Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Наратлă – Пĕкĕлме районĕнче пĕртен-пĕр чăваш ялĕ. Пысăках мар вăл, пурĕ те виç çĕре яхăн хуçалăх. Апла пулин те хăйĕн пултаруллă çыннисемпе тĕнчере паллă: олимп чемпионĕ Н.Колесников, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Капитонов, ТР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Ермолаев...
Юлашки çулсенче нумай ялсем çĕр пичĕ çинчен çухалаççĕ пулин те, Наратлă майĕпен аталанать. Кӳршĕ ялсенчи ял хуçалăхсем нумайăшĕ саланчĕç. Пирĕн ялта патшалăх пулăшнипе тата тăрăшуллă, ĕç çыннисене хисеплеме пĕлекен «Продкорпорация» тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхĕ Фарид Саматович Игтисамов ертсе пынипе ял хуçалăхĕ те аталанса пырать. Ялти вăтам шкул ĕçченĕсем хастар пулнăран (директор Н.М.Свежинкина) ял çамрăкĕсем те питĕ активлă ӳсеççĕ. Шкултан вĕренсе тухса кайсан та каялла çула манмаççĕ.
Çавăн пеккисенчен пĕри – Пĕкĕлме районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Сергей Михайлович Малышев. Вăл тăван ялне, культурăна аталантарассишĕн тăрăшать, хастар хутшăнать. Тĕрлĕ тĕлпулусем, спортпа çыхăннă ăмăртусем, концертсем ирттернĕ çĕре укçа-тенкĕпе пулăшать. Шкула кĕнекесем парнелерĕ, музей валли сĕтел-пукансем илсе пачĕ. Унăн ырă ĕçĕсене шутласа та пĕтерме çук. Ял çыннисем ăна тав тăваççĕ, ытти бизнеспа çыхăннă, хамăр ялтан тухнă çынсем те унран тĕслĕх илессе шанаççĕ.
 
: 1497, Хаçат: 23 (753), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: