Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Н.В.Никольский чăвашсен этнографийĕпе хатĕрленĕ конспектран)
(Малалли. Пуçл. 20, 21, 22 №№).
Ку енĕпе уйрăмах тĕне кĕнисем çине правительство тимлĕх уйăрнă. 1722 çулхи указпа килĕшӳллĕн, тĕне кĕнĕ салтаксене çар службинчен хăтарнă.
Чăвашсен пĕр пайĕн патшалăха укçа-тенкĕ вырăнне карапсем тума çынсем парса татăлмалла пулнă.
Паллă ĕнтĕ, мăрсасем те, хырçă-марçă тӳлекенсем те çĕнĕ йĕркепе кăмăллă пулман. Ытти çулсемпе танлаштарсан, вĕсем 5 хут ытларах тӳлеме пуçланă вĕт-ха. Тата XVII ĕмĕрте, малтанхи çăмăллăхсемпе усă курса, мăрсасем хура ĕç пурнăçламан. Çапла вара ку лару-тăруран тухас тесе мăрсасем тарма, ясачнăйсем тĕне кĕме васканă. Парăмсене тӳлесе татас тесе чăвашсем ялĕ-ялĕпе, вулăсĕ-вулăсĕпе кивçене кĕнĕ.
Салтака панă чăвашсем хăйсен ялĕшĕн ĕмĕрлĕхех çухалнă шутланнă.1736 çулхи указпа службăна илнĕ вак халăх çыннисене остзей гарнизонĕсене яма хушнă. Отставкăна тухсан та чăваш салтакĕ килне питĕ сайра таврăнма пултарнă: ăна салтаксен поселенийĕсене пурăнма янă. Йывăр суранланнисен, уксах-чăлахсен çеç киле таврăнма май пулнă. Хырçă хăйсемшĕн çеç мар, «çухалнă чунсемшĕн» те тӳлеме тивни чăвашсен пурнăçне тата та йывăрлатнă. Елизавета Петровна вăхăтĕнчи çĕнĕ генеральнăй ревизи вак халăхсен пурнăçне лайăхлатман.
Елизавета Петровнăн правительствин темиçе хутчен те парăмсене каçарма тивнĕ: 1752 çулта Раççейĕпе 2 миллион çурă, каярах тата 1 миллион тенкĕ парăма каçарнă.
Хушма налогсем те халăх пурнăçне япăхлатнă. Хресченсен эрехшĕн, тăваршăн питĕ хаклă тӳлеме тивнĕ. Укçа-тенкĕ системи те ахаль халăхшăн усă паракан япала пулман.
Раççейре пĕртанлăх пачах пулман, икĕ класс: çӳлти тата аялти пулнă патшалăх тытăмĕнче. Иккĕмĕш класс – мĕнпур хура халăх, çав шутра вак халăхсем; ахаль çынсем те, аристократи те. Пĕрремĕш класăн – дворянсен мĕнпур прависем пулнă. Иккĕмĕшĕн вара ĕçлеме, хырçă-марçă тӳлеме ирĕк пулнă. Çавна май ахаль çынсем пăлханнишĕн, тăван çĕртен тарса хураха тухнишĕн тĕлĕнмелле мар.
Чăвашсен обществăлла-экономика пурнăçĕ чылай енĕпе ку тапхăрта вырăссен çутĕç юхăмĕн палăрăмĕсенчен килет. Хусанта архиерей çуртĕнче чăвашсене, çармăссемпе тутарсене, ытти халăхсене вĕрентме шкул уçаççĕ. XVIII ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне 3 пин çын ытла христиан тĕнне йышăннă. Çĕнĕрен тĕне кĕнисене парнесем параççĕ, çартан, карап ĕçĕнчен хăтараççĕ; вĕсенчен хăш-пĕрисем хуласене, вырăс ялĕсене пурăнма куçаççĕ. 1731 çулта çĕнĕрен тĕне кĕнисен ĕçĕсемпе комисси туса хураççĕ. Ăна малтанласа Раифа архимандричĕ ертсе пырать. Вак халăхсен ыйтăвĕпе комисси членĕсем пуçтарнă материал 1740 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнчи çĕнĕ указ никĕсне кĕрет. Çав указпа килĕшӳллĕн çĕнĕ çутĕç обществине – çĕнĕрен тĕне кĕртнисен кантурне туса хураççĕ. Унăн пуçлăхĕ архимандрит пулнă, ăна пулăшакансем – хулари 4 протоиерей. Кантурта çавăн пекех тăлмачăсем ĕçленĕ. Çĕнĕрен тĕне кĕртнисене ют тĕн çыннисенчен хӳтĕлеме, вĕсене куçарса кайма çар команди туса хураççĕ. Кантура тытса тăма çуллен 10 пин тенкĕ укçан тата 10 тонна тырă уйăрма палăртаççĕ. 1740–1764 çулсенче çеç 300 пин чăваша тĕне кĕртнĕ. Чăвашсем хушшинче 70 прихут йĕркеленĕ. Çĕнĕрен тĕне кĕртнисенчен чылайăшне пурăнма вырăс ялĕсене куçарнă. Тĕрлĕ хуласенче шкулсем уçнă. 1755 çулта, мĕнпур шкулсене Хусана, каярах вак халăхсен семинарийĕ ĕçленĕ вырăна куçараççĕ.
Çапла вара чăвашсене пĕтĕмпех тенĕ пек тĕне кĕртнĕ. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ авалхи тĕнне манман. Малтанхи вăхăтпа танлаштарсан вĕсен прависем те лайăхланайман.
1763 çулта Хусан, Шупашкар, Чикме уесĕсенчи вак халăхсенчен суйланă çынсем Сенатран салтака илессине пĕтерме, илнĕ салтаксене киле яма, салтака ярас вырăнне тĕне кĕнĕ ачасене шкула яма ыйтнă. Çакăн хыççăн 1764 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчи указпа вак халăхсен 1755 çултанпа пуçтарăннă парăмĕсене пăрахăçлама, тĕне кĕнисене 3 çула çăмăллăхсем пама, тĕне кĕртнисен кантурне пĕтерме, шкулсене хăварма йышăннă. Анчах та ку указпа Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен лару-тăрăвне улăштарайман. Çавна май II Кĕтерне патша, кашни халăхăн нушисене тĕплĕнрех пĕлес тесе, 1766 çулта манифест кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн обществăн тĕрлĕ сийĕсем, çав шутра вак халăхсем те депутатсем суйласа, вĕсене хăйсен нушисене пĕлтерсе Мускава ямалла пулнă. Комисси малтан Мускавра, кайран Питĕрте канашланă. Таса чун-чĕрепе, ахаль чĕлхепе депутатсем хăйсен нушисем çинчен пĕлтернĕ. Анчах та комисси вĕсен ыйтăвĕсене шута илсе вак халăхсен пурнăçне лайăхлатас тесе мерăсем йышăнни паллă мар. Çапла вара çак çитменлĕхсем XVIII ĕмĕр вĕçĕччен тăсăлнă тесе шутлама майсем пур. Пугачев ячĕпе çыхăннă юхăм, унта чăвашсем активлă хутшăнни шăпах çав çитменлĕхсенчен килнĕ те ĕнтĕ. Çак тапхăрта Самар кĕпĕрнинчи 2 пин чăваш Орлов-Давыдов улпутсен танатине лекнĕ, вĕсен крепостнойĕсем пулса тăнă. Темиçе çĕр чăваша Уралти заводсем çумне çырса хунă.
ХIХ ĕмĕр чăвашсенче пурнăçне лайăхлатас шанчăк çуратать. Ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче уйрăм çынсен пĕтĕмпех пĕтнĕ пек туйăнакан çăмăллăхĕсем çиеле тухаççĕ. Ĕлĕкхи мăрсасем хăйсен прависене çĕнĕрен чĕртесси, вырăс дворянĕсемпе танлашасси пирки калаçаççĕ. Хăйсем чаплă йăхран тухнине çирĕплетейсен çакна тума ирĕк пама шантараççĕ вĕсене. Тĕрлĕ сийри хресченлĕх те хăйсен правишĕн çĕкленет, вĕсен пĕр пайĕ хăйсен пурнăçне кăштах лайăхлатма та пултарать.
Халĕ чăваш хресченĕсен купсана тухма май пулнă; çакна тума халăхран ку çын çĕр ĕçлесе пурăнмасть, çĕр пушă юлмасть тесе хут кăна илмелле. Унтан, купсана куçмалли налук тӳлесен, ĕç тивĕçлĕ инстанцисем урлă малалла кайнă. Çĕнĕ званине çырса хунă хыççăн купсасем малтан пурăннă вырăнтах юлма пултарнă. Анчах та халĕ вĕсен икĕ налог – хресчен тата купса хырçисене тӳлеме тивнĕ. Салтака каясран хыснана укçа тӳлесе хăтăлса юлма май пулнă. Тĕне кĕнĕ купсасене виçĕ çула мĕнпур хырçă-марçăран хăтарнă. 1830 çултанпа купсасене малтанхи званипе хырçă тӳлессинчен хăтараççĕ. Мещене тухасси те çак йĕркепех пулса пынă. Обществăран унăн хулара пурăнать, çĕр пушă юлмасть тесе хут илмелле пулнă. Малтанласа мещен икĕ енĕпе те хырçă тӳлет, кайран хуларине çеç. Салтака та ăна мещен званийĕпе илеççĕ. Кунсăр пуçне мещене тĕне кĕрсен те çăмăллăхсем панă. Чиновнике тухас тесен чăваш ĕмĕтне прихут, ланкастер, удельни тата вулăс шкулĕсем урлă пурнăçлама пултарнă. Общество тытса чармасан хут пĕлекен чăваш вăл е ку канцелярие ĕçлеме кĕнĕ.
Чăвашсенчен ытларахăшĕ казеннăй е патшалăх хресченĕсем шутланнă. Вĕсен кирлĕ чухне акса тăракан çĕр лаптăкне ӳстерме май пулнă. Хусан кĕпĕрнинче çын пуçне 11 теçеттин çĕр норма шутланнă. Анчах та хăш-пĕрисен çĕр ытларах, теприсен сахалрах пулнă. Çавна май сахал çĕрлисене казеннăй ведомство шучĕпе тивĕçтерме йышăннă.
1812 çулта хресченсене çĕр туянас тĕлĕшпе хĕсме юраман. Чикĕ кантурĕсен ку енĕпе пĕр чăрмав та тума юраман. 1808 çултанпа хресченĕн темиçе çĕр лаптăкĕ юнашар пулмасан улпут çĕрĕсемпе улăштарса çĕрсене пĕрлештерме юранă.
1811 çултанпа чăваш хресченне подряд илме, çитсăпа, тăварпа, çĕр ĕç таварĕсемпе суту-илӳ тума ирĕк панă. Правительство учрежденийĕсенче чăвашсем хăйсен представителĕсене тытма пултарнă.
(Малалли пулать)
 
: 1195, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: