Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейре чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула çулсерен 1 миллион та 300 пин çын вилет. Вилекенсенчен 30 проценчĕ тивĕçлĕ канăва тухма та ĕлкĕреймен.Танлаштарса пăхма: Хабаровск крайĕнче кăна 1 миллион та 500 пин çын пурăнать. Апла çулсерен Раççей халăхĕ крайĕ-крайĕпе пĕтет?! Тутарстанра та лару-тăру çивĕч. Пĕлтĕр кăна пирĕн республикăра 912 пин çын чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе чирли палăрнă. Хусанта республикăрипе танлаштарсан чирлекенсем тата икĕ хут нумайрах. Чылай чухне чирлисем вăхăтра тухтăртан пулăшу ыйтманнипе те çыхăннă çакă, «Васкавлă пулăшу» чĕнме тӳр килсен кăна чĕрене сыватма хĕнрех çав. Тухтăрсем чĕре чирĕсем пуçланнин сăлтавĕсене тĕпченĕ май акă мĕнле пĕтĕмлетӳ патне çитсе тухнă. Чирлисен пысăк пайĕ сахăр диабечĕпе аптрать, иккĕмĕш вырăнта юн пусăмĕ пысăкки тăрать, унтан – пирус туртни, пĕрмай стреспа пурăнни (уйрăмах пысăк хуласенче), пахча çимĕçпе улма-çырла çителĕклĕ çименни. Çавăн пекех ăсчахсем социаллă пурнăçпа çыхăннă пулăмсем те чĕрене тикĕс тапма чăрмантараççĕ тесе шутлаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕччен пурăнни (уйрăмах çулланнă арçынсем пирки сăмах пырать), эрех-сăрапа иртĕхни, аслă пĕлӳ илменни, ĕç укçи пĕчĕк пулни, медицина культури питĕ аялти шайра пулни.
Чăн та юлашки вăхăтра чĕре чирĕсен «айăпĕпе» вилекенсен шучĕ Раççейре чакса пырать, паянхи куна вăл 5-10 процентпа танлашать.
Çакă медицина науки пĕр вырăнта тăманни çинчен калать. Тĕслĕхрен, пӳресемпе чĕре пĕр-пĕринпе питĕ çирĕп çыхăннă иккен. Çакăн çинчен тухтăрсем нумай пулмасть пĕлнĕ: çын чĕрепе чирлени шăк анализĕсенче курăнать. Çапла, ăсчахсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çыннăн шăк анализĕнче микроальбумин 1 литр пуçне 30 миллиграмран иртсен ăна терапевтăн нефролог патне мар, кардиолог патне направлени çырса памалла. Кунта медицина ĕçченĕсем «халăх çине тухса» тĕрĕслевсем ирттерни те пĕлтерĕшлĕ курăнать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр кардиовизор илсе килсен хусансем чылайăшĕ хăйсен чĕрине тĕрĕслеме пултарчĕç, кăçал майăн 24-мĕшĕнче республикăра суту-илӳ комплексĕсенче çынсен юн пусăмне виçни те чылайăшне сывлăх çине пысăкрах тимлĕх уйăрма хистенĕ. 2008 çулхи майăн 15-мĕшĕнче Мускавран Атăлпа «Башкортостан» пăрахутпа çула тухнă «Сывă чĕре» экспедицин тĕллевĕсем ытти акцисеннинчен уйрăлсах тăмаççĕ темелле: уйăх хушшинче нумай çынна тĕрĕслеме ĕлкĕрмелле, сĕнӳсем, канашсем памалла. Экспедици Ярославльте, Самарăра, Волгоградра, Саратовра, Тольяттинче пулнă та ĕнтĕ.
– Чĕрене тĕрĕслеттерес текенсем пăрахут çинче йĕркеленĕ тухтăр кабинечĕсене ирхине пилĕк сехетренех черет йышăнаççĕ, – каласа параççĕ экспедицири ăсчахсем.
Хусана «Сывă чĕре» июнĕн 2-мĕшĕнче килсе чарăнчĕ. Икĕ кун йышăнчĕç чĕре тĕрĕслеттерме кăмăл тунисене. Кунне 500-600 çын йышăнма палăртнинчен икĕ хут ытларах пациент тухтăрсем патĕнче пулчĕ. Кунта çыннăн глюкоза шайне те, холестерин шайне те виçрĕç. Кайран вара кардиолог канашсем пачĕ, камăн «ĕçсем япăхрах» электрокардиограмма тăвакан кабинета ăсатрĕ.
Хусан хыççăн «Сывă чĕре» Шупашкара çул тытрĕ. Чулхула хыççăн кардиологсем Мускава таврăнĕç, пĕр уйăх çынсен сывлăхне тĕпченине пĕтĕмлетĕç.
Çакăн пек пысăк кампанисем чикĕ леш енчи çĕршывсенче 2-3 çул каяллах иртнĕ. Италире чĕрепе юн тымарĕн чирĕсенчен вилекенсен шучĕ питĕ сахал пулин те, унта 2006 çултах иртнĕ. Германире, Испанире те йĕркеленĕ. Раççейре «Сывă чĕре» экспедиципе çула тухас шухăша Раççей кардиологсен наука обществипе Раççей артери гипертонине тимлекен медицина обществи йышăннă. Германири фармацевтика фирми Байер Шеринг Фарма экспедицие укçа-тенкĕпе, ытти кирлĕ япалапа тивĕçтерет. Фирма XIX ĕмĕр вĕçĕнче салицил йӳçекĕнчен аспирин хатĕрленĕ. Часах çĕнĕ эмел чĕрепе чирлĕ çынсене питĕ кирлĕ пулнине кăтартнă пурнăç: пĕрмай çак эмеле ĕçекен пациентсен миокард инфаркчĕ, инсульт пулнă тĕслĕхсем питĕ сайра.
 
: 1333, Хаçат: 23 (753), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: