Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20 №).
Тепĕр çулхине Хаяр Иван 150 пин çынлă çарĕпе Хусана тапăнсан, суварсем те пулăшма хутшăнаççĕ.
Истори çăлкуçĕсенче пур, анчах тĕпчевçĕсен аллине лекеймен Хаяр Иванăн сувар тарханĕсене панă «Жалованная грамота» тавра легендăсем çӳреççĕ. Пирвайхи хавхалану нумайлăха пыман. Мускав патшалăхĕ суварсен çĕрне çавăрса илсен, Хусан ханствине аркатсан ют халăхсен территорине колонизацилекен Раççей патшалăхĕ пулса каять те, питех палăрман наци проблеми Раççей империйĕн, Совет Союзĕн, паянхи Раççейĕн тĕпрен татса парайми ыйтăвĕ шайне çĕкленет.
Раççейри колонизациленĕ халăх шутне лексессĕн, эпир «сувартан» «чуваш» ятлă пулса каятпăр.
Хаяр Иван çарĕн воеводи Курбский кнеç пĕрремĕш хут хальхи чăвашсен çĕршывне килсессĕн, ку мирлĕ халăха унччен пĕлменскер, «нагорные черемисы» тесе çырнă финн-угор йăхĕнчен уйăраймасăр, çĕр ĕçĕнчи пултарулăхне те асăрханă.
Вырăс чĕлхинче ют йăхри çынсене уйăрса каланă «чучмек, чувак, чуваш» сăмахсем пур (В.Даль словарĕнчен). Суварсен çĕрне Мускав патшалăхĕн кнеçĕсем, çĕр улпучĕсем, воеводисем вырнаçса пайлама тытăнсан, пăхăнтарнă унти халăха мăн кăмăллăн хăйсен сăмахĕпе ят пама тытăнаççĕ. Пăхăннă халăх йышĕнчен ăна пăркăчласа йĕркере тытма вĕсене ырлăхсем парса пулăшаканĕсем тăваççĕ. Историре йăлари йĕрке ку. Старакри пек «хамăрьялсем» чăвашсенче ĕлĕкренпе пулнă. Пĕрин çинчен П.Осипов «Айтар» драма çырнă.
Çырулăхне çухатнă халăх («Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ») вырăс алфавичĕпе усă курса çĕнĕ çырулăх тусассăн, хут çинчи хăйĕн ятне вырăссем пек çырма тытăнать.
Фольклортан, истори çăлкуçĕсенчен несĕлсем Вăтам Атăл тăрăхне Кавказран куçнине пĕлетпĕр. Çак тапхăрта пăлхарсемпе хазарсем, суварсем пĕрех май хутшăнса пĕрешкелтерех чĕлхеллĕ пулаççĕ.
СССРти (Раççейри) чĕлхе пĕлĕвĕ наукин авторитечĕ А.Реформатский. «Введение в языкознание» кĕнеке пичетлесен, ăна тӳрлетсе, хушса виçĕ хут кăларчĕ. Булгар, хазар, чăваш чĕлхисене пĕр ушкăна кĕртнĕ. («Булгарская группа языков»). Булгарсемпе хазарсем халĕ çук, вĕсен чĕлхине чăвашсем упраççĕ. Хазар каганачĕпе Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ тапхăрĕнче чăваш тенĕ чĕлхеллĕ йăх çук пулин те. А.Реформатский йăнăшман-ши?
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пĕрлешнĕ тăватă йăх та çук халĕ: булгарсем, суварсем, эсегельсем, пăртассем. Суварсем çухалман, чĕлхине те упраççĕ, халăхăн ячĕ кăна историре улшăннă, Мускав патшалăхĕн йышне кĕрсессĕн «чуваш» ятлă пулса кайнă.
Вăтам Атăл тăрăхне куçса килнĕ суварсем («шыв çыннисем») пĕрлĕхне çухатмаççĕ, хăйсен тĕп хулине Сувар тăваççĕ. Çарăмсан тăрăхĕнчи çут çанталăк ырлăхĕнче пурăнаççĕ. Ун сарлака та пулăхлă улăхĕ улшăнмасăр пирĕн ĕмĕре çитнĕ, Шелепие сăвă çырма хавхалантарнă. Батый хан тапăнсан суварсен çĕрĕ арканать пулин те, вăхăт иртсен Çавалпа çывăхри Атăл тăрăхĕнче ирĕклĕн йыш хушнă суварсем Вăтам Атăл тăрăхĕнчи унчченхи çĕршывне те куçса килеççĕ. Самар облаçĕнчи Исаклă, Шантала, Кошки, Похвиçнĕ районĕсенче, Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçĕнчи районсенче чăвашсем (суварсем) паян та пурăнаççĕ.
Арканнă Пăлхар, Пӳлер, Сувар ишĕлчĕкĕсене тутарсен пирвайхи археологи наукисен докторĕ Халиков (1929 ç. çуралнă) тата ыттисем тĕпченĕ. Халиков эпĕ вуланă Тутарсен историйĕн виçĕ кăларăмĕнчи аваллăх сыпăкĕсене те çырнă.
1937 çулта СССР Наука академийĕпе Хусанти филиалĕ «История татар» кĕнеке кăларсан, КПСС Тутар обкомĕ ку ĕçе тиркесе ятарлă Постановлени йышăнчĕ (нумай томлă «КПСС в резолюциях, постановлениях» кĕнекинче пичетленнĕ). Вырăссемпе тутарсен хутшăнăвĕ ĕмĕрсен тăршшĕнче улшăннине, çывăхланнине асăрхаймасăр çырнă тенĕ.
Историре парадокс пур. Расна икĕ йăх тĕл пулсан, кашни тепринчен аслăрах пуласшăн. Пĕрех май хутшăнса çывăхланаççĕ, пĕр-пĕрин культурине йышăнса пĕрпекленеççĕ. Ăрусен ылмашăвĕ аваллăха юлнă тапхăрсене çĕнĕлле, тĕрĕсрех хаклама хистет.
«Происхождение современного татарского народа», ытти кĕнекесенче Халиков хальхи тутар халăхĕн этногенезĕнче булгар компонент пур тесе ăнлантарчĕ. Вăл пысăк пулнă пирки халăхăн Ылтăн Урта тапхăрĕнче çирĕпленнĕ ячĕ чăн тытăмне (сущность) тивĕçтереймест. Хальхи тутарсене «булгарсем» тесен тĕрĕсрех пулать терĕ.
Халиков ĕçĕсем чăвашсен историкĕсене, паян та чăваш историйĕ хăçан тата мĕнле пуçланнине асăрхаймасăр пурăнакансене килĕшмерĕ. Эпир кăна, чăвашсем, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи булгарсен тăсăмĕсем терĕç, тавлашрĕç. Пĕртен-пĕр аргуменчĕ Н.И.Ашмарин 1902 çулта кăларнă «Булгары и чуваши» кĕнекере çырнă факт кăна. Вилтăпри çинчи палăксене араб алфавичĕпе çырнă чăвашла (пăлхарла) сăмахсем Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ аркансан, ĕмĕрсем иртсен, пăлхарсем кыпчак (тутар) чĕлхиллĕ пулсан, палăксем çинчи сăмахсем кыпчаклисемпе ылмашăннă.
Ман шутпа, ку факт пирки тавлашма кирлĕ мар. Ылтăн Урта, кайран Хусан ханстви территорийĕнчи пăлхарсен кыпчак чĕлхиллĕ пулса тутара тухни паллă. «Чуваш» ятлă пулса кайнă суварсен пысăк ушкăнĕ тутар-монголсем Вăтам Атăл тăрăхне 1236 çулта киличчен виçĕ ĕмĕр маларах ку регионти хальхи Чăваш Республикин Çурçĕр пайĕнчи территорине куçнă. Вырăс летопиçĕнче çырăннă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн инкекĕ суварсене (чăвашсене) питех тивмен. Куçса каймасăр Сувар хули таврашĕнче юлнисем, паллах, ку инкеке лекнĕ, чылайăшĕ вилнĕ, Сувар тĕпрен арканнă.
Историре пулман фактсене пуçран шухăшласа кăларса чăваш историкĕсем тĕлĕнтермĕш доклад çырчĕç, ăна чăвашсен пĕр юбилейĕн пухăвĕнче М.Касьянов премьер-министра вулаттарчĕç (М.Касьянов тунă доклад «Ялав» журналта пичетленнĕ). Батый хан урти Пăлхар патшалăхĕнчи 50 хулана, 2 пин яла аркатса, çыннисене вĕлерсе паян вунă миллионлă пулас чăваш халăхĕн çулне пӳлнĕ тесе çырчĕç. Çапла майпа, пирĕн историксем коллективлă «хамăрьял» пулас тĕллев тытрĕç. Чăваш историкĕсен çак ĕçне эпир Старакри «хамăрьял» ĕçĕпе пĕрешкел тесе шутлатпăр. Мускав крепостник-колонизаторĕсем пилĕк çĕр çул ĕлĕкрех тунă ĕçĕсене паян та чăн сăмахпа калама пултараймаççĕ, ун чухнехи вырăс колонизаторĕсем халь Раççейре çук пулин те. Вăрçă хыççăнхи çур ĕмĕрте вырăс халăхĕпе хальхи чăваш халăхĕ чылай улшăнса пĕрешкелтерех пулса кайрĕç. Пĕтрĕ çут çанталăк ырлăхĕпе кăна ĕрчекен халăхăмăр. Мăшкăл сăмах евĕрлĕ «чуваш» ятран, куршанак пек çыпçăннăскертен, хăтăлас пулать. Шел, историксен тӳпине асăрхаймарăмăр çак пархатарлă ĕçре.
(Малалли пулать).
Руф ИШУТОВ.
Самар хули.
 
 
 
 
 
 
 
 
 
Халăхăмăрăн аваллăхĕ
Икĕ пин çул ытла ĕлĕкрех, Александр Македонский вилсен саланнă империйĕнчен юлнă, хальхи Иран территорийĕнчи патшалăхра 18 е 19 сатрапийĕнчен (облаçран) виççĕшĕнче суварсем сапаланса пĕтмесĕр пурăннă. М.Артамонов «История хазар» кĕнекери (пĕрремĕш кăларăмĕнче) картта çинче суварсене Каспи тинĕсĕн Кăнтăр хĕвел анăçĕнчи çыранне çывăх кăтартнă. Çав картта çинчех гунн-савирсене (кочевниксене) Кавказра вырнаçтарнă. М.Артамонов суварсене çапла уйăрнă савирсенчен.
В.Николаев çырнă кĕнеке халăхăмăрăн чăн историне пĕлме пулăшаймĕ. Аваллăха юлнă Атилла, Кубрат ятсем пирĕн историн тĕп çулĕ çинче мар. «Алфавитный указательре» Атилла ята 110 хут кăтартни йăнăш мар-ши, ытла та нумай-çке тесе ĕненес килмерĕ. Кĕнекери страницăсем тăрăх Атилла ята шутласа тухрăм. Шут хисепне калама та аван мар – 371. Комментари кирлех-ши? Конкретлă факт автор позицине, шухăшлавне, мĕнешкел тĕллев тытса кĕнекине çырнине аван кăтартать. Сувар хула ятне кăтартнă пулин те, ăна никĕслекен сувар ятлă йăх историре пулнине В.Николаев пĕлесшĕн мар. «Сувар» тата «савир» ятсем синонимлă тесе вулакана ĕнентересшĕн.
Арабсен халифачĕ мăсăльман тĕнне сарса экспансие вăйлатсан, суварсем çурçĕрелле куçнă, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн йышне кĕнĕ.
Ку статьяра суварсен ытларах та аваллăхри çулне-йĕрне çырас тĕллев çук пирĕн. Шумерсен чĕлхине хальхи чăваш чĕлхипе усă курмасăр ăнланма майĕ çук тесе те çырчĕç. Шупашкарта шумер-чăваш чĕлхи словарĕ евĕрлĕ кĕнеке те пичетленчĕ. Хамăрăн историлле сувар ята тавăрсан, тĕпчевçĕсем шумер ят епле майпа сувар ята трансформациленнипе те кăсăкланĕç. Каласан та, «шу, су» – чăвашла «шыв», «ар, ер, ир» – чăвашла «ар, арçын» (авалхи тĕрĕк чĕлхи словарĕнчен, Халиков çырнă тăрăх).
М.Пиотровский академик çырнă тăрăх, Перси заливĕ вĕçĕнчи утравсенче пурăнакансене «шыв çыннисем» (шумерсем) тенĕ. Ĕмĕрсен тăршшĕнче Тигрпа Евфрат юханшывсем хăйăр-тăпра, вĕтĕ чул юхтарса утравсен хушшине тултарса лартнă, лачакаллă çĕршыв пулса кайнă. Унта хуласем те ӳснĕ: Лагаш (чăвашла Лакăш), Ур, Урук (Шупашкарта Уруков урамĕ пур) тата ытти те.
Асăрхар: «История древнего востока» (Кузищин редакциленĕ) кĕнекери карттăсен пуххинче Месопотамире тата çывăхри территорисенче чăваш чĕлхине пĕлекеншĕн ăнланмалла топонимсем пур. В.Николаев кĕнекинче аван кăтартнă хуннсен, гуннсен Азипе Европа тăрăх куçса çӳренĕ çулĕ-йĕрĕнче унашкал топоним сайра пĕрре.
 
Халăхăмăрăн усалĕ – «хамăрьял»
Ют йăх çыннисем каланă (çырнă) «москаль, кацап, шваб, хохол, энид» сăмахсене вырăссем, нимĕçсем, украинсем, еврейсем хăлхана чикмеççĕ, хăйсен чăн ячĕсемпе пурăнаççĕ.
Пирĕн халăх вара пилĕк çĕр çул ĕлĕкрех ют йăх çыннисем каланă «чуваш» ятпа пурăнатпăр. Унчченхи историлле чăн «сувар» ята аса илместпĕр. Мĕншĕн? Пирĕн историксем халсăр пулнăран. Халăхăн чăн ятне тавăрма май пур-и? Пĕтĕмпех пирĕн интеллигенцирен килет. Эпир «империлле синдромлă» вырăс хушшинче пурăннине пĕлсе ăна пит шуйхатмасăр ĕçе ăнтармалла. Вырăс çыннипе хутшăннă чухне кăштах Рузвельт пек пулмалла, чĕлхе вĕçĕнчи вĕçленеймен кашни шухăша персе яма тăхтамалла.
Ку тĕлĕшри çитменлĕх Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ чухне палăрчĕ. ЧНК пĕрремĕш президентне Атнер Хусанкай чĕлхеçе суйлани ăнăçлă пулмарĕ. ЧНК малтанхи утăмĕ республикăри ют йăх çыннисене, вырăссене те, чăваш чĕлхи вĕрентес тĕллев пулчĕ. Колонизаторсем пăхăнтарнă халăх чĕлхине вĕренмеççĕ. Пирвайхи хавхалану «хамăрьялсене» çуратрĕ. Пĕри «Правда» хаçатра элеклĕ статьясем пичетлерĕ. А.Хусанкайăн хăйĕн должноçĕнчен кайма тиврĕ.
Мĕншĕн çыратăп-ха ЧНК таврашĕнчи пăтăрмах çинчен? Хамăрăн йăнăша («сувар» ята тавăрас ĕçре) тепĕр хут тăвас мар тесе. Ĕçе ăнтараканĕсем юристсем пулмалла. Раççейри власть тата культура деятелĕсене логика мелĕпе халăхăмăрăн правине йышăнтарма пултараканĕсем ку ĕçе алла илмелле. РФ Конституцийĕ çине таянса кашни çыннăн «право» пулмаллине пĕлес пулать.
Писательсем, журналистсем, «хамăрьял»-историксем кашни хăй пĕлнĕ пек çырма пуçларĕç-тĕк кĕтсех тăр: халăхăмăр усалĕсем пуçĕсене çĕклĕç.
ЧР Президенчĕ пысăк квалификациллĕ юрист пулни, юридицири ун опычĕ ĕç-пуç ăнăçлă вĕçленессе шанчăк кӳрет.
Халăхăмăра историлле чăн «сувар» ята тавăрнин пĕлтерĕшне пурнăç кăтартĕ, менталитета çĕнĕлле йĕркелесе çыннăн хăйхаклăх туйăмне çирĕплетĕ. Эпир этногенез тĕлĕшĕнчен вырăссемпе те (финн-угор компонент пĕрешкел пирки), тутарсемпе те (финн-угор тата булгар компонент пĕрешкел пирки) тăванла пĕртанлăх хутшăнăвĕсем тума пулăшĕ.
Асăрхар: хăвăрт пĕтекен вырăс халăхĕ халь колонизацилекен халăхран хăй тĕллĕнле халăх шутне куçас йывăр тапхăрта. Юнашарти облаçсенче куç умĕнчех пин-пин вырăс ялĕ çухалнă вăхăтра пирĕн ялсем пĕтмерĕç. Б.Н.Ельцин Президент пулнă тапхăрта Раççейре 13 пин ял çĕр çинчен çухалнă. (Фартышев. «Судьба России в двадцать первом веке». М.2004 г.) СССР салансан РФ пĕрремĕш Президенчĕ Б.Н.Ельцин пилĕпе «День независимости» (июнĕн 12-мĕшĕ) уявлакан Раççейĕн татах та саланас çул-йĕрĕ вĕçленнĕ тесе калаймăпăр.
«Чуваш» ята пăнчă лартса вĕçлесен, юлашки çур ĕмĕр тăршшĕнче эпир пач урăх йăла-йĕркеллĕ, ытти (вырăс) халăх культурине те, православи тĕнне те, сăмахлăхне те чылай йышăнса, çапах та çутçанталăк ырлăхне тивĕçлине хаклас, упрас йăларан ютшăнман халăх пулнине пĕлĕпĕр.
Çар службипе халăхăн хăйтĕллĕнлĕх, никама пăхăнмалăх ĕмĕчĕ çыхăнуллă. Виçĕ çĕр çул ирĕклĕн йыш хушса, Хусан ханствине, кайран (1551ç.) Мускав патшалăхне кĕриччен, суварсен ертӳçисем, çар пуçлăхĕсем, тарханĕсем пулнă. Пилĕк пин çынлă йăхран Сĕве крепоçĕ таврашĕнчех хĕрĕх пин çынлă çар пухса командирĕсене те хăй йышĕнчен тăратма пултарнă. Паян та çара юрăхлисене унран кая мар пуçтарĕç, анчах та командирĕсем ют йăх çыннисем пулĕç.
Халăхăмăр пĕтес енне сулăннине педант-чĕлхеçĕсен йышĕ ӳсни кăтартать, А.С.Пушкин çырнине аса илер-ха: «Латынь из моды вышла ныне». («Евгений Онегин»). Унтанпа ик çĕр çула яхăн иртрĕ. Çĕнĕ «Латинско-русский словарь» сутнине куртăм. Чи хулăн «Чăвашла-вырăсла словарьтен», икĕ хут пысăкрах. Халăх хăйĕн чĕлхипе усă курма пăрахнă майăн, чĕлхе тĕпчев объекчĕ пулать. Чĕлхеçĕ-ăсчахсем кашни хăй пĕлнĕ пек çĕнетет, орфографипе пунктуацине улăштарать. Епле аса илмĕн Пушкин афоризмне: «Грамматика не предписывает законов языку, но изъясняет, утверждает его обычаи».
Ку статьяна пессимизм тыткăнĕнче çырмастăп. Президентлă республика пулнăранпа халăхăмăр пурнăçĕнчи улшăнусем, «сувар» ята тавăрсан, сывлăш çавăрса янă чухнехи пек вăй илессе шанатăп. Халăхăмăрăн çĕр ĕçĕнчи, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, суту-илӳри, çурт-йĕр çавăрас, ытти хуçалăх ĕçĕсенчи пултарулăхĕ, хальхи терминпа каласан, общество тĕрекне вăтам шутри класа ӳстермелли условие çул парĕ. Наукăпа техника çитĕнĕвĕсене те алла илсе, йăла условийĕсене те (газ, çутă, водопровод, автоçулсем) улăштарнă майăн сувар ятлă халăхăмăрăн хăй тĕллĕнлĕ пуласлăхĕ вăй илĕ. Çĕнелнĕ менталитет ЧНК ĕçĕсене те, хаçат-журнал темисене те «талпас çапасран» аяккалла пăрăнса, манăçа пуçланă халăхăмăрăн прагматизмне («чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест») çирĕплетес çул çине кăларĕ.
Пирĕн чаплă предпринимательсем революциччен те пулнă. Вĕсен ĕçне, пултарулăхне тĕпчес, пропагандăлас ĕç – паян та уçман çерем. Вăхăт таппи Ехрем хуçасен, кашни ялта пулнă предпринимательсен («кулак» тесе айăпланисен) опычĕ, вĕсем ĕç вырăнĕсем тума епле пултарнине çĕнĕлле хаклама хистет. Шупашкарти Ехрем хуçасен хитре икшер хутлă çурчĕсене текех юхăнтармасăр, хăшĕнче те пулин халăхăмăр предпринимательствин музейĕ тумалла мар-ши? ЧНК вырнаçнă çурт çине те, урам енчен ку çурта кам тунине пĕлтерекен хăма çакмалла мар-ши? Шалта, Çеçпĕлĕн пысăк сăнӳкерчĕкĕ вырăнне çурт хуçисен ĕçне панорамăллă кăтартма та, залра витринăсенче, сăнӳкерчĕксенче биографи материалĕсене те вырнаçтармалла, çапла майпа тав тума та пĕлес пулать. И.Я.Яковлев та чăваш халăхне çутталла туртас ĕçĕпе пĕрлех тĕлĕнмелле пултаруллă общество деятелĕ тата чаплă предприниматель пулнине те витĕмлĕн кăтартасчĕ.
 
: 1402, Хаçат: 23 (753)

Комментарисем:

OptiHelp (2009-03-23 09:48:45):
Очень хочется написать что-то под таким постом, выразить свое мнение... но писать банальности или односложные фразы - не интересно, измышления же какие-либо здесь будут неуместны... потому что всё уже сказано.
Поэтому всё просто - http://optishape.ru/ - Гербалайф - отчаявшимся


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: