Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăн ыр кăмăллăх акцийĕ çинчен «Суварта» сахал мар çырнăччĕ. Унăн I тапхăрĕ 2008 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче пуçланса мартăн 8-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Çак вăхăтра 8925 çын тӳлевсĕрех юн пачĕ. Çапла майпа тухтăрсем 4312,7 литр юн хатĕрлеме пултарчĕç. Çак акци витĕмĕпе Республикăн ача-пăча клиника больницин онкогематологи уйрăмĕ валли донор юнне пайăркалатмалли (облучени) аппарат туянма «Ак Барс СОЗИДАНИЕ» ыр кăмăллăх фончĕ акципе пĕр ятлă счет уçнă. «Юн парса пурнăç çăлатăн» счет çинче паянхи куна 509718,70 тенкĕ пуçтарăннă.
Майăн 15-мĕшĕнче «Юн парса пурнăç çăлатăн» акцин II тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл июнĕн 14-мĕшĕччен пырать. Республикăра пурăнакан кашни çын акцие хутшăнса донор юнне пайăркалатакан аппарат туянма укçа хывма пултарать. Çакна тума 5075 номер çине мобильлĕ телефонран «Дети» тесе çырнă SMS ямалла. Хыпар хакĕ – счет çине куçаракан укçа – 23-35 тенкĕ (сотовăй çыхăну операторĕсенчен килет), НДС шута илмен.
Тĕплĕнрех ыр кăмăллăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Республика Канашĕн www.blagort.ru сайтĕнчен пĕлме пулать.
Акцие йĕркелекенсем:
Ыр кăмăллăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Республика Канашĕ, ТР Сывлăх сыхлав министерстви, ТР Сывлăх сыхлав министерствин республикăн юн илекен cтанцийĕ, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, ТР Профсоюзсен федерацийĕ, Лейкемийăпа чирлĕ ачасене пулăшу паракан А.Вавилова ячĕллĕ обществăлла ыр кăмăллăх фончĕ.
 
: 1350, Хаçат: 23 (753), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: