Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Скалодромпа лабиринт, автодром, вылямалли автоматсем, боулинг тата паллах, тутлă апат-çимĕç кĕтрĕ ачасене Хусанти çемье канăвĕн «Игромакс» центрĕнче. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа Хусанти «Альпари» ыр кăмăллăх фончĕпе ТР Ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви республикăри тăлăхсене июнĕн 2-мĕшĕнче çакăн пек хитре уяв хатĕрлесе савăнтарчĕç.
Алексеевски, Пĕтреç, Тури Услон, Камское Устье тата Чистай районĕсенчи ача-пăча приютĕнче пурăнакан 40 ачан çав кун «Игромаксăн» автодромĕнче машинăсемпе ярăнма, скалодромра эрешмен пек хăпарма, лазерлă çапăçăва, ытти нумай-нумай вăйăсене хутшăнма тата çĕнĕ тус-юлташсем тупма май пулчĕ.
Инçе çула кĕскетсе килнĕ пĕчĕк хăнасене («Альпари» фондăн представителĕсем каланă тăрăх, уява шăпах 7-10 çултисене çеç йыхравланă) выляса савăнмашкăн лайăхрах пултăр тесех пуль, малтанах сĕтел хушшине лартса тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Унтан клоунсем вĕсене ушкăнсем çине пайласа тĕрлĕ вăййа хутшăнтарчĕç. Кашни аттракцион хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулсан та пуринчен ытла вĕсене скалодром килĕшрĕ пулас, кунта арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕри тепринчен çӳллĕрех хăпарас тесе тупăшрĕç вĕт. Пултаруллисем арçын ачасем кăна марри те палăрчĕ, мĕншĕн тесен пĕчĕк хĕр ачасем те маччана çитиех кармашса тĕлĕнтерчĕç.
Паллах, çакăн пек уява кам хутшăнассине мероприятие йĕркелекенсем мар, приютсем хăйсем суйланă. Алексеевски районĕнчи «Забота» приют директорĕ Ирина Байкова, тĕслĕхрен: «Хусана эпир 11 ача илсе килтĕмĕр. Ушкăн пухнă чух чи малтан Хусана пĕрре те килсе курманнисене суйларăмăр, вĕсем пирĕн тăваттăн пулчĕç, ыттисем – вĕренӳре, спортра, приют пурнăçĕнче палăрнисем»,– тесе пĕлтерчĕ. Ирина Павловна каланă тăрăх, вĕсене кун пек акцисене час-часах чĕнеççĕ-мĕн. Нумаях пулмасть акă, «Забота» воспитанникĕсем Хусанти циркра пулса курнă. «Тавах ыр кăмăллăх фончĕсене, атте-анне ăшшисĕр ӳсекенсене манмаççĕ. Ку енĕпе пире хамăр район та пулăшать. Халĕ те акă, ентеш-спонсорсем пире çула хатĕрлерĕç. Хăшĕ укçа пачĕ, хăшĕ апат-çимĕçпе пулăшрĕ»,– терĕ.
Сăмах май, 2005 çулта йĕркеленнĕ «Альпари» ыр кăмăллăх фончĕ тăлăхсене кăна мар, инвалид, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене те питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ача-пăча параличĕпе (ДЦП) аптăракансене сиплеме оборудованипе, медицина препарачĕсемпе тивĕçтерет, çитмен пурнăçпа пурăнакансене тумтир, атă-пушмак туянса парать. Çаплах усрав çемьесем валли ятарлă пособи те кăларнă. Кун йышши çемьесем çак кĕнекере хăйсене кăсăклантаракан мĕнпур ыйтăвăн тупсăмне тупма пултараççĕ тесен те йăнăш мар. Паллах, «Альпари» пултаруллă çамрăксене те манмасть, тĕрлĕ программăсенче пулăшать. Пĕр сăмахпа, фондăн ыр кăмăллăх ĕçĕсене пурне те каласа та пĕтерме çук.
Июнĕн 2-мĕшĕнче икĕ сехете тăсăлнă, хитре шарсем парнеленипе вĕçленнĕ уява та ачасем тата темĕнччен аса илсе пурăнĕç-ха, ара, кун пекки хăвăрт манăçмасть-çке. Тепĕр тесен тăлăх чун хуйха пĕр саманта та пулин манса йăл кулăпа çиçни хăй те сăвап вĕт. Апла-тăк çакăн пек самантсем вĕсен пурнăçĕнче нумай пулччăр тесе кашнин тăрăшасчĕ.
 
: 1182, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: