Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аван та сывă-и хисеплĕ «Сувар» хаçат ĕçченĕсем!
Тахçантанпах сирĕн пата çырас тесе шутлаттăмччĕ. Тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Пĕрремĕш çырура чи малтан «Сувар» хаçатпа мĕнлерех паллашнине çырса кăтартам. Тен, малашне тата та çырăп-ха. Малтан вырăсла, унтан...
Эпĕ чăвашла çырма пĕлместĕп. Çырсан, кашни сăмахĕнче йăнăш тупăнĕ. Калаçма пĕлетĕп, паллах. Эпĕ чăваш ялĕнче, Аксу районне кĕрекен Савгачево ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкулта вырăс класĕнче вĕреннĕ. Учительсене те пирĕнпе калаçма йывăрччĕ. Тĕслĕхрен, Татьяна Александровна Синдимирова Ярославль хулинчен килнĕскер, эпир калаçнине ăнланмастчĕ, эпир – ăна. Çапла шкултан вĕренсе тухрăмăр, ни вырăсла, ни чăвашла лайăх пĕлмесĕр.
Унтанпа 20 çул ытла та иртрĕ. Пĕлтĕртенпе «Сувар» хаçат манăн «Букварĕм» пулса тăчĕ. Хаçата манăн кӳршĕ Вячеслав Иванович Егоров çырăнтарса пачĕ. Укçине вара çырăнмашкăн «КамАЗ» ĕçченĕ Анатолий Константинович Самаренкин панă.
Çапла эпĕ хаçата пĕрремĕш страницинчен пуçласа вун иккĕмĕшне çитиччен пĕр статйине сиктермесĕр вуласа пыратăп.
Тĕрĕссипе каласан, хăш-пĕр сăмахĕсене ăнланмастăп. Апла пулсан та вулама тăрăшатăп, чун ыйтать.
 
: 1521, Хаçат: 23 (753), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: