Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мăшăрланакансене çырăнтарнисĕр, тин çеç çуралнă пепкене, уйрăлакансене, вилекенсене тата ыттине шута илнисĕр пуçне юлашки çулсенче ЗАГСсем ытти тĕрлĕ ĕçсем илсе пырасси йăлана кĕчĕ. Хусанти Авиастроительнăй районĕнчи Мăшăрлану керменĕн ĕçченĕсем те акă миçемĕш çул ĕнтĕ çемьесем хушшинче «Чи тĕслĕхлĕ çемье» конкурс ирттереççĕ. Кăçал Çемье çулталăкĕ пулнăран ку тема çине тата пысăкрах тимлĕх уйăрса конкурса чи пĕчĕккисене, садик ачисене те, хутшăнтарма шутланă вĕсем. ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Асия Мусина каланă тăрăх, ку йăлтах çемьен пĕлтерĕшне, авторитетне ӳстерес тесе тăрăшни. Çĕршывăн пуласлăхĕ обществăн пĕчĕк ячейки мĕнле пулнинчен сахал мар килет-çке. Çак тĕллевпех ĕнтĕ ЗАГС ĕçченĕсем çемьесем патне çывăхрах пулма тăрăшаççĕ.
– Эпир ачасен ӳкерчĕкĕсен конкурсне Çемье кунĕнче, урăхла каласан, майăн 15-мĕшĕнче кăна пĕлтертĕмĕр-ха. Апла пулин те пирĕн пуçарăва ашшĕ-амăшĕсем, ача сачĕсем питĕ ырласа йышăнчĕç. Конкурса районти пурĕ 124 (!) ача хутшăнчĕ. Çамрăк художниксем «Манăн туслă çемье» темăпа ӳкерчĕксем тăратрĕç. Калас пулать, конкурса районти мĕнпур ача сачĕ, вĕсем пирĕн пурĕ çирĕм, хутшăнчĕ. Хусанти А.Гайдар ячĕллĕ Çамрăксен центрĕн «ИЗО» секцийĕ (ертӳçи О.Батыршина) те хутшăнма кăмăл турĕ. Куратăр, пирĕн фойен стенисем çинче паян пĕр пушă вырăн та çук. Мĕн чухлĕ ӳкерчĕк. Уява «Ачалăхăн тĕрлĕ тĕсĕ» тесе ят пани те ахальтен мар, çавна кура ӳкерчĕксене эпир блоксем çине уйăртăмăр. Вĕсенче кашнинче асамат кĕперĕн ӳкерчĕкĕсем пур. Тĕрлĕ çулти ачасен пултарулăхĕ паян куç умĕнче. Вĕсем пурте хăйсен çемйисене ӳкернĕ. Паллах, хăшне-пĕрне ашшĕ-амăшĕ те пулăшнă ĕнтĕ. Çемьесен хушшинче иртекен «Чи тĕслĕхлĕ çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ чух çакна та шута илĕпĕр,– терĕ Асия Мунировна.
Уява ячĕшĕн кăна йĕркелеменни фойене кĕрсенех курăнчĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ ӳкерчĕк куçа йăмăхтарнипе пĕрлех ашшĕ-амăшĕпе килнĕ ача-пăча (вĕсем уявра çĕр ытланччĕ) сасси кĕрлесе тăни савăнтарчĕ.
Жюрие (председателĕ Авиастроительнăй район администрацийĕн аппарат ертӳçи Е.Тощева) çакăн чухлĕ ӳкерчĕкрен чи лайăххине суйлама çăмăлах пулмарĕ ахăр. Апла пулин те тĕрлĕ номинацире («Чи кулăшла ӳкерчĕк», «Чи ăнăçлă портрет», «Чи çамрăк художник»... ) пурĕ 18 çĕнтерӳçе палăртрĕçех. Вĕсене пурне те Диплом, «Единая Россия» парти представителĕсем пысăках мар парне парса хавхалантарчĕç. Асăннă конкурса хастар хутшăннăшăн ЗАГС ĕçченĕсем ача сачĕсене те палăртмасăр хăвармарĕç, чи хастаррисене Тав хучĕсемпе чысларĕç. Юлашкинчен ачасем хăйсен ӳкерчĕкĕсем патĕнче асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕç.
 
: 1265, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: