Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра Чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленсе кайнăранпа аванах вăхăт иртрĕ. 2004 çултанпа вара хăйне евĕрлĕ ĕç пуçланчĕ. Кашни районта Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçисене суйласа хучĕç. Кирек мĕнле мероприяти ирттерес пулсан та, хуть те мĕнле ыйтупа та вĕсем патне тухма тивет. Лешсем вара нихăçан та хирĕçлемеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Журналистсене те кĕтсе илсе районпа паллаштараççĕ.
Çак тăватă çул хушшинче кашни ЧНКЦ ертӳçипе тĕл пулса, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе çывăх паллашма тӳр килнĕ. Кашнин çинчен тенĕ пек «Суварта» çырса, вĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатса панă.
Паян эпир Элмет районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçин Инна Ивановна Альмуковăн хăйне евĕрлĕ пурнăçĕпе паллаштаратпăр.
Инна Ивановна Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ паян кун та вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçлет-ха. Шкул пĕтерсен ют çĕре тухса кайма васкаман çамрăк хĕр. Ялта, библиотекăра ĕçлеме пуçланă. Ара, вĕренме ăна ĕçленĕ вăхăтра пит лайăх пулать-çке? Инна та çав çулпа каять. 1995 çулта Хусанти культурăпа искусствăсен институтĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухать. Библиотекăра çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн Патраклă шкулне вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса вырнаçать. Мĕн тăвас тетĕн, улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççĕ. Тăхăр çул ачасене вырăс чĕлхипе хитре калаçма тата çырма вĕрентет вăл. Çук, учительте тăрăшнипе çеç мар, Инна Ивановнăна вырăнти хăйтытăмлăх канашĕн пуçлăхĕ пулма сĕнеççĕ. Çапла 2000 çултанпа паянхи кунччен вăл Патраклă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ял çыннисемпе килĕштерсе ĕçлет.
– Инна Ивановна, эсир ертсе пыракан хăйтытăмлăх канашне миçе ял кĕрет? – интереслентĕм эпĕ.
– Икĕ ял çеç. Патраклă та Пӳсрек, – хуравлать хуçа.
– Мĕншĕн сахал? Ялĕсем пысăк пулнипе-и?
– Икĕ ялта пурĕ 424 хуçалăх шутланать. Вĕсенче прописка тăрăх 1087 çын пурăнать. Икĕ шкул. Пĕринче 9 класс таран çеç вĕрентеççĕ, тепри вара вăтам пĕлӳ параканни. Пĕр ача сачĕ. Унта икĕ ушкăн пĕчĕк пепке çӳрет. Культура çурчĕпе клуб тата фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Вĕсем пурте çĕнĕ.
– Питĕ лайăх. Пĕтĕмпех пур темелле. Апла пулсан çамрăксем те ялтан тармаççĕ?
– Çапла. Ял çамрăкĕсем ĕçлеме урăх çĕре каяççĕ пулсан та кил-хуçалăхĕсем хамăр ялтах. Ачи-пăчисем хамăр ача садне çӳреççĕ, хамăр шкулта вĕренеççĕ. Ĕç пуррисем, паллах, ялта тăрмашаççĕ. Пирĕн ял Элмет хулинчен инçе мар вырнаçнă, çирĕм километрта çеç. Çавăнпа та ĕçе нумайăшĕ унта çӳреççĕ. Автобус та яланах кайса килсе тăрать. Чылайăшĕн машина та пур.
– Сирĕн ялăр халапри пек питĕ хитре, таçтан курăнса ларать. Хитре вырăнĕпе кăна та мар, пӳрчĕсене, хапхисене, хӳмисене тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ сăрăсемпе сăрлани куçа илĕртет. Кашни çурта кĕрсе курас килет. Урамсенче те тап-таса, сип-симĕс курăк ешерет. Тĕп урамра асфальт пур. Ыттисенче – вак чул сарнă. Мĕнле-ха капла, ăçтан çак хитрелĕх? Кам шутланă, кам тăрăшнă?
– Эпĕ сирĕнпе килĕшетĕп. Пирĕн ял питĕ хитре. Ялĕ кăна мар, çыннисем те питĕ сапăр та тарават, ĕçчен те сăпай. Мĕн каланине пĕтĕмпех итлеççĕ, хăйсем те канаш параççĕ. Эпир вĕсемпе пĕр сăмахлă пулса ĕçлетпĕр.
Кунта, паллах, тĕлĕнмелли çук. Элмет районĕнче 37 ял хутлăхĕ хушшинче Инна Ивановна ертсе пыраканни тасалăхпа виççĕмĕш вырăнта пырать. Çавăнпа та ытти çĕрте оптимизаци çинчен сăмах пырать пулсан, Альмуковăна ку пĕрре те хăратмасть.
Çак ĕçре вăл ăста, пысăк пĕлӳллĕ ертӳçĕ пулнине ĕçлеме пуçласанах калама пулать, паллах. Малашне те профессионаллăхне лайăхлатса пыма тăрăшать.
2003 çултан пуçласа 2006 çулччен Инна Альмукова ТР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Представительлĕ власть органĕсен кадрĕсене хатĕрлекен республика шайĕнчи курссене иртнĕ, ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин институтĕнче квалификацие ӳстернĕ. Çитменнине тата ТР Правительствин грантне илнĕ хыççăн пĕр уйăх Германире Менеджмент академийĕнче пĕлӳ пухнă.
– Инна Ивановна, мĕн калама пултаратăр эсир нимĕçсем патне кайса килнĕ хыççăн?
– Унта вĕренме кайса эпĕ Европа курса килтĕм. Унта курнине нихăçан та манас çук. Чи интересли – унта çын пĕрремĕш вырăнта тăрать. Тĕрĕссипе, унта пурăнакан çынсен проблема çук. Тĕрлĕ енлĕ налог тӳленĕ хыççăн та юлнă укçи тем тума та çитет, – савăнăçлă сасăпа каласа парать Инна Ивановна. – Эпир унта экологи ыйтăвĕсене татса пама вĕренсе килтĕмĕр. Унтан таврăнсан темиçе кун «картана кĕреймерĕм».
Çук, ун чухлĕ пĕлӳ илнипе кăна çырлахмасть-ха пуçлăх. Иккĕмĕш аслă пĕлӳ илме шутланă. Халĕ вăл Саратов хулинче Патшалăх службин Атăлçи академийĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет.
Тивĕçĕсем те сахал мар. «2005 çулта чи лайăх муниципаллă служащи» республика шайĕнче иртнĕ конкурсра диплома тивĕçнĕ. «2006 çулта чи лайăх муниципаллă служащи» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн лауреачĕ. Тата Патраклă ял хутлăхĕн депутачĕ.
Кунпа вĕçленмест-ха унăн тивĕçĕ. Кăçал, февралĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Инна Ивановна «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Элметри управленийĕн ертӳçи пулса ĕçлет.
Кунта шухăшланипех, çырса пынипех пуç çаврăнса каять те, ĕçлеме мĕнлерех-ши? Çăмăл мар, паллах.
Апла пулсан та Инна Ивановна хăçан та хитре кулăпа, савăнăçлă куçпа çынсене кĕтсе илет, ĕçлет.
Çемйи çинчен çырас пулсан, хальхи пурнăçпа нумай ачаллă анне темелле. Унăн виçĕ хĕр. Асли Галина, шкул пĕтернĕ ĕнтĕ, ĕçлет. Вăтамми – Инига, 7-мĕш класра вĕренет. Кĕçĕнни, Ианта, виççĕ пĕтерчĕ. Питĕ маттур та ĕçчен хĕрĕсем. Амăшне хунă пулмалла.
Инна Альмукова хĕрĕхрен каçнăскер кăна-ха, шел пулин те паянхи кун мăшăрсăр пурăнать. Мăшăрĕ Алексей чĕре чирне пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă.
Çапах та пурнăç пырать, ачасем ӳсеççĕ, халăх ăна юратать, хисеплет. Чăваш наципе культура центрĕн ĕçĕсене те хаваспах туса, аталантарса пырать. Тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Сăмах май, июнĕн 28-мĕшĕнче шăп çак ялта «Учӳк» иртет. Инна Ивановна çак уява мĕнпур чăвашсене хăнана чĕнет.
 
: 1257, Хаçат: 24 (754)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: