Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТАКА 21.III – 19.IV
Çăлтăрсем Такасене сывлăх çине тимлĕх уйăрма хушаççĕ. Вăй-хăват иксĕлсе пынине хăвăр та туятăр ĕнтĕ. Шала кайнă чирсем те хăйсем çинчен аса илтерме пултараççĕ. Шăнасран асăрханăр. Апла пулин те пăшăрханма кирлĕ мар, пурнăçра йăлт лайăх пулать.
 
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Ĕçре проблемăсем нумайланса кайнă. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме вăхăт çитнĕ, анчах çакна пуçпа лайăх шутласа тăвăр, йăнăшма пултаратăр. Хирĕçӳллĕ самантсене лăпкăн татса пама тăрăшăр. Çемьере те çакăн пек лару-тăру сиксе тухасран асăрханăр.
 
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Укçа-тенкĕпе, япаласемпе çыхăннă ыйтусем ума питĕ çивĕч тухса тăрĕç. Сире кивçен тавăрса пама пултараççĕ е эсир хăвăр кама та пулин укçа паратăр. Еткер илессипе, банкран ссуда илессипе çыхăннă хутсене тĕплĕн, яваплăха туйса тишкерĕр. Ултав серепине лекес хăрушлăх пур.
 
РАК 22.VI – 22.VII
Раксен ку эрнере çул çинче ăнать, çынсемпе хутшăнăва кĕме те меллĕ вăхăт. Эсир хăвăрта вăй-хал хушăннине туятăр, ĕçре те, килте те эсир пурне те кирлĕ. Ку савăнтарать. Çавăн пекех çак тапхăр вĕренме, консультаци илме, тăван-хурăнташсемпе тата кӳршĕсемпе тĕл пулма лайăх.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак эрнере эсир хăвăр ăс-хакăла çĕнетме те, ĕçе улшăнусем кĕртме те тăрăшатăр. Эрне таможньăра, банкра тата налог инспекцийĕнче ĕçлекенсемшĕн ăнăçлă иртĕ. Сывлăх хавшанине туйрăр пулсан тӳрех тухтăрсем патне кайăр. Врач хушнине çирĕп пăхăнса пурнăçлăр.
ХĔР 23.VIII – 22.IX
Хальхи романтикăлла çыхăну сире йăлăхтарнă, «ĕлĕкхи» савни шав аса килет. Анчах лару-тăрăва улăштарма ан васкăр, малтан мĕн хыççăн мĕн пулса тухасси пирки лайăх шутлăр.
 
ТАРАСА 23.IX – 22.X
Тарасасене çăлтăрсем ку эрнере юридици ыйтăвĕсене хускатма хушмаççĕ, суда тавăç заявленийĕ пама та тăхтаса тăмалла. Çак вăхăтрах Тараса-студентсен пурнăç ăнать. Сесси те çăмăллăн иртет, вĕрентекенсемпе хутшăнусем те лайăх.
 
СКОРПИОН 23.X – 21.XI
Çăлтăрсем Скорпионсене çула тухма хушмаççĕ. Апла пулин те эсир çав-çавах çула тухрăр пулсан, палăртнă вăхăта ĕлкĕрме маларах пуçтарăнса тухăр. Мĕншĕн тесен çул çинче тытăнса тăма пултаратăр (транспорт ванать-и, çула хупнă-и е тата авари...).
 
УХĂÇĂ 22.XI – 21.XII
Карьерăра çитĕнӳ тума ăнтăлакан Ухăçăсем çак эрнере «картлашкасемпе» самай çӳле хăпарĕç. Пĕр сăмахпа, ĕçре пурте лайăх пулать. Килте вара? Сиртен килет. Канăр, телефон шăнкăртатнине илтмĕш тăвăр, алăкран шаккакансене кĕтсе илме ан васкăр – эсир никама та кĕтместĕр.
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ĕçе юратакан Ту Качакин те хăш чухне канса илес килет. Шăп çакăн пек эрне пулать те сирĕн. Чăн та, сирĕнтен нумайăшĕ «авăнмасăр-вăй хумасăр» хăвăрт кăна пуйса каяс тейĕ, çавăнпах казинона, биржăна çул тытатăр. Анчах çăлтăрсем сире çапла тума хушмаççĕ. Халăхра мĕнле калаççĕ? «Нумай та пĕтет, сахал та çитет».
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 18.II
Юрату фронтĕнче лару-тăру савăнтармасть. Тахçантанпа çыхăну тытакан юратнă çынпа пурнăç шав пĕр майлă пырать пек туйăнать. Хутшăнура çĕнĕлĕхсем çукки савнисемшĕн чăн-чăн проблема пулса тăрать. Сире пĕрлештерекен çĕнĕ интерес шыраса тупма тăрăшăр.
 
ПУЛĂСЕМ 19.II – 20.III
Карьера «пусмипе» хăпарма хăтланни усăсăрах иртет. Тĕрĕс мар хыпар нумай илтĕр эсир, анчах вĕсене тĕрĕслени те лару-тăрăва уçăмлатаймĕ. Çавăнпа çак эрнере сирĕн паттăрлăх кăтартмалла мар, лăпкăн ирттермелле.
 
: 1128, Хаçат: 23 (753), Категори: Гороскоп

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: