăм кĕтесне пытарнă. Çавăнпа мĕнпур тăвана пĕр çĕре пухăнса ăсатма меллĕ пулнă. Православи тĕнĕ килнĕ хыççăн çынсене тĕрлĕ çĕре пытарма пуçланă, вара ваттисене асăнма ку чухне темиçе масар çине çитме тивет.
Çимĕке вырăссен Троициччен малтан ирттернĕ. Уяв тĕлне сăра вĕретнĕ. Уяв кунне ирхине икерчĕ, çăмарта хăпартни пĕçернĕ, сĕт вĕретнĕ. Кăнтăрлахи апата тăвансене пухнă та пĕр-пĕрин патĕнче хăналанса «ĕрет хывнă». Вилнисене асăннă, икерчĕсене тĕпретсе кашни вилнĕ тăвана ятран уйрăммăн çапла каланă:
– Асатте пехил ту!
Пухăннă татăксене кил хапхи çумне тухса тăкнă. Унтан вара пĕтĕм тăвансем масар çине каяççĕ. Унта çăмарта хăпартни, çăкăр, сăра илеççĕ. Кашни çемье хăйĕн тăванĕ патне ларать. Ачасене вилнисен пуçĕ вĕçне лартаççĕ. Кĕлĕсем калаççĕ:
Эй, Турă, çак ватăсем пире пиллесе вилнĕ, вĕсем канлĕхре пулччăр. Мĕн айăпа кĕнĕ, айăпран хăтăлччăр. Мĕн ĕç туса çылăха кĕнĕ, çăлăнччăр. Атте Турă, вĕсем санăн аллăнта, чăнлăхра. Канлĕхлĕ вырăнта, çӳлти патшалăхра пулччăр. Йывăр тăпри çăмăл пултăр! Эпир сире вăхăтпа асăнатпăр, эсир те пире вăхăтсăр ан асăнăр. Эпир ĕнтĕ сире сума суса çăкăрпа, çимĕçпе асăнатпăр, эсир те пире вăхăтсăр ан асăнăр.
Кĕлĕ хыççăн апатланма пуçлаççĕ. Çăкăр татăкĕсене пуç юпи (хĕрес) патне хываççĕ.
Масар çинчен киле таврăннă чухне вилнĕ çынсене ячĕсенчен калаççĕ:
... (вилнĕ çынсен ячĕсем), халĕ сире асăнма килтĕмĕр, тепĕр çулччен ан тухăр, пире, пирĕн ача-пăчамăрсене хĕн-асап парса ан çӳрĕр, выльăх-чĕрлĕхе хĕн-асап ан парăр.
Çимĕк эрнин пĕрремĕш кунне Аслă Çимĕк тенĕ, юлашкине – Кĕçĕн Çимĕк.
Çимĕкпе Çинçе (çу пуçламăшĕнчи илемлĕ вăхăт, ял çыннине канма уйăрнă икĕ эрне) вăхăчĕ ача-пăчапа яш-кĕрĕмĕн вăййисен тапхăрĕпе пĕр килет. Вăйăсем виç-тăватă эрне пыраççĕ, хĕр парса хĕр илесси те вăйă вăхăтĕнче пулса иртет. Питравккара вара вăйă калама пăрахаççĕ.
 
: 1095, Хаçат: 24 (754)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: