Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 19, 20 №№).
Аслă классенче
8-мĕшне эпĕ «вырăс» класне кайрăм. Çак куçăм вĕренӳре малтанах пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Мĕншĕн тесен вырăс тата наци вĕрентӳ программисем пĕр-пĕринчен питĕ уйрăлса тăратчĕç. Сăмахран, вырăс грамматикин программи 7-мĕш класра вĕçленетчĕ, чăваш класĕсенче вăл 9- мĕш класс пĕтеричченех тăсăлатчĕ. Çавăнпа та эпĕ «вырăс» класĕнче грамматикăра нимĕн чухламан çын пулса тăтăм. Тата 8-мĕш класрах сочиненисем çырасси пуçланчĕ. Вĕсене эпĕ пĕрре те çырса курман, «иккĕ» паллăсем çаклатма пуçларăм. Телее, Саша Вдовинпа пĕр парта хушшинче ларни нумай пулăшрĕ. Вăл мана ку е тепĕр сăмах çаврăнăшне тĕрĕс çырма вĕрентрĕ. Кĕнеке нумай вулани те усă пачĕ. Часах сочиненисен тытăмĕ ырă енне улшăнчĕ, грамматика йăнăшĕсем те чакса пычĕç, «иккĕ» паллăсем те çухалчĕç. Намăс мана, паян та вĕт грамматикăн правилисене пăтраштаратăп.
Çав çулхи чи паллă пулăм – комсомола кĕни. Ун чухне манпа пĕр пăтăрмах сиксе тухрĕ: сасăлас вăхăт çитсен сасартăк Ксения Тарасовна Титова ман хушамата списокран кăларма сĕнчĕ. Сăлтавĕ – 7-мĕш класра вĕреннĕ чух эпĕ клуб патĕнче çынсем черетлĕ киносеанса кĕнĕ чух: «Учительсене кĕртеççĕ, пире – çук»,– тесе кăшкăрни, кун пек вĕренекен комсомола кĕме тивĕç мар имĕш. Анчах ĕç-пуç ырăпа вĕçленчĕ, ман юратнă вĕрентекен Алексей Алексеевич хута кĕчĕ.
Кунта ăнлантармаллах. Вăл вăхăтсенче ялсенче киносене куçса çӳресе кăтартатчĕç. Эрнере пĕрре килетчĕ кино. Ачапчашăн ятарлă сеанссем йĕркелемен. Шкул директорĕн хушăвĕпе каçхи сеанссене 7 класс пĕтермен ачасене кĕртместчĕç. Халĕ те эпĕ тĕрĕс кăшкăрнă тесе шутлатăп, ачапчан та кино курас килнĕ вĕт. Учительницăшăн ман хăтлану килпетсĕртерех курăннă пулас. Часах пире комсомол райкомĕн Пĕрремĕш секретарĕ Федор Латышев (кивтимушкелсемех) комсомол билечĕсене саламласах пачĕ.
Анне çаплах-ха вербовкăпа вăрахлăха каятчĕ. Вăл çук чухне Клавдия Фоминична Чякаева мăнакка патĕнче пурăнаттăм. Унăн упăшки те, Терентий, ылханлă вăрçăран таврăнаймарĕ. Вĕсем вăрçăчченех виçĕ ывăл çуратнă. Асли, Василий Терентьевич, шкулта математикăпа физика урокĕсене илсе пыратчĕ, Хусан университетĕнче куçăн мар вĕренетчĕ. Шкул ачисем умне тухма унăн урине тăхăнмалли те çукчĕ. Пĕтĕм тăван пухăнса ăна çурма кирза атă туянса пани халĕ те асăмра. Вăл университетра вĕренни эпĕ пулас професси суйласа илессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Часах ăна çар ретне илчĕç. Унтан вăл патварланса таврăнчĕ те пĕтĕм пурнăçне тăван шкула пачĕ. Ял-йышра вăл сăпайччĕ, чĕмсĕртерехчĕ, вĕренекенсем умĕнче веçех улшăнатчĕ: ăста оратор, пурне те ĕнентерме пĕлни, хăй тĕрĕслĕхне шанни ăна ыттисенчен уйăрса тăратчĕç.
8-мĕш класа вĕçлесен эпĕ çăвĕпех прицепщикра ĕçлерĕм. Сергей Власов тата Федор Шуркин трактористсем мана хам тĕллĕн сухалама вĕрентрĕç. Смена пуçламăшĕнче вĕсем кашнинчех ун чухнехи стилягăсен ташшине кăтартма ыйтатчĕç (пӳ хусканăвĕсене, хуçкаланусене пĕр фильмра курнăччĕ), хырăмĕсене тытса ахăлтататчĕç. Механизаторсен станĕнче тутлă апат çитеретчĕç. Çукчĕ ĕнтĕ ун чухне пирте выçлăх туйăмĕ. Пурнăç майлашăнса пыни пур енчен те сисĕнетчĕ. Çав çул эпĕ пысăк укçах ĕçлесе илтĕм.
9-мĕшне куçсан пирĕн класс ертӳçи Владимир Васильевич Казанков историк пулчĕ. Намăс та-ха, эпĕ историе ниепле те юратаймарăм. Владимир Васильевичпа ман хушăра нимĕнле ăнланманлăх та çукчĕ, историри событисен факчĕсене обществăлла строя пăхса вĕрентнине ăс та, чун та йышăнман, çавăнпа предмета ăнланма та тăрăшман.
Математикăрах урăхла – ик хут иккĕ яланах тăваттă. Ун чухне математикăна Николай Иванович Узяков инвалид вĕрентрĕ. Сас паллисемпе цифрăсене сулахай аллипе сылтăмалла чалăштарса çыратчĕ. Вăл нихăçан та пирĕн çине сасă хăпартман, хăйне пуринпе те пĕр пек тытнăран эпир ăна класĕпех хисеплеттĕмĕр.
Çав çулах пирĕн шкула тинĕс çар хĕсметĕнчен отставкăна тухнă Семен Андреевич Иванов килчĕ. «Çанă тавăрсах» вăл пире вальс ташлама вĕрентрĕ. Ташă каçĕсене те вăлах ертсе пычĕ, тĕрлĕ вăйăсемпе викторинăсем йĕркелерĕ. Çавăн пек каçсенчен пĕринче эпĕ 7-мĕш класра вĕренекен пĕр хĕр ачана юратса пăрахрăм. Пĕрре курсах. Пĕрремĕш хут…
Çав кунран пуçланчĕ те пĕр класра вĕренекен Леня Петров патне кашни каç çӳресси. Кашни хутĕнчех савнă хĕр ача çурчĕ умĕпе иртеттĕм, чӳречинчен тинкерсе пăхаттăм, сасартăк вăл асăрхасса кĕтеттĕм. Сайра хутра унăн çирĕп уттине, пиçсе çитнĕ çĕмĕрт пек куçĕсене, панулми евĕр питçăмартийĕсене, кулă татăлми кĕрен тутисене аякран та пулин курни еплерех пысăк телейччĕ. Ун чухнехи ялти пурнăç йĕрки хытăччĕ, ĕмĕрсенчен тăсăлакан йăла чĕрĕччĕ-ха. Ик çамрăкри чун туйăмне халăха кăтартма юраман. Çыхăну çырусем урлă çеç тытăнса тăнă. Еплерех хĕлхемлĕ çырусем çыраттăм. Ман сăмахăмсем хĕр чун-чĕрине тарăна вырнаçчăр тесе Г.Флоберăн «Туйăмсен воспитанийĕ» кĕнекине темиçе хут вуласа тухрăм, хĕр патне те ун стилĕпех кăткăс мар сăмахсемпе çырусем çыртăм. Эрнере пĕрре улах çĕрте юратнă хĕрпе тĕл пулни çăтмаха лекнĕ пекехчĕ. Малашнехи çыхăнусем çинчен шутласан пуç çаврăнатчĕ. Ах, пĕрремĕш юрату!..
Сасартăк кĕске çыру: «Манăн урăх йĕкĕт, хамăр класра вĕренекенскерех, пирĕн хушăри юрату татăлать». Вут хыпнăн чун çунать, ыйхăсăр каçсем…
Шкула эпĕ тăватă «тăваттă» паллăпа (ыттисем пурте «пиллĕк») вĕçлерĕм. Малалла çĕнĕ пурнăç. Мĕн суйласа илесси, ăçта вĕренме каясси – ыйтусен ыйтăвĕ. Ку вара урăх тема.
Эпир тем пекех чухăн, сивĕре, выçлăхра пурăннă пулсан та юратнă, савнисем пăрахнине чăтнă. Маларахри çулсенчи çамрăксенчен эпир нимĕнпе те уйрăлса тăман: каникулсенче комбайнсен улăм пухакан хатĕрĕ çинче вăрăм шертесемпе улăм купаланă, вăрмантан пĕве пĕвелеме çапăсем турттарнă, çаран утине выльăх апачĕлĕх хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа, ӳркевсĕр пулнă.
Çара ураллă ачалăх тата калама çук йывăр яшлăх тахçанах хыçра. 40 çул ытла ĕнтĕ Мускавра пурăнатăп. Выçлăхпа çуклăх йĕмĕсенчен çитĕнсе тухнине чуна ыраттарса аса илетĕп. Эпир ачасем çитĕнтернĕ, халĕ чечек пек мăнуксене пăхса йăпанатпăр.
Ан тив, вĕсенче пурнăç малалла тăсăлтăр.
 
КУÇАРУÇĂ СĂМАХĔ: Эпир Яковпа пĕр çултах çуралнă. Вулакансем мĕншĕн вăл хăй асаилĕвĕсене тăван чĕлхепе çырман теме пултараççĕ. Çук, Яков Докторов тăван чĕлхене манман. 40 çул ытла хулара пурăнни хамăр чĕлхепе ăста çырасси çине витĕм кӳнех. Вулакансем ун çине çак кăлтăкшăн ӳпкелешмĕç тесе шутлатăп, ăна малашнехи пурнăçра тĕреклĕ сывлăх, сӳнми юрату, пысăк телей сунатăп.
 
: 1070, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: