Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 9-мĕшĕнче «Универсиада –2013» ятпа «Хусан-Брюссель» марафон старт илчĕ. Марафонецсен хушшинче чăваш каччи, спорт мастерĕ, Раççей чемпионĕ Алексей Сунейкин та пурччĕ. Алексей Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче 1984 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. 2004 çулта Теччĕ педагогика училищине пĕтерсенех Хусанти патшалăх педагогика университетĕнчи спорт факультетне (халĕ ТГГПУ) вĕренме кĕнĕ.
Алексейпе эпир вăл Брюссельтен таврăнсанах тĕл пултăмăр.
– Каçарăр, лайăх калаçайманшăн, Брюссельте савăнса нумай кăшкăрнипе сасса çухатрăм, ара, кĕтнĕ çĕнтерӳ тинех çитнипе пирĕн эмоцисем хамăртан та пысăкчĕ-çке, епле тĕк тăрăн, – терĕ Алексей паллашнă май.
Çапла, унăн çĕкленӳллĕ кăмăлĕ халĕ те сивĕнменни тӳрех курăнать. Пит-куçĕ хĕвел пек çиçет. Ара, епле савăнмăн-ха? 2013 çулта Универсиада Хусанта иртнинче унăн та тӳпи пур вĕт.
Тăватă пин çухрăма çуран чупса тухма чăнах та çав тери хастар та чăтăмлă пулмалла.
– Марафон пуласси пирки мана хамăрăн педагог пĕлтерчĕ. Паллах, унта хутшăнас кăмăл манăн тӳрех çуралчĕ. Анчах мана чăн малтанах илесшĕн пулмарĕç. Çăмăл атлетикăра эпĕ кĕске дистанцисене чупатăп, урăхла каласан – спринтер. Марафон чупса курман, анчах эпĕ парăнмарăм. Кăштахран пире ушкăна акăлчан чĕлхине пĕлекенсенчен тата марафон чупса курнисенчен йĕркеленине пĕлтерчĕç. Пĕрремĕшĕсем вăрăм çула чупса тухаясси нумайăшне иккĕлентерчĕ. Оргкомитет юханшыв порчĕн тăрăхĕнче тĕрĕслев ирттерме шутларĕ. Çавăнта мана та чĕнсе илчĕç. 1 сехет хушшинче пирĕн 30 çухрăм чупса тухмалла. Малтан тем ывăннине туймарăм, кăштахран чĕркуççисем ыратма пуçларĕç, çулĕ те тăнкăр-танкăр, унтан çумăра ячĕ. Анчах парăнма пуçра шухăш та çук. Финиша 25 çынран вун тăваттăн çитрĕмĕр. Майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче эпир Хусантан старта тухрăмăр. Кăнтăрла тĕлне Пăва хулине çитрĕмĕр. Унта пире кĕтсе те тăраççĕ иккен. Нумайăшĕ мана паллаççĕ. Пире пуçарнă ĕçе чыслă вĕçлеме ыр сунса ăсатса ячĕç. Мана уйрăмах Ульяновск хулинче пире еплерех кĕтсе илни тĕлĕнтерчĕ. Унта эпир каç пулсан çитрĕмĕр, автомашинăсем чарăнса пире çул уçса хула центрне çити анлă коридор туса пачĕç. Шăп çакăнта эпĕ пирĕн мисси еплерех пĕлтерĕшлине туйса илтĕм, – тет Алексей çав куна аса илсе.
– Эпир марафон çулĕн пĕр метрне те çухатман, – тет Алексей калавне малалла тăсса. – Кашни вунă çухрăмра автобусран пĕр е ушкăн спортсмен анса юлать те, автобуса çитиччен чупать, вара вĕсене тепĕр ушкăн улăштарать, урăхла каласан «Хусан-Брюссель» марафон эстафета евĕр йĕркеленчĕ. Пурĕ эпир Раççейпе Европăн 22 хули витĕр тухрăмăр, пилĕк çĕршывра – Раççей, Белорусси, Польша, Германи, Бельги – пултăмăр. Хусаншăн 90 пин сасă пуçтартăмăр. Пур çĕрте те пире паттăрсене кĕтсе илнĕ пек йышăнчĕç. Ют çĕршыва пĕрремĕш хут лекнĕскере, мана нумай япала тĕлĕнтерчĕ: хăйне евĕр архитектура, наци культури, çынсем. Вĕсем пачах та урăхла, пирĕн пек мар.
– Брюссельти FISU штаб-хваттерĕ умне «Универсиада–2013» çĕнтерӳçине палăртиччен пĕр кун маларах çитрĕмĕр. Унта эпир Раççей делегацийĕпе пĕрлешсе Хусаншăн «чирлерĕмĕр». Хусан 2013 çулхи Универсиадăн тĕп хули тесе пĕлтерсен эпир пурте юрлама-ташлама пуçларăмăр. Хусантан ятарласа оркестр та килнĕ. Тутар кĕвви-ташши янрарĕ ун чух Брюссельте. Çĕршыв чысне хӳтĕлесе марафон чупакансем вара Раççейрен кăначчĕ. Испанипе Корея ăна йĕркелеме шутламан.
– Тăватă пин çухрăма чупса чăтса ирттернĕ, нумай хулапа çĕршыв курнă хыççăн сан тавракурăм та улшăнчĕ пулас? – терĕм эпĕ Алексее ыйту парса.
– Паллах, çак пулăм манра тарăн йĕр хăварчĕ. Тĕнче те халь маншăн сарлакарах, анлăрах. Нумай япала çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн. Тем тесен те, çак çул маншăн питĕ хаклă.
– Малашне хăв пурнăçна спортпах çыхăнтарма шутлатăн-и?
– Çапла, халĕ те эпĕ, вĕреннĕ хушăрах, ТР МЧСĕнче ĕçлетĕп, ун чысне тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнса хӳтĕлетĕп. Пушар-прикладной çичĕ енлĕ кĕрешĕвĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Хальлĕхе ман пурнăç пĕтĕмпех спортпа çыхăннă, малалла пурнăç кăтартĕ.
 
Сăнӳкерчĕкре А.Сунейкин (сылтăмран пĕрремĕшĕ) Брюссельте.
 
: 1281, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: