Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кӳршĕ тенине илтсен, кашни çын хăйĕн кӳрши çинчен шухăшлама пуçлать.
Енчен те санăн кӳршӳсем килĕшӳллĕ, ăшă кăмăллă тата хуйхă-суйхăсене пĕрле пайлама пултараканнисем пулсан пурăнма питĕ лайăх вĕт-ха.
Анчах та кӳршĕсене суйламаççĕ. Пирĕн икĕ енчи кӳршĕ те ват кинемисем. Хушамачĕсене кăтартса тăмастăп. Ял ячĕ вара – Лагерка.
Питĕ хитре ял. Тип çырмара вырнаçнăскер çуркунне пĕтĕмпех чечекре, çулла сип-симĕс курăк, хĕлле вара шап-шурă юр айĕнче, пӳрт тăррисемпе мăрьесем çеç курăнаççĕ. Пĕтĕмпех лайăх темелле, пурăн та савăн. Анчах...
Çуркунне. Анасенчи юр шывĕ яла, пирĕн кӳршĕ патне васкать. Шыв çулĕ шăп та вĕсен картишĕнчен иртет. Вăт пуçланать вара вăрçă.
Чăх чĕпписем тухаççĕ. «Амăшĕ» вĕсене тĕнче кăтартас тесе урамалла илсе тухать, паллах. Лешсем, сисместĕн те, кӳршĕ территорине çитнĕ те. Кунта вара уяр çанталăкра аслати авăтма пуçлать. Чăххи пĕр çĕрте, чĕпписем...
Тĕрли пулнă, чĕнни те, чĕнменни те. Чăтатăн. Анчах та юлашки пулăм канăç памасть мана. Çавăнпа та çак çырăва çырса ярас терĕм.
Чĕнменнине кура вĕсем пушшех те çилленсе кайнă, пурлăха пăсма шутланă.
Килте хуçасем çуккипе усă курса, 80 çулти кинемисем аллисене йывăр япаласем тытса пурлăха тустарма тытăннă. Шухăшлама кăна вĕт!
Манран виçĕ хут аслă çынсем ăслăрах хăтланас вырăнне ... хăйсемех çамрăксене усал та хаяр тесе ятлаççĕ-ха.
Эх, пур вĕт лайăх кӳршĕпе пурăнакан телейлĕ çынсем. Эпĕ вĕсемшĕн савăнатăп.
Пурте çапла пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнма тăрăшар-ха!
Çырăва çак сăмахсемпе вĕçлесшĕн: «Кӳрше хăвна хисепленĕ пек хисепле, вара тăнăç пурнăçпа пурăнăн». Ку Турă сăмахĕ.
Хисеплĕ кинемисем, çакăн çинчен шутласа пăхăр-ха, тархасшăн. Пурнăç капла та питĕ кĕске.
 
: 1462, Хаçат: 23 (753), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: