Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ ĕмĕрте хĕрарăм пилĕк ача çуратсан «Нумай ачаллă анне» ят илетчĕ. Ачисене савăнса, чунне парса ӳстерсе пурнăç çулне кăларнă. Халĕ çав ачасем «пысăк» çынсем: ĕçĕсем пур, мăшăрĕсем сывă, ачисем те ӳснĕ. Анчах та атте-анне...
Атте-аннен пурнăçĕ малалла пырать. Вăл мĕнлереххине хăйсем кăна пĕлеççĕ. Чирлеççĕ-и, хуйхăраççĕ-и, савăнаççĕ-и – нумайăшне ачине каламасăр та ирттереççĕ.
Çак сăмахсене, паллах, кашни çемье çинчен калама çук.
Сăмах мĕн çинчен пырать? Хальхи саманапа ачасем ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пурăнмасан та ват çынсем «пĕччен» пулмаççĕ. Вĕсене пăхмашкăн, пулăшмашкăн патшалăх çĕнĕ специальность шутласа кăларнă. Соцĕçчен теççĕ вĕсене.
Соцĕçченсенчен чи хастаррисенчен пĕри – Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче пурăнакан Марина Лютерова çинчен сăмах пырать.
Марина Петровна хула çынни пулмаллискер. Шкул хыççăн Ульяновск хулине кайса, кондитер специальнăçне алла илсе ĕçлесе пурăннă. Анчах та ашшĕне пăхма тесе каялла тăван ялне таврăнма тӳр килет. Элшелĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пăхма тивнĕ унăн: чĕкĕнтĕр çумланă, кăларнă, йĕтем çинчен те тухман.
2000 çулта ăна соцĕçчен пулма сĕнсе пăхаççĕ. Халиччен ун пек ĕç çинчен илтмен, пĕлменскер, тӳрех килĕшме те иккĕленсе тăнă-ха.
Çапла сакăр çул ĕнтĕ тăрмашать. Тăрмашать тени, тен, тĕрĕсех те мар, пулăшать темелле пуль?
Ялăн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çӳреме тивет унăн. Шăписем те кашни çыннăн хăйне тĕрлĕ.
1927 çулхи Нил Ложков пĕчченех пурăнать. Ачисем хулара.
Екатерина Цыфаркина та 81 çулта. Пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Марина Петровна каланă тăрăх, вĕсем инçе пурăнаççĕ. Пĕри Чăваш Енре, тепри...
Сакăр вуннăран иртнĕ Нина Лютерова ĕмĕрне пĕчченех ирттерет темелле. Çамрăк чухне хăй те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ, халĕ вара Марина Петровна хĕрĕ пек пăхса тăрать.
Мăшăра, Иванпа Елизавета Емельяновсене те соцĕçченсĕр пурăнма йывăртарах. Çавăнпа та вĕсем Марина Лютерова пулăшăвĕ кирлĕ тесе района заявлени çырса панă.
Çапла Марина Петровна çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек ват çынсемпе. Уйрăмах çуллахи вăхăтра ĕçĕ нумай. Пахча алтмалла, лартмалла, сапмалла. Колорадо нăррисем тата тарăхтараççĕ. Вĕсене те килĕрен сапса тухмалла. Пĕр шухăшласан, наркăмăшпа ĕçлени мĕн чухлĕ сывлăха сиен кӳрет вĕт-ха. Урайĕсене те хăех çуса парать. Пӳрчĕсем вара кашнин кантур пек темелле.
– Килте-пахчара тирпей кӳртнисĕр пуçне тата мĕн тума тивет çак ĕçре? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пенси ыйтăвĕпе района каймалли пулать. Эмелсем туянмалла пулсан та, кашнинчен мĕнлереххи кирлине список тăватăп та районти аптекăсене кайса илсе килетĕп, – хуравлать соцĕçчен урай çума пăрахмасăр. (Ĕçе пăрахса калаçса ларсан вăхăт иртет вĕт-ха. – Авт.)
– Ĕç укçин калăпăшĕ, ĕçĕпе танлаштарсан мĕнлерех пек? – ыйтмасăр чун чăтмарĕ ман.
– Уйăхне виçĕ пин ытларах пулать. Хăш чухне преми панă пек тăваççĕ. Тĕслĕхрен, професси кунне тесе, Мартăн 8-мĕшне. Çаплах кашни çын 150 тенкĕ социаллă услуга пама тивĕç. Анчах та ку ыйту питĕ йывăрпа пырать. Кăçал акă, июльтен социаллă услуга хакĕ 900 тенке çитмелле. Анчах та... Халĕ 150 тенкĕ илме йывăр пулсан, ӳстерсен парасси çинчен шухăшлама та хăрушă.
– Вĕсен те пенси укçи нумаях мар пуль?
– Пĕрисен ултă пине яхăн, теприсен – саккăр-тăххăр, вун пиллĕк-вун ултă пин илекенни те пур.
– Пенси укçин калăпăшĕ çакăн чухлĕ пулни пĕтĕмпех Марина Петровна тăрăшнипе, паллах, – тет ял хăлăхĕ. – Вăл Пенси фончĕсене çӳресе ӳстерме хутсем пуçтарнă.
– Ялта тата миçе соцĕçчен пур?
– Иккĕн çеç эпир. Тепри – Валентина Тихонова. Вăл та темиçе çынна пăхать.
– Ялта пĕччен пурăнакан ват çынсем нумай-и тата?
– Сахал мар. Элшел ялĕ пысăк ял шутланать таврарисемпе танлаштарсан. Çавăнпа та ват çынсем тата та пур-ха мана пăхтарас тенисем. Района кун пирки заявлени çырса панă та.
– Эсир вара мĕн шутлатăр? Ĕлкĕрме пулать-и?
– Хальлĕхе нимĕн те калаймастăп. Чăннипе каласан, ĕçлеме çăмăлах мар. Ĕçленине кура сума та сумаççĕ. Çавă эрлентерет.
Марина Петровнăн хăйĕн те хуçалăхĕ пĕчĕк мар. Килĕ-çурчĕ, выльăхĕ, пахчи тата икĕ ачи. Кĕçĕнни 4-мĕш класра вĕренет пулсан та килте амăшне пĕтĕм ĕçе тума пулăшать. Асли шкул та пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ Ульяновскра мировой судра практика иртет.
Урăхла каласан, пилĕк-ултă хуçалăх пĕр хĕрарăм çинче.
Хисеплĕ соцĕçченсем! Сире професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр. Çак пархатарлă ĕçре сире çирĕп сывлăх, вăй-хăват, чăтăмлăх сунатпăр.
Ват çынна пулăшнăшăн сăвап пулать.
 
: 1168, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: